Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кĕмĕл кĕперАкăшсем таврăнаççĕАсамат кӗперӗ сӳничченТаркăнЮрату ҫӑлкуҫӗСана ҫырма сӑмах ҫитетИлем

Кам айăплă-ши?


1

Ир тытăннă çумăр кăнтăрла çитеспе ялан чарăнаканччĕ. Анчах вăл, теме сиснĕ евĕр, витререн тăкнă пек лӳшкет. Эпĕ, кантăк умĕнче çумăрпа киленсе лараканскер, тарăн асаилӳсен авăрне путрăм...

Çуркуннеччĕ ун чух. Хĕлĕпе çунă шурă юр шыва çаврăнса çырма-çатрасенче пăтранса-кĕрлесе юхса пĕтнĕччĕ ĕнтĕ. Эпĕ, Элмет хулинче вĕренекенскер, вăл вăхăтра шăпах ик-виç куна яла килнĕччĕ. Çавăн чухне ачаран пĕрле ӳснĕ тусăма, Кольăна, çара каймашкăн хут килсе пачĕç. Хута аллине илсенех, тем тесен те çара юрăхлă çын вĕт-ха, унăн сисмесĕрех куçĕсем йĕпенчĕç. Те савăнăç куççулĕ пулчĕ вăл, те тăван тавралăхран, тăван ялтан уйрăлма йывăррипе йĕпенчĕç-ши куçĕсем? Кăмăла пусарас тесе эпир пахчари сукмакпа юнашар вырнаçнă вăрмана утрăмăр. Вырăн-вырăн çурхи хĕвел ăшшипе тĕсне улăштарнă, ыран-паян куç умĕнчен çухалакан юр лаптăкĕсем сиввĕн курăнса выртаççĕ. Çав вăхăтрах, маларах юр ирĕлме ĕлкĕрнĕ вырăнсенче, ешĕл курăк пуçне кăларма пуçланă. Хĕлĕпе тарăн ыйхăра пулнă çут çанталăк кунран-кун вăй илсе таврана илем кӳрет. Унта та кунта кайăксем çуркунне çитнипе савăнса хăйсен юррине шăратаççĕ. Вĕсемпе пĕрле савăнас, юрлас килет. Кольăн кăмăлĕ паçăрхи пекех сӳрĕк.

Малалла

Анне чĕри


Юлашки вăхăтра темшĕн-çке пуласлăха ытлашши шанмастпăр. Ара, пурнăç парнеленĕ аттепе аннене хисеплеме пăрахрăмăр, пĕр варта выртнă йăмăк-шăллăмсемпе хирĕçетпĕр, тус-тăвансемпе çапăçатпăр. Ăçта килсе тухăпăр-ши капла?

Виçĕ ача çуратнă Наçтук. Ачисем пĕринчен тепри чипер те илĕртӳллĕ. Ача-пăчан ытарайми уçă та çепĕç сасси савăнтарман ашшĕне. Эрех пички ăшне путнăскер, арăмĕ ĕçре чухне япалисене сутса ĕçнĕ. Çынсем патĕнче çĕр каçнă вĕсем. Анчах упăшки кӳршĕ-аршăпа, тăванĕсемпе хирĕçнĕ, çапăçнă хыççăн вĕсем те çĕр каçма кĕртме хăранă.

Чĕрене витермелле сăмахсемпе хăртнă Наçтука Алюш. Тепĕр чухне чĕри çĕçĕпе чикнĕн сӳлетсе кайнă. Çапах та куççульне çынсене кăтартман. Чăтнă мĕскĕн хĕрарăм.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайма Наçтук упăшки те повестка илет. Смоленск тăрăхĕнчи çĕрсене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Килтен тухса кайни çулталăк иртсен упăшки вилни çинчен çыру илнĕ Наçтук. Иртнине, начаррине манса, ачисене хăй çумне çупăрласа сасăпах макăрнă хĕрарăм. Аслисем те амăшĕпе пĕрле йĕнĕ, кĕçĕнни Ульха çеç нимĕн те ăнланман: ун-кун пăхса ларнă.

Çапла, питĕ йывăрпа ӳстерчĕ Наçтук пепкисене. Ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарчĕ, шкулта вĕрентрĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче вăтам шкула пурте вĕренме каяймастчĕç. Тумтирĕ, атă-пушмакĕ япăх пулсан та вунă çухрăмри шкула ăсатрĕ ывăлĕсене Наçтук. Асли каярахпа аслă шкулта пĕлӳ пухрĕ. Халĕ вăл пысăк çын. Анчах та тăван килте чылай çул пулман. Çыру та çук унран. Ульха та ялтан тухса кайни вунă çул ытла. Унтанпа пĕрре килнĕччĕ вăл упăшкипе – халĕ темшĕн сивĕнчĕ тăван килтен.

Малалла

Анне патĕнче


C. Есенин майлă

Ыран ир варатсамччĕ, аннеçĕм,

Эс мана шурăмпуç тĕлнелле.

Аякран пур хыпар çыру вĕççĕн,

Манăн хаклă хăнам килмелле.

 

Ир ирех сывлăмпа çитĕ тусăм

Шăплăхра шăпчăксем вăрансан.

Ытамра сирĕлĕ пирĕн тунсăх,

Туххăмах кайĕ кун çуталса!

 

Тĕмсĕлсе кĕтнĕрен кăмăл тулĕ,

Шăнăçаймĕ хаваслăх пӳртре.

Чечекпе чӳхенен улăх çулĕ

Хырлăха ертсе кайĕ пире.

Темиçе çул пулман уявра эп,

Унчченхи хĕрĕве çĕнетсе,

Купăса пĕрехçех тăсса ярăп —

Шăранса йĕрĕç йĕс чĕлĕхсем!

 

Çак сăваплă çĕрте эп кун курнă,

Уй-хир илнĕ ынат ытамне.

Ах, шăпаçăм, ан кур тек хĕн-хурлăх,

Ан аса ил, аннем, иртнине.

 

Çапах пур ман эс панă пĕр пиллĕх:

"Несĕле эс упра, ят-чысна".

Сан пата час килеймĕп, тен, ӳлĕм

Эп, аннеçĕм, юри асăнса.

 

Эппин, хамăрăн хаклă хăнашăн

Кĕрекемĕр тулли пултăрах.

Çĕр çинче çĕнĕ юрă хывмашкăн

Эпир тивĕç манми туслăхра!

Пĕве хĕрринче


Çулла. Çумăр çуманни пайтах пулать. Тӳпере пĕр пĕлĕт татăкĕ те çук. Шăрăх. Шăрăхран шыва кĕрсе çеç хăтăлма пулать. Ача-пăча кунĕпех пĕвере шăмпăлтатать. Урам пушах курăнать.

Эпир те Кĕркури пиччепе (кӳршĕпе) кăшт ĕçленĕ хыççăн уçăлас тесе шыв хĕрне антăмăр. Вăл ачасем шывра чăмса вылянине, çыранран сикнине пăхса ларчĕ те пуçларĕ калавне: «Ара, мĕн кăна пулса иртмен ача чухне. Эпир те вăрçă пĕтсен хиртен е утă тавăрса килсен тӳрех шыва чăматтăмăр. Пĕррехинче Куля чупса пычĕ те пуçхĕрлĕ сикрĕ. Пăхатпăр, шыв çинче унăн урисем пăлтăртатса тăраççĕ. Мĕн пулнă? Кăшт тăрсан, шывран кăвак тăм чăмăркки сиксе тухрĕ. Вăл пуçĕпе шыв тĕпĕнчи кăвак тăма тăрăннă иккен. Пичĕ тăрăх тăм юхса анать. Хăй аран сывлать. Макăрса яманни çеç.

Вăл вăхăтра пирĕн аялтан тăхăнмалли йĕм таврашĕ пулман. Хĕр ачасен те çавах. Çавăнпа та эпир пĕр енчен, хĕрсем тепĕр енчен кĕреттĕмĕр. Пĕр-пĕринчен вăтаннă. Халь авă пурте пĕрле шăмпăлтатаççĕ. Пĕрре çапла утă тавăрса килтĕмĕр те шыва кĕретпĕр. Хуларан килнĕ пĕр хитре кăна хĕр пурччĕ. Шыв айĕнчен кайса, çавăн урисене кăтăкласа пăхас-ха терĕм. Çитсе урисене тĕкĕнтĕм çеç – вăл ман пуçа урисемпе рак пек хĕстерчĕ те хучĕ. Эпĕ ни сывлаймастăп, ни кăшкăраймастăп, вăл хĕстерет те хĕстерет. Пĕтĕм вăя пухса çемçе çĕртен чĕпĕтрĕм. Вăл ман пуçа вĕçертрĕ. Эпĕ пуçа шывран кăлартăм кăна, вăл мана татах шыва чикет. Аран чăмса тухрăм, çерем çине кайса выртрăм. Турра асăнтăм – урăх ун пек нихăçан та хăтланмăп терĕм. Вăл: «Ну как, нормально?» – тесе кăшкăрать. Ăçта унта, аран сывласа выртатăп.

Малалла

Ĕçкĕ мыскари


Кăçал çапла Михала,

Така пуснă ятпала,

Чĕнсе килчĕ хăнана

Хайхи услап Ваççана,

Вĕçкĕн, мăран Мируна.

Анаткасри Антуна...

Эрех-сăра тăкăнать,

Урай кашти авăнать.

Чăн авалхи йĕркепе

Ваççа сыпать черккепе,

Мирун ĕçет куркапа,

Антун ярать алтăрпа...

Ĕçсен-ĕçсен, урмăшсан,

Ăса-пуçа çухатсан,

Хайхи туссем, пĕлĕшсем,

Намăс-симĕс çук çынсем,

Сикрĕç-тăчĕç çапăçма,

Пĕрне-пĕри çунтарма.

Хайхи ӳсĕр çиллипе

Ваççа çапать черккепе,

Мирун парать куркапа,

Антун ярать алтăрпа.

Ак тамаша, япала,

Мĕскер ĕнтĕ тумалла, —

Мĕкĕреççĕ вăкăрла,

Çухăраççĕ сысналла...

— Така ĕçки пит хакла

ларчĕ, — тет халь Михала.

Ваççан хăлхи янăрать,

Мирунăн мăй ыратать,

Антун аран уткалать,

Çаплах укол тутарать.

Ирĕк парăр калама:

Вăхăт ĕнтĕ ăнланма —

Çитет ĕçсе ашкăнма,

Çын сăнарне çухатма.

Пушлăхра


Ах, Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм!

Ĕмĕтĕмре çеç мар-çке - пурнăçра

Сана куратăп, сассуна тăнлатăп,

Анчах та темшĕн лăпкă мар чунра...

Çӳретĕп аслă, çутă урамра

Ĕмĕлкесем ташланă вăхăтра.

 

Черченкĕ сăвă хайласа ĕшеннĕ

Поэт пекех фонтанĕ. Шăп ларать.

Çул урлă - Ленин. Кунĕпех ĕçленĕ

Çын хушшине канма-курма тухать.

Пединститут хăй çутине сӳнтернĕ.

Чун кĕнĕ площадьри яш-кĕрĕме.

 

Каçхи сăнсем-ютсем. Çăвар вылявĕ!

Ман ĕмĕлкем машин айне пулать.

Пуçран çапать суккăр çăка турачĕ,

Ура шăвать. Кĕрхи хула асфльчĕ

Пĕр йĕлпĕрет, пĕр тип куçпа пăхать.

Каçхи хунар çути хуплу хывать.

Чăвашлăх


Мĕн-ши вăл, туссем, чăвашлăх?

Тен, вăл тĕрĕллĕ кĕпе.

Тен, вăл кунĕлĕх, йăвашлăх,

Чăвашла сенкер тӳпе.

 

Тен, "Аки-сухи" юрри вăл,

Тен, "Уçланкăри палан".

Ăнланать таçти хĕр-ывăл

Ентеше унпа ялан.

 

Вăл та пулĕ, ку та пулĕ,

Тусăмсем, ман шутпалан,

Пирĕнпе чăвашлăх юлĕ

Чăвашла сăмахпалан.

 

Пин те пин сăмах чăвашăн,

Чăн чăвашлăх — çавăнта.

Каçăхса кайса калаçăн

Ентешпе Сахалинта.

 

Пекинра-и, Прагăра-и,

Берлинта е Лондонра —

Тĕп чĕлхемĕр вăй парайĕ

Чи йывăр, кичем кунра.

 

Çавăнпа атте-аннемĕр

Чĕлхинче курар малаш,

Пулăпăр вара, туссемĕр,

Ĕмĕр-ĕмĕр чăн чăваш!

Çулсем иртсен те лăпланмасть чĕре


Çак çулсем хушшинче Ирина отпускра çеç мар, пысăк уявсенче те тăван яла васканă. Пĕчченех пурăнакан амăшĕпе чуна уçса калаçас, кил хушшинче пулăшас тĕллевпе çул тытнă вăл çуралнă кĕтесе. Кашнинчех пĕр касра выляса-кулса ӳснĕ, пĕрле çăлтăрсене шутланă Владимира тĕл пулса калаçас ĕмĕтпе çунатланнă. Çак тĕлпулăва куç умне пĕрре мар кăларса тăратнă Ирина.

– Ай-ай, кама куратăп эпĕ? – терĕ Ирина салоналла утнă май.

– Салам, салам! Миçе çул курман сана, Ирина! – терĕ Владимир та тĕлпулупа хавасланнăскер.

– Калаçса татăлсан та пĕр-пĕрне çакăн пек тĕл пулма çук. Ку шăпа пулĕ? – терĕç иккĕшĕ те.

– Санпа тĕл пулассине миçе хутчен куç умне кăларса тăратман-ши? Телефон номерне те тупнăччĕ. Шăнкăравлас тесе çĕр хут çеç мар пулĕ алла телефон ярса тытнă. Пĕр-икĕ хутчен шăнкăравланăччĕ те. Уçă та кăмăллă сассуна илтсенех трубкăна хутăм. Санăн çемье-çке... – терĕ Владимир Ирина çумне куçса ларнă май.

Вĕсем тĕлпулушăн питĕ хавас, пит-куçĕсем илемлĕн çуталнă, чĕрисем вун çиччĕри пекех тапаççĕ. Владимир пăлханнине сисет Ирина. Çамрăк чухнехинчен пĕртте улшăнман иккен. Куçран та именсе пăхать, чĕлхи те такăнать. Арçыннăн юрату туйăмĕсем вăйлăрах пулнине çирĕмре чухнех туятчĕ Ирина. Халĕ те çаплах иккен. Ниепле те пытараймасть арçын ăна. Нимĕн те улшăнман тейĕн пурнăçра çирĕм ултă çул хушшинче. Пит-куçсенче пĕркеленчĕксем пурри, ӳт-пӳ çамрăк чухнехи пек яштака марри нимĕн те мар: чĕресем яш чухнехи пекех пĕр-пĕрин патне туртăнаççĕ...

Малалла

Сĕве


Сĕве. Авалхи юханшыв.

Пăлханать, вылянать тăрă шыв.

Вăл юхать Тăхăрьял çумĕпе,

Халăхра палăрать тăпипе.

Тӳпери çăлтăрсем каçхине

Вăшт! чăмаççĕ Сĕве юххине.

Уйăхпа çутăлаççĕ хумсем,

Мерчен пек чӳхенеççĕ вĕсем.

Пирвайхи юрату киммипе

Эпĕ ишнĕ кунта савнипе.

Анчах вĕрчĕç кăра çилĕсем,

Илсе кайрĕç ăна ют çулсем.

Каçхине. Эп килте пĕр-пĕччен


Каçхине. Эп килте пĕр-пĕччен,

Куçăма халь хупаймăп ирччен.

Шухăшсем, шухăшсем пуçăмра,

Пĕр эс çеç, пĕр эс çеç пуçăмра.

Хăтăлаймăп сенкер куçсенчен,

Эп кун пек юратман халиччен.

Мĕн тери тунсăхлатăп, савни,

Ман телейĕм – санпа çеç пулни.

Сан сăну яланах умăмра,

Тусăм, эс аякра-аякра.

Çурăлать-çке чĕре çурмалла,

Ах, епле-ши ман халь чăтмалла?

Чĕрере тунсăхпа ырату,

Кăвар евĕр вĕри сан туту...

Чунăмра ман савни куçĕсем,

Тинĕс пек сеп-сенкер-çке вĕсем.

■ Страницăсем: 1... 787 788 789 790 791 792 793 794 795 796