Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чипер АннаХĕн-хур айĕнчеКатӑлнӑ уйӑхСăвăсемпе поэмăсемСинкерХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхЫлтăн вăчăра

Усал шухăшпа калаçни


Ялан, ларатăп та çырма,

Сăр кашкăртан хăранă сурăх евĕр

Таçтах тарса пĕтетĕр, шухăшсемĕр.

Асра – Вăрнар, Хураçырма.

 

Нивушлĕ эпĕ шутласа

Свердловск çинчен çыраймăп лайăх сăвă?

Талант тени сан çук пулсан мĕн тăвăн.

Пĕр çăлăнăу. Çыр вăрласа.

 

Çук, çук. Ун пек этем чунне

Яланлăхах эп хамăнтан çухатăп.

Сахал пулсассăн та, хамах пухатăп

Поэзин ылтăн пĕрчине.

 

Ухмах, пĕлместĕн пурăнма.

Вăрла сисмен чухне, чапа тухатăн…

– Шăплан! Тасал часрах кунтан, тухатмăш.

Текех мана ан курăн! Марш!

 

Асра – Вăрнар, Хураçырма,

Куç умĕнче – Эльмаш, Свердловск илемĕ.

Эй! Ырă шухăшсем, вĕçсе килсемĕр,

Пуçлатăп сăвăсем çырма.

 

30. 09. 1967.

Аманнă юрату


Пĕрремĕш юратăва –

Римма Ластухинăна.

Кашни этем вăл хăйне майăн

Тахçан пĕрремĕш хут савать.

Тен, çав çынсем ăнланĕç манăн

Чĕлхе чутланă çĕн сăвва.

 

Вун саккăра çитсен куçларăм

Пĕр кӳршĕ ялăн сар хĕрне.

Каç-каç утса эп такăрларăм

Ик ялăн ансăр сукмакне.

 

Ман пек тӳпе каччийĕ Марс та

Савман пуль шуçăм çăлтăрне.

Ăна юратнă, пытармастăп.

Юратнă унăн сăн-питне.

 

Çын чунĕ кĕрĕк çанни мар çав,

Ăна пăхаймăн тавăрса.

Ултавлă чунĕ ун пулман, ав,

Хăй пек илемлĕ те таса.

 

Пĕр каччă тупрĕ те йăлт манчĕ

(Пулман та тейĕн савнă тус!)

Çапла яланлăхах аманчĕ

Пĕрремĕш туйăм – юрату.

 

Ак халĕ икĕ ял сукмакĕ

Уçать сипленнĕ сурана.

Чĕрем, ан кассăл та ан макăр,

Пĕрремĕш туйăм пурăнать!

 

10-11.03. 1967.

Эй, Çĕр чăмăрĕ! Çитĕ сана алхасса


Эй, Çĕр чăмăрĕ! Çитĕ сана алхасса –

Антăхсах этем юнĕ, куççулĕ ĕçетĕн.

Çакă намăссăр, ирсĕр ĕç хыççăн хăйса

Çут хĕвел тавралла çывăхран эс вĕçетĕн.

 

Сан ĕçна тӳсеймесĕр хĕвел пĕр-пĕр кун

Çулăмпа çунтарса ярасран хăрамасни?

Эсĕ кӳпнĕ куççуль, эсĕ кӳпнĕ чĕр юн

Кĕвелсен хырăму хăмпă пек çурăлмасть-ши?

 

Ма çынсем пĕр тан мар чĕрĕ чух та, вилсен те?

Ма тĕллеççĕ çаплах пăшалпа пĕр-пĕрне?

Ма пĕрин аллинчи çăкăра та илетĕн,

Ылтăн-кĕмĕл хутаçĕ паран теприне?

Эпир – пĕр тĕпрен


Пĕри манран ыйтрĕ, «Ăçти пултăн эсĕ?»

«Пĕлетĕн-и – терĕм – Кольцовка енне?»

«Юлташăм, ан кул-ха, ăна та пĕлмесĕр.

Тăхта-ха. Тен, эс Коротков тăванех?»

 

«Ăçтан эс?» - тесессĕн, «Пĕлетĕр-и, – терĕм –

Кушлавăш текен вун ик ялăн уйне?»

Умри чăвашсем алă тытрĕç, «Элкерĕн

Ентешĕ эппин. Тен, ун тăванех?»

 

Ытти халăхсен хушшинче те чылайăн

Ыйтаççĕ манран, «Сан килӳ ăçтарах?»

«Илтсе-и эсир Андриян Николаев…»

«Тăхта-ха. Тен, эсĕ те Шуршăлтанах?»

 

Таçти кĕтесре те мана питĕ лайăх

Пĕлеççĕ пулсан та, паллашчăр тепре,

Элкер, Коротков, Николаев

Манпа пĕр тăван. Эпир – пĕр тĕпрен!

Эсĕ кайрăн инçе, Çĕпĕре


Эсĕ кайрăн инçе, Çĕпĕре.

«Сывă юл. Çыру çыр, ан ман»,- терĕн.

Еплерех хам юратнă хĕре

Пуçăмран хывăх евĕр вĕçтерĕп?

 

Çыру çырăп, анчах та чĕре

Хут çинчи йĕркепех лăпланаймĕ.

Вăл манран Çĕпĕрти çĕн çĕре

Юрату шевлине илсе кайрĕ.

 

Кун-çулри хуйхăм, савнăçа

Яланах санпала эпĕ пайлăп.

ĕмĕртен ĕмĕре, пурнăçа

Юрату кӳтĕр чыслăх, сăпайлăх!

 

18. 03. 1966.

Эпир — юрату


А. Г-на

Пĕр маншăн кăна эсĕ,

Маншăн çуралнă

Чăваш çĕрĕнче

Сиккасси ялĕнче.

 

Анчах эп санран аякра çав,

Уралăн

Ват чулллă вăтам тăвĕсем патĕнче.

Çук, ватă Урал ман таса юратушăн

Пулаймĕ чăрмав. Шутласам, мĕн вăл ту?!

Тĕнче хĕрринче те сана, савнă тусăм,

Тупап, ма тесессĕн эпир – юрату!!!

 

1966, чӳк

Тĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнче


Чăвашăн çĕвĕ-тĕрринче

курма пулать çĕр-çĕр тĕнче.

 

Пĕри ансат. Ун çук çĕнни.

Тепри – айван çын пĕлменни…

 

Ман ĕмĕр – тĕрĕллĕ тĕнче.

Иртет-ши вăл халь хăшĕнче.

 

Яш чух тĕллевĕ те пĕрре,

саватăн çав ухмах тĕрре.

 

Юрать ку тапхăрĕ кĕске,

пуçлатăн ăнланма кĕске.

 

Чи кăткăс тĕрĕ - конĕлли,

е – çанă вĕçĕ çырулли.

 

Çапла тĕрлет хăй ĕмринче

этем тени чылай тĕнче.

 

Йĕс йĕп йĕрлет – çип хăвалать…

Хăй тĕррине çын хăварать.

Элĕк, 12.08.2007

Манас çук эп сана


Çӳлĕ ту çинче çĕлен шăхăрать,

Хыт-хурасем çине таянса.

Ир те кĕтрĕм, чунăм, каç та кĕтрем,

Хапха юпи çумне таянса.

Ир те кĕтрĕм, савни, каç та кĕтрĕм,

Уй хапхийĕ çумне таянса.

Ӳсес çук пахчара сарă чечек,

Татас çук тăкăнса пĕтиччен.

Манас çук эп сана нихăçан та

Хамăр ĕмĕр вĕçне çитиччен.

Акăшĕ ăçта?


Акăшĕ ăçта? - Атăлта.

Чĕпписем ăçта? - Тинĕсре.

Атăлпа тинĕс пĕрлешнĕ чухне

Асилет-ши акăш чĕппине.

Асилет те пуль, асилмест те пуль, -

Ун юратнă чĕппи урăх пур.

 

Унталла-кунталла эп кайсассăн,

Асилет-ши мана чун савни.

Асилет те пуль, асилмест те пуль

Хăй юратнă, ай, чун савнине.

Асилет те пуль, асилмест те пуль,

Ун юратнă сар хĕр урăх пур.

Ас илет те пуль, ас илмест те пуль,

Хăй юратнă сар хĕр çумĕнче.

 

Крымски калпак - кăвак калпак,

Тăхăнатăп ăна юлашки.

Ах, савниçĕм, кăвак куçăм,

Калаçатăп санпа юлашки.

Ах, савниçĕм, кăвак куçăм,

Эп куратăп сана юлашки.

 

Вуникĕлле явнă чĕн чăпăркка

Мĕншĕн сӳтĕлмелле тунă-ши.

Уйрăммăн çуралса, пĕрле ӳссе,

Мĕншĕн уйрăлмалла пулчĕ-ши.

Уйрăммăн çуралса, пĕрле ӳссе,

Мĕншĕн уйрăлмалла пулчĕ-ши.

 

Çĕнĕрен эп çуна тăваяс çук.

Тусан та - киввине манас çук.

Çĕнĕрен савни тупаяс çук,

Тупсан та киввине манас çук.

Çĕнĕрен эп савни тупаяс çук,

Тупсан та эп сана манас çук.

Эпир Ăстампула каиччен


Эпир Ăстампула каиччен,

Акмасăрах тырă пулать, тетчĕç,

Вырмасăрах кĕлте тулать, тетчĕç.

Эпир Ăстампула кайсассан,

Аксассăн та тырă пулмарĕ,

Вырсассăн та кĕлте тулмарĕ.

 

Эпир Ăстампула каиччен,

Шыв вырăнне юхать сĕт, терĕç,

Çиес çăкăр хуплу пулать, терĕç.

Эпир Ăстампула кайсассăн,

Сĕчĕ çеç мар, шыв та юхмарĕ,

Хуплăвĕ мар, çăкăрĕ те, ай, пулмарĕ.

■ Страницăсем: 1... 771 772 773 774 775 776 777 778 779 ... 796