Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТутимĕрĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томПахчапа мунча хуҫиҪул пуҫламӑшӗАсамат кӗперӗ сӳничченÇил-тăвăлКĕмĕл кĕпер

Ялкăшать хĕвел çӳлте


Ялкăшать хĕвелĕмĕр çӳлте,

Пĕлĕт тăрă, пĕлĕт те янравлă.

Ах, мĕн чухлĕ юрă уй-хирте.

Çурхи кун хаваслă, ĕçĕ шавлă.

 

Катара шавлать пĕр агрегат —

Пĕрре мар иккен халь, темиçе.

Машинсен кĕрлевĕ йыхăрать:—

Йышлăн тухăр пурсăр та ĕçе.

 

Кĕр калчи хунавлăн ешерет,

Тумĕ ун куçа пит илĕртӳллĕ.

Калчана бригада сӳрелет, —

Тырă пултăр сĕрĕшсе те çӳлĕ.

 

Аната анатпăр, çырмана,

Çурхи шыв кĕрлет пĕр тикĕс саслăн.

Янратать куккукĕ вăрмана...

Чечеклен çĕршыв, юрла хаваслăн!

Суйлавра


Паянхи уявăмăр пит аслă,

Ир-ирех çĕршывăм вăранать.

Эпĕ халь нихçанхинчен хаваслă,

Чĕрере çĕн юрă шăранать.

 

Суйлаври çынсен пĕр шухăш-кăмăл,

Мирлĕ ĕçшĕн халăх сасăлать.

Чĕремре мĕн евĕр ырă, çăмăл —

Мир ĕçне парсассăн сассăма;

 

Эп калатăп: ман Тăван çĕршывăм

Çирĕплентĕр, ӳстĕр яланах.

Пирĕн çутă ĕмĕт — Коммунизм,

Ертсе пытăр парти—малалла!

Йывăр шухăшсем


Шупашкартан тухрăм, тӳрех утрăм,

Атăл тăвайккийĕ çине ухрăм.

 

Акă куçăм умĕнче чăваш çĕрĕ...

Тăван çĕршыв тавра чунăм вĕçрĕ.

 

Атăл шавланине итлерĕм:

Чуна лăплантарса пули терĕм.

 

Анчах канăçсăр чунăм лăпланмарĕ,

Пуçран йăвăр шухăш каймарĕ.

 

Тăван çĕршыв, сана ĕненеттĕм,

Пулас мухтавлăхна сисеттĕм...

 

Халиччен шанчăкпа чĕре çунчĕ...

Паян теме сиссе ĕмĕт сӳнчĕ.

 

Шанчăксăр чунăма сивĕ çапрĕ,

Сивĕннĕ чĕрере вăйăм чакрĕ.

 

* * *

— Килсем часрах, чăваш поэчĕ! —

Тесе яланах чун чĕнетчĕ.

 

Шухăшлаттăм: акă талан килĕ —

Тăван çĕршыв чĕлхине илем килĕ.

 

Çырулăхăн пулĕ тĕрĕс çулĕ,

Кĕнеке те пулĕ çĕршыв мулĕ...

 

Анчах кунсем, çулсем иртсе кайрĕç,

Чăваш поэчĕсем сас памарĕç.

 

Хальччен шанчăкпала чĕрем çунчĕ,

Паян кун чĕрере ĕмĕт сӳнчĕ.

 

Шанчăксăр чунăма сивĕ çапрĕ,

Хуйхăллă чĕрере вăйăм чакрĕ...

Малалла

Мир хыпарçи


Пĕр хĕвеллĕ кун илемлĕ

Çутçанталăк лăпкăн каннă.

Хĕвелпе çĕршыв киленнĕ,

Çил пулман, шăв-шав лăпланнă.

 

Аслă çĕр телейĕн-Кремлĕн

Чанĕсем вуниккĕ çапнă.

Вăл сасса савса итленĕн

Çĕр чĕри мăнаçлăн тапнă.

 

Çав самант, хайхи, сасартăк —

Курчĕç пурте—вĕçсе тухрĕ

Кремльтен шап-шурă кайăк,

Тӳпере инçе çул тытрĕ.

 

Шурă кайăк-кăвакарчăн

Вĕçнине курсан пĕр харăс:

— Мир! — тесе чунтан хавассăн

Ыр сунса каларĕ халăх.

 

— Мир. — Епле чĕрешĕн çывăх,

Вăл алри ача пек ырă.

Мир пулсан, этемлĕх сывă,

Еç—хĕрӳ, çунатлă-юрă.

 

Инçерех вĕç, кăвакарчăн!

Эс çӳлте вĕçсе пынишĕн

Мĕльюншар чĕре хавассăн

Пĕр чĕрен тапать-çке миршĕн.

 

Мул эшкерĕ — мир тăшманĕ —

Çĕр çинче çурасшăн атом.

Тытĕ хĕç—унпа пăчланĕ...

Мир, эс çиç хĕвел-çунатлăн.

 

Вĕç, хыпарçă, ырă кайăк,

Сан сассу инçе янратăр.

Кам сана хупма хăяйĕ,

Çук, хуплаймĕ. Мир чăн паттăр!

Малалла

Чăваш сăмахĕ


Вăхăт çитĕ. Чăваш чĕлхи те тимĕр татĕ. Çивĕч пулĕ. Хĕртнĕ хурçă пек пулĕ. Вăхăт çитĕ —- чăваш юрри те илтĕнсе кайĕ. Таса пĕлĕте, çут тĕнчене, хĕрлĕ хĕвеле савса юрлĕ вăл. Чăваш юрринче — таса пĕлĕт çумĕнчи тăри юрри илтĕнĕ. Чăваш юрринче тинĕс хумĕ шавлĕ, вăрман чашлĕ, вĕççи-хĕррисĕр улăхсем симĕсленсе выртĕç. Авалхи хуйхă сасси илтĕнĕ, телей куç умне тăрĕ. Атăл хĕрри тăрăх тĕнче кĕсле сассипе янраса тăрĕ — çакă чăваш юрри пулĕ, чăваш сăмахĕ, чăваш чĕлхи пулĕ. Чăваш чĕлхи кăвар пулĕ, хĕрнĕ хурçă пулĕ!

Авалранпа чăваш хĕсĕкре пурăннă. Мĕн асап курман, мĕн тӳсмен вăл хăй чĕлхине сыхланăшăн. Пуçа усса, çĕлĕке пусса лартса, ют халăхсем хушшинче шарламасăр ларнă вăл. Ют халăхсем хушшинче, мăшкăлран хăраса, сассăр калаçнă вăл. Пусмăрласа, хĕстерсе салатса янă ăна.

Унталла-кунталла вăрман айне тарса пытаннă. Мĕскĕн Чăваш! Мĕскĕн Чăваш! Сапăнса, уйăрăлса пĕтнĕ сан çы[н]нусем. Ют халăхăн пуянĕсем сан чĕлхӳне пĕтересшĕн тăрăшнă.

Чăваш çапах та пур асапран, пур хурлăх айĕнчен чăваш ятне çĕртмесĕр ку тарана çитернĕ. Терт хушшинче, ют халăх айĕнче чăваш чĕлхи çухалман. Ĕмĕрсем иртсе пынă. Чăваш шăппăн калаçнă. Чăваш чĕлхине пур тавраран туланă. Вăл çавах та халь те чĕрĕ, халь те сывă. Пур мăшкăла пăхмасăр — халь те сывă. Сывă вăл! Сывă пултăр малалла та! Çак ĕç — чăваш малашне хăй чĕлхипе аслати алтса çиçĕм çиçтерессине палăртать. Çак ĕç пире шанчăк парать. Шанатпăр. Вăхăт çитĕ! Камăн шанчăк çук, кам хăй чăвашшинчен намăсланса чăваш ятне çĕртнĕ, — çавсене эпĕр чăвашла кутран тапса ывăтатпăр. Шанчăк пуррисем — телейлĕ.

Малалла

Çĕршыв чечекленет


Янра, хаваслă юррăмăр

Хĕрӳллĕ ĕçсенче.

Татах çĕн юрă пуçлăпăр

Тăван çĕршыв çинчен.

 

Нимле çĕршыв, нихçан курман

Пур чаплă ĕçсене

Тăван çĕршыв пуçарчĕ ман,

Çĕршыв чечекленет.

 

Атăлпа Дон каналĕнче

Юхать шыв кĕрлесе,

Тинĕсĕсем пĕр-пĕринчен

Вăй илчĕç, пĕрлешсе.

 

Пин-пин канал тăрăх шывсем

Сарăлайса юхсан,

Кăнтăр енчи çеçенхирсем

Ешерчĕçĕ пуян.

 

Мухтавлă партие пула

Чечекленет çĕршыв.

Илемленет ялпа хула,

Чĕреçĕм, юрă хыв.

 

Чун савăнать, вăй-хал ӳсет

Çак аслă ĕçсенче.

Ырми-канми ĕçлес килет

Телейлĕ кунсенче.

Ленин сăнĕ


Таса, илемлĕ, çутă пирĕн класс,

Урок пырать, ларатпăр шăпланса.

Стена çинчен хĕвеллĕ те хавас

Ильич пăхать пире саламласа.

 

Вăл тараватлăн, ăшшăн йăл кулать,

Халь халь сăмах чĕнессĕн туйăнса.

Пиртен ăна кашни асра тытать,

Телейлĕ пурнăçшăн сума суса.

Вăрман ачисем


I

Йĕри-тавра сĕм вăрман. Çил улать, йĕрет. Вăрман хĕрнчи сăрт çинче ватă юман хаяррăн шатăртатса ларать; сăрт айĕнче çырма хĕрĕнче пĕчĕк лаçсем сапăнса ларнă. Ухилле мучи кил картне çӳллĕ хӳмепе хӳсе çавăрнă; кил варĕнче пĕчик чӳречесемлĕ хура пӳрт ларать.

Шап-шурă ватă Ухилле пӳртĕнчен тухса çӳренĕ чух яланах сăрт çинчи юман еннелле шикланса пăхса хăй пуçĕ тĕлĕшшĕн сасăпа шухăшлать: «Эх, самана, самана, ваттисен йăлине пăраха пуçларĕç. Эй, авал, халăх карласа кашни çĕн уйăхăн ватă юман петне пуçтарăначчĕ, халь çулталăкра пĕр-иккĕ пуçтарăнкалаççĕ. Манчĕç сана, аслă Киремет, манчĕç!» Çапла мăкăртатса çӳрет сухал айĕнчен ватă Ухилле.

Пӳртре авланнă ывăлĕ Сӳхепи ĕçлĕхсĕрленсе выртать, сайраран анчах арăмĕпе харкашма тăрать.

— Ĕçлесчĕ, Сӳхепи, ĕçлесчĕ, — тет час-часах ватă Ухилле мучи ывăлне. — Чир-чĕр çакланчĕ, вил-мĕн тыттăрĕ пулсан, чӳк туса çырлахтарар пуль. Аслă юман петне кайса тасаттарар-и, тен!

Сӳхепи сиксе тăрать те ватта чарсах лартать:

— Ват супнă, киремет, киремет. Акă вырăссем шăнкăравсемпе шанкăртаттарса килсен, куланай ăçтан тупса парăпăр-ха. Чӳк тăвас, çырлахтарас! Тияк хулăпа çунтара пуçласан — чӳк тăвăн — лайăх!

Малалла

Никама та... Ниме те...


Чи хăрушă та юнлă çуй пулчĕ вăл ахăр,

Вăхăт витĕр паян та килет йывăр ахрăм,

Кăн-кăвак тӳпере явăнать пек çăхан.

Вилнисем, эсĕр куç умĕнчех ак тăратăр —

Мрамор палăк çинче хушаматăр та ятăр:

Никама та манман, нимĕн те манăçман...

 

Çĕнтерӳçĕсем çитрĕç — телейлĕ те шавлă,

Куçсăр, сусăр, чăлах, кам урасăр — туяллă.

Хисеппе чап çинчен ун чухне шутламан.

Юхăнса çитнĕ хуçалăха çĕнетесшĕн

Тăрăшаççĕ хăйсемшĕн те пуç хунисемшĕн:

Никама та манман, нимĕн те манăçман.

 

Юлашки вăрçă пулĕ тесе ĕмĕтленнĕ,

Малашне ырă çеç пуласса пит ĕненнĕ,

Усала тĕнчере имĕш вырăн юлман.

Çук: паян ывăл-мăнукĕсем юн тăкаççĕ,

Вĕсене авалхи йăлапа пытараççĕ:

Никама та манман, нимĕн те манăçман.

 

Шел, чакать кунсерен çĕнтерӳçĕсен шучĕ —

Пĕтерет ватлăх та манайми вăрçă вучĕ,

Эсĕр йĕрсĕр çапах çĕр çинчен çухалман.

Мучи-кинемейсем, яланах асра юлтăр,

Ĕçĕрпе ĕмĕре пыракан юрă пултăр:

Никама та манман, нимĕн те манăçман.

Анне Чĕри


Анне чĕри... Мĕнле-ши вăл? Курасчĕ.

Мĕнпе ăна пулать танлаштарма?

Пĕрре çеç алăпа тытса пăхасчĕ

Те — вĕренесчĕ юйкăн юратма.

 

Анне чĕри... Унтан хĕрӳ вут çук-тăр

Çак уйăхлă, хĕвеллĕ тĕнчере.

Кисрентĕр çĕр, пăр çаптăр, çумăр çутăр —

Мĕн сӳниччен вăл хĕм парать пире.

 

Анне чĕри... Тĕреклĕ тӳсĕм кирлĕ

Пĕр канăçсăр та вăрăм ĕмĕрте

Тӳсмешкĕн, çиçĕм çирӳçи пек, пирĕн

Хуйха, йăнăшсене те сехмете.

 

Анне чĕри... Черчен, аманчăк, варлă,

Çын чăмăрĕ пек, ылтăн чăмакки.

Пурăнăçра пулас çук вут-кăварлă

Чĕрешĕн — ик айкки те тăвайкки.

■ Страницăсем: 1... 768 769 770 771 772 773 774 775 776 ... 796