Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ӑшӑ ҫумӑрСалампиЙышăнман сăмахсемАслă халалЧакăл-туӖмӗр вӗренКушкă ачи

Сĕрме купăсçине


Сĕрме купăсçине –

Пысăк тав.

Çемĕ çырнă çынне –

Пин-пин тав.

Купăс тунă çынна –

Ĕмĕр-ĕмĕр мухтав!

Çуллахи ир


Сенкер тӳпене çут вучахăн

Сап-сар чăмăркка улăхать.

Шевле-аллипе хăй ачашшăн

Кӳлле сиплĕ кĕмĕл сапать.

 

Вăрманĕ, çаранĕ, уй-хирĕ

Сип-симĕс тумне типĕтет…

Каллех çутă кунăн пĕр ирĕ

Килсе кăшт кулать те – иртет.

Уйăм-хирĕм сарлака


Нӳрĕленчĕ типĕ сывлăш,

Кĕç ак çумăр та çăвать.

Ман пуç çийĕн çумăр шывĕ

Шурă пĕлĕтĕн шăвать.

 

- Çул çӳревçĕ, çумăр шывĕ,

Каласамччĕ – ман пĕлес –

Сарлака тăван çĕр-шывăм,

Ăçтисем пулатăн эс?

 

- Итлесем, ман килĕм – Атăл.

Çил – атте. Анне – хĕвел.

Пиччесем вара тăваттăн,

Пурте тĕрĕс те тĕкел.

 

Ячĕсем те пит хăватлă,

Тинĕс, Кӳлĕ, Океан…

- Эй, тăхта. Вĕсем тăваттăн.

Теприне ăçта хуран?

 

- Каçарсам, пытартăм пулĕ

Эс курман тăванăма.

Юлашки – Этем куççулĕ –

Никама та кирлĕ мар.

 

Ĕлĕкрех ăна юхтарнă

Шыв пекех ахаль ĕçчен.

Макăрса чунне пусарнă

Тарăху кӳтсе çитсен.

 

Самани халь сирĕн çĕнĕ,

Тулăх пурнăç, çĕн саккун.

Уншăн çапăçнă та йĕнĕ,

Çиттĕр тенĕ çакă кун.

 

Сывă юл. Каçар. Васкатăп.

Ав атте килет пулас.

Уйăм-хирĕм сарлака та,

Çав-çавах çитсе курас.

 

– Усалпа пире ан асăн,

Çит, эппин, çитес çĕре!

Ӳлĕмрен, çула тухсассăн,

Хăнана кĕрсе çӳре.

Сарă тĕс – тĕл пулу


Сар сăмсаллă чĕппӳччĕ эп санăн,

Юрататтăм кĕрхи çĕн тĕсе.

Эс шӳтлеттĕн, «Илемлĕ пулсан та

Сарă тĕс – уйрăлу вăл» – тесе.

 

Çунат сартăм. Кил-çурт тăвăрланчĕ.

Пуçăмра вĕçес шухăш кăна.

Эп юратнă тĕспе кĕр сăрланчĕ.

Ăсатсамччĕ, анне, ывăлна.

 

Курăнми пуличчен ална султăн

Куçне тутăр вĕçпе шăлнă май.

Тăкăнать вĕлтĕр-вĕлтĕр сар çулçă,

Çавăнпах тиврĕ пуль уйрăлма.

 

Сар кĕре ан хурла уйрăлушăн,

Уншăн мар çула тухрăм пĕччен.

Эп хам тĕллĕн вĕçесшĕн пĕр хушă,

Пурнăç ятлă çула тухиччен.

 

Сăнасам, тӳпере ушкăн кайăк

Çул уçать ăшă кăнтăралла.

Вĕсемпе сан чĕппӳ вĕçсе кайрĕ,

Пĕчченех вăл тесе ан кала.

 

Кăнтăра тинкерсе ирĕн-каçăн

Эс, аннеçĕм, хаш-хаш ан сывла.

Ирсерен сар хĕвел йăл кулсассăн

Пĕлсе тăр, ывăлу сан сывах.

 

Вăл халь халсăр чĕп мар – ăмăрт кайăк,

Çав-çавах юратать сар тĕсе.

Çур кунне çывхарсан ху та калăн

Сарă тĕс – тĕлпулу вăл тесе.

 

1967, раштав.

Йăл та йăл çиçес пулсан


Йăл та йăл çиçес пулсан

Хĕвел çеç-ха терĕм.

Çук иккен. Савни кулсан

Хĕвелтен ирттерĕ.

 

Çулăм пек кăвар вутли

Урăх пур-ши? терĕм.

Халĕ пĕлтĕм, хĕр тути

Çулăмран ирттерĕ.

 

Хурçă çирĕп, чуллă ту.

Урăх çук пуль терĕм.

Пур иккен. Чăн юрату

Пуринчен ирттерĕ!

 

3.12.1967.

Мĕншĕн, мĕншĕн çĕркаç эсĕ култăн


Мĕншĕн, мĕншĕн çĕркаç эсĕ култăн,

Ытамра пăшăлтатрăн, «Эс ман».

Ял вăранчĕ. Кĕç шăплăх та тулчĕ,

Эпир авă çаплах уйрăлман.

 

Пултăр-и! Кӳршĕ-аршă курсан та

Çук, каймастăп санран уйрăлса.

Ятăма варалаççĕ пулсан та

Уйрăлмас. Ма тесессĕн эп – сан!

 

1967, авăн.

Ун чухне улмуççи шур тумне пăрахсаччĕ


Ун чухне улмуççи шур тумне пăрахсаччĕ,

Чăмăркка улмисем курăнатчĕç пĕр пек.

Эп пăхса савăнаттăм, «Паха атте сачĕ.

Çимĕççи кĕр кунне пулĕ тулăх, кĕрпек».

 

Кĕр çитсен пахчана эпĕ кĕтĕм, хурлантăм,

Улмисем пит шултра, чуптăвасшăн çĕре.

Анчах хăшĕ-пĕри ăшĕнчен йăлт хуртланнă,

Е тепри çиелтен хăмăрланнă, çĕрет.

 

Тепĕр ир улмасем çĕре ӳкнĕ нумайăн

(Çĕрлехи çил тасатнă улма йывăçне).

Çав йăх- ях çимĕçе сыснана панă майăн

Эп тав турăм çиле ырласа ун ĕçне.

 

Çил пулман тăк, çĕре ӳкменни те чирлетчĕ,

Курас çукчĕ çисе тап-таса улмине.

Ан хуртланччăр тесен имлени те кирлехчĕ.

Анчах халĕ тин мар, чечек çурнă чухнех…

Юлашки хут хумхан


Кăвак шуçăм сар тырă вăраннă пусса

Тăрна куç пек тăп-тăрă, таса сывлăм сапрĕ.

Çуллĕ сăрт хыçĕнчен хĕвел тухрĕ кусса,

Тыр-пула шевлипе типĕнтерчĕ, тасатрĕ.

 

Çил ачи те юлассăн васкарĕ ирех –

Тыр-пулпа пуç тайса сывлăх сунчĕç сăпайлăн.

Тырă пиçрĕ пулсан тухма вăхăт хире.

Тур тихан тулхăрса талпăнать ман комбайн.

 

Шуçăм çурĕ, хĕвел типĕнтерчĕ пулсан,

Сарă тыр, сан çулу тек пӳлме енне мар-ши?

Хăвпа ху киленсе юлашки хут хумхан,

Юлашки хут хумхан, кĕвĕле пурнăç маршĕ.

 

1967, утă-çурла.

Чăнах та


Р.М - на

Ирхи хĕвелпе уй-хире тăрса тухрăм

Ĕçлейĕп-ши, терĕм эп, шăрăх чухне.

Чăнах та, хĕвел аниччен утă пухрăм

Чăмма та юрать халь Пăтавăш шывне.

 

Пăтавăш шывпе пĕвĕме эпĕ çурăм,

Тасатĕ-ши, терĕм, ĕçри тусана.

Чăнах та, тасалчĕ тарланă çан- çурăм,

Халь акĕ курма та юрать тусăма.

 

Хут купăсăм ман каçпа йĕрчĕ, хурланчĕ,

Илтейĕ-ши, терĕм, савниçĕм ăна.

Чăнах та, вăл илтрĕ, çума тухса ларчĕ.

Халь ак чĕрере вутлă туйăм кăна.

 

17.05.1967.

Çут атă илтĕн те унпа


Çут атă илтĕн те унпа

Пылчăк çинче, шывра çӳрерĕн.

Атту варалансассăн та

Урусене вăл йĕпетмерĕ.

 

Шыв-шурпала атту шăтсан

Тухса çеç петĕн, сапламарăн.

Юлташупа инкек пулсан

Нивушлĕ хăраса эс тарăн?..

■ Страницăсем: 1... 770 771 772 773 774 775 776 777 778 ... 796