Вырак // 1417.52.3180
2025.01.26 12:38 | |
Анчӑк вӗркелет - караванӗ вара малалла каять.СУВАР Казанковӑн хулавӑшӗХусан кремӗлӗнчен те пысӑкрах ҫӗкленет, СУвар ансамблӗ Европана парӑнтарать, CУВАР ресторан Шупашкарта кӗрлет.Ювенальевпа Алмантӑйӑн суварсен истриӗ пирки ҫырнӑ кӗнекисем Мускаври выставкӑсенче ҫӗнтереҫҫӗ пиншер тиражпа тухнӑскерсем веҫ саланаҫҫӗ чӑваш тӗнчинче Рецензисене гуманитари институтчӗн сумлӑ профессорӗсем ҫырса панӑ. Темле таҫти самоиздат мар.ЧАплӑ кӗнекесем. Пиншер чӑваш переписьре хӑйне сувар=чӑваш ҫыртарса вырӑсланнинчен ҫӑлса хӑварнӑ.СВО ра СУВАР батольон неоцизма хирӗҫ паттӑрла ҫапӑҫать.Диван ҫинче ӗҫсӗр аптракансем, тем, кунта пӑтратма пикенекенсем вара слона ҫыртма пикенекене аса илтереҫҫӗ. | |
Agabazar // 1262.98.8390
2025.01.26 13:30 | |
Станьял: сёнё чăваш авалхи документсене вулама вёренетех, тетёп.А мĕн пит вĕренмелли пур унта? Вырăс леттопиçĕсене авалхи вырăсла çырнă. Авалхи вырăсла вулама çынсем пĕлеççĕ. Хĕвелтухăç çăлкуçĕсене арабла çырнă. Арабла вулама çынсем пĕлеççĕ. Чул юпасенчи çырусем каллех араб саспаллийĕсемпе. Вула хырăм çурăлса тухиччен. Талăкĕ талăкĕпе вуласа лар. Анчах хуть те мĕн чухлĕ вуласа ларсан та, унти çырусем улшăнмаççĕ, мĕнле çырнă çавăн пекех юлаççĕ. Çырăва улăштарма хăтланса манипуляцисем тума пулать, анчах сана пурпĕрех алăран кап! çеç ярса тытаççĕ. Вара мĕнпур юлнă ĕмĕрне «шулĕк» ятпа пурăнса ирттерме тивет. Паллах, мĕн те пулин çĕнни тупма пулать. Анчах та нимле çĕнĕлĕх те халиччен тупнă çырусене улăштарма пултараймасть. Андрей Сергеевич Сараевăн çĕнĕ статйисене вуланă пуль? Питĕ кăсăклă! Нимĕçсем патĕнче ăс пухнă Валиди-Тоган тата Харьковри Ковалевский еплерех манипуляцисем тунине тăрă шыв çине кăларнă. (Усал шухăшпа мар аппаланнă лешсем, анчах мапипуляци вăл пурпĕрех манипуляци). Вопшĕм, çав япала патнех таврăнатпăр: тĕрĕслĕх пире паян кирлĕ, темле куçпа курма çук малашлăхра мар. | |
Agabazar // 1484.93.3620
2025.01.26 22:15 | |
Маррăн "Чуваши-яфетиды на Волге" кĕнекине тахçан эп кăранташпа вуласаччĕ. Марра та манма май çук паллах, анчах та наукăри вульгарлă теорисен калама çук пысăк хăрушлăхĕпе сийенĕ пирки те асран яма юрамасть.Маррăн «яхват теорийĕ» («чĕлхе пирки çĕнĕ вĕрентÿ») хайхи «сувар» текен япалапа тачă çыхăннă.. Марр Шупашкарта икĕ хут пулса докладсем вуласа панă, çапла майпа хăшпĕр çынсене «суваризм» текен чирпе те ун чухнех чирлетсе янă. Кунсăр пуçне вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн ĕнтĕ ирĕлме пуçланă юлашкилĕхĕнче те пулса курнă пулмалла. Унта та çав «сувар» текеннинех тĕртнĕ. Николай Яковлевич Марр ăслав историйĕнче Трофим Денисович Лысенко ячĕпе юнашар тăрать. Уйрăмлăхĕ çакă çеç: Марр текеннине Сталин юлташ тăрă шыв çине кăларса ĕлкернĕ (1950-мĕш çулта). Лысенко текенни вара ăслав тĕнчинче 1965-мĕш çулчченех тытăнкаласа тăнă. Каламасăрах паллă. тата тепрер çул пурăннă пулсан, 1953-мĕш çултах вилмесен, Сталин юлташ çав Лысенко аккачемĕке те лăскаса тăкатчех ĕнтĕ. Анчах та ĕлкĕреймен. Çапла вара Лысенко 1965-мĕш çулчченех çынсен тĕнкисене илсе пурăннă. Марр акккадемĕке хальхи вăхăтра ырăпа асăнакансем пур-и? Паллах, çук. Тен, хăшпĕри ăна чĕлхесем нумай пĕлнĕшĕн мухтама пултарĕ (анчах та чĕлхесем пĕлни ăслав ĕçĕ мар-ха...). Лайăх тамада пулнине палăртаççĕ, ĕçкĕ-çикĕсем ирттерме пĕлнĕ. Тата ытти çавнашкал япала. Анчах та ăна никам та уччонăй тесе шутламсть (вăл шутра илнĕ пĕлÿ енĕпе те — Петербург университетĕнче вăл чĕлхе енĕпе мар вĕреннĕччĕ пулас). | |
Agabazar // 1541.63.1454
2025.01.27 10:24 | |
Вырак // 1417.52.3180 2025.01.26 12:38 Анчӑк вӗркелет - караванӗ вара малалла каять.СУВАР Казанковӑн хулавӑшӗХусан кремӗлӗнчен те пысӑкрах ҫӗкленет, СУвар ансамблӗ Европана парӑнтарать, CУВАР ресторан Шупашкарта кӗрлет.Ювенальевпа Алмантӑйӑн суварсен истриӗ пирки ҫырнӑ кӗнекисем Мускаври выставкӑсенче ҫӗнтереҫҫӗ пиншер тиражпа тухнӑскерсем веҫ саланаҫҫӗ чӑваш тӗнчинче Рецензисене гуманитари институтчӗн сумлӑ профессорӗсем ҫырса панӑ. Темле таҫти самоиздат мар.ЧАплӑ кӗнекесем. Пиншер чӑваш переписьре хӑйне сувар=чӑваш ҫыртарса вырӑсланнинчен ҫӑлса хӑварнӑ.СВО ра СУВАР батольон неоцизма хирӗҫ паттӑрла ҫапӑҫать.Диван ҫинче ӗҫсӗр аптракансем, тем, кунта пӑтратма пикенекенсем вара слона ҫыртма пикенекене аса илтереҫҫӗ Вырак ачам, Пăлхар еткерлĕхне хăйпăтса илсе çавна «сувар» çумне çыпăçтарса хуни мĕн пулать вăл? Тĕрĕс, çавна «вăрăлла ĕç» теççĕ. Çапах та, Вырак юлташ, мĕншĕн Пăлхартан пит хăран-ха? Мĕншĕн пăлхар пулма хăран? Мĕн пур унта çав тери хăрушши? Акă Антон Кириллович Салмин пире каласа пачĕ мĕншĕн (камсенчен) хăранине. Тутарсенчен çав тери хăратăп, тит. Эс вара камсенчен хăран? Мĕншĕн: "Эп — пăлхарсен тăхăмĕ!" — тесе çăвар туллин калаймастăн? Эх, Сталин юлташ сăмахĕ çитмест çав! Çав касать. Вăл сире тахçанах, Марр суя аккачемĕкпе пĕрле, тăрă шыв çине кăларнă пулĕччĕ! (Марр е Лысенко пирки аккачемĕк тесе «суя» тенине хушмасăр та калама пулать, мĕншĕн тесен вăл ята, пĕр панă хыççăн, каялла туртса илмелли майсем çук). | |
Вырак // 1417.52.3180
2025.01.28 07:28 | |
Ан та кала.Айван Музыкантовпа Казанков СУВАР тесе ят панӑ ансамбльпе крепоҫне.Чи чаплӑ чӑваш стилӗпе тунӑ ресторан каллех СУВАР.СВО паттӑрӗсем те СУВАРсемпе ҫыхланса кайнӑ.Сталин ҫитместь вӗсене! | |
Agabazar // 2773.32.0761
2025.01.28 14:42 | |
Калас пулать тата тепĕр хут, Антон Кириллович Салмин хăйĕн Марр аккачемĕкрен илнĕ «савир эпопейине» тутарсемпе мирлешес шутпа туса пырать. Уççăн палăртнă тĕллевĕ шăпах çакăн пек. Ку тĕлĕшпе вăл хăйĕн шухăшне пачах та пытармасть.
Мир!Дружба!Жвачка! Пăлхар еткерлĕхне вăл тахçанах ĕнтĕ тата пĕтĕмпех тутарсене «сутса янă». Хаклă тутарсем! Пăлхарлăх пĕтĕмпех — сирĕн! Пирĕн, чăвашсен, унта нимле ĕç те çук! — вăт çавнашкал лейтмотив. Çакна кура Хусан уччонăйĕсем çине-çинех алă çупмалла пек ĕнтĕ: аплодисмент хыççăн аплодисмент! Чăннипе вара пачах та ун пек пулса пымасть. Мĕншĕн-ха?Мĕншĕн Мир!Дружба!Жвачка! текенни ниепле те шăвăнасшăн мар? Пирĕн чăваш историкĕсем Антон Салмин пултарулăхĕ тĕлĕшпе çывăрса выртнă чухне, хайхи хусансем кунта та пиртен темиçе хут чĕрĕрех пулчĕç. Мĕн-ма-ха хусансем-тутарсем чăвашсен «суваризмне» йышăнасшăн мар? Ара вăл вĕсемшĕн питех те шăл çемми пек пулмалла-çке? О забавных галлюцинациях чувашских историков о сувар-язычниках, Серебряную Булгарию и булгарских монастырях (Искандер Измайлов) Мĕншĕн-ха Антон Салмин, тем пек тăрăшсан та (качамачи хуçса кăтартманни кăна!), тутарсене юраймарĕ? Мĕншĕн? | |
Agabazar // 1197.28.8428
2025.01.29 04:58 | |
Вырак: Ан та кала.Айван Музыкантовпа Казанков СУВАР тесе ят панӑ ансамбльпе крепоҫне.Чи чаплӑ чӑваш стилӗпе тунӑ ресторан каллех СУВАР.СВО паттӑрӗсем те СУВАРсемпе ҫыхланса кайнӑ.Сталин ҫитместь вӗсене!Ан пытан Музыкантовпа Казанков çурăмĕсем хыçне. Музыкантовăн личнăй ансамблĕ мар вăл. Ăна, йăнăшмастăп пулсан, СССР вăхăтĕнчех йĕркеленĕ, Трактор савучĕ çумĕнче. Казанков Параньга районĕнчен Звенигово районне мĕншĕн куçса килнине пĕлетĕн-и-ха? Ывăлĕ лери çармăс ачисемпе выляса ÿссе çармăс шкулĕнче вĕренессинчен хăраса ÿкнипе. Çапла вара унăн ывăлĕ çармăслăх витĕмĕнчен ăнăçлă хăтăлнă темелле. Халь вара эс пире çав Казанкова «суварлăх» тĕлĕшпе çав тери пысак авторитет теесшĕн-им ĕнтĕ? Çапах та тĕп ыйту ку мар. Мĕншĕн-ха çав ансамбле тÿрех «Пăлхар» тесе ят паман? Трактор савучĕн Гендиректорĕ Мингазов тутар пулнă та, çавăнтан хăраса ÿкнипе-и? Каярахпа вара, «Суварята» сиксе тухнă чÿхне, кам пит хăратнă? Ун чухне Мингазов пулман вĕт гендиректорта? Çавнашкал ят вырăнне «Пăлхар чĕпписем» е ăна çывăх урăх ят панă пулсан мĕн пулатчĕ? Антон Кириллович Салмин систерчĕ пире хăй тутарсенчен çав тери хăранине. А эсĕр вара? Казанковсемпе Музыкантовсем тата Трактор савучĕн (Трактор савучĕн культура керменĕн) тĕрлĕ вăхăтри ертÿçисем мĕнрен хăраççĕ? | |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.01.29 08:58 | |
Çунтар та ĕнт,ĕнт те çунтар, Акапасар, Вырак йышшисене!
Вĕсем эс пĕлнин 10 процентне те пĕлмеççĕ! Анчах та хăйсене хăйсем академиксем пек тытаççĕ. Валери ТУРКАЙ. 29.01.25 | |
Вырак // 1417.52.3180
2025.01.29 19:44 | |
Казанков- гений! | |
Agabazar // 3567.45.6100
2025.01.30 02:37 | |
Иван Иванович Казанков — гений. Анчах та гений пулсан та, вăл пирĕн пек çынах. Хам комментрири тĕслĕхе çавăнпа илсе кăтартрăм.
Сиктĕрмери «Çĕнĕ Сăвар» проекта, ахăртнех, вăл мар шутласа кăларнă. Анчах та ыттисем сĕннипе явăçнинче те ним усалли те çук темелле. Ман шутпа, асăннă проекта Геннадий Зюганов ырлани те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Шăпах çавăнпа ĕнтĕ вырăнти Тутарстан элитисем те хирĕç тăрайман. Çав вăхăтарх Геннадий Зюганов та Иван Казанковпа тачă çыхăннă. Мĕншĕн иккенне пĕлетĕр. Искандер Измайлов хытă тиркет-ха та, анчах та вăл тиек тата чиновник мар. Калас пулать, «Çĕнĕ Сăвар» тесе Тутарстанта Сиктĕрмене мар, Сăпас районĕнчи Кузнечихăна калаççĕ. Анчах та Кузнечиха чăваш ялĕ мар. Унта вырăссем пурăнаççĕ. |