Agabazar // 1560.99.1253
2025.01.19 19:55 | |
Agabazar // 1435.67.9903
2025.01.22 01:58 | |
Станьял: Дорогой Агабазар! Антон Салмин не только строит научно-исторические конструкции, а вносит существенно новые сведения по этнической истории чувашского народаАнтон Кириллович Салмин мĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпе усăсăр е куçкĕрет сиенлĕ ĕçсемпе çеç аппаланса пурăнман ĕнтĕ. Халĕ те усăллине тумасть мар пуль. Ку тĕлĕшпе тавлашмастăп. Анчах та, тем пек хистесен те, унăн «суваризмне» ырласа çур сăмах та калас çук. Станьял: "ЭТНИЧЕСКАЯ ИСТОРИЯ ЧУВАШЕЙ НА СУВАРО-БУЛГАРСКОМ ПЕРЕПУТЬЕ" - С-Пб, МАЭ РАН, 2024,336 с.Ну вара мĕн? «Суваро-булгарском...» тенĕ ĕнтĕ, куратăп. Анчах та мĕншĕн ку хутлă сăмахра «сувар» тени «булгар» тенинчен маларах тăрать?(Салмин кĕнекинче «сувар» мар, «савир» тенĕ-ха).«Перепутье» тени чăвашла «çул юппи» тесе куçать. Мĕн «çул юппийĕ» кунта? Сăвар пулмалла-ши, пăлхар пулмалла-ши текелесе шутласа тăни-и? Вара, Антон Салмин шучĕпе, хăш çулне, хăш çул юппине суйласа илнĕ тата халь суйласа илмелле тит? Паллă ĕнтĕ, Салминсем пире сăварисăм лачакине сĕтĕреççĕ. Василий Димитриевич Димитриев та, ыттисем те, сăвар пирки асăнкаланă пулсан та, ыйтăва нихçан та кунашкал лартман. | |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.01.22 08:14 | |
"Салминсем пире сăварисăм лачакине сĕтĕреççĕ".
Тĕрĕс, хисеплĕ Акапасар! Килĕшетĕп! Пĕрисем тахçан мана та çав лачакана сĕтĕрсе кĕресшĕнччĕ, анчах та эпĕ вĕсене ун чухне аякка-аякка ăсатрăм! Вара хăпрĕç вĕсем манран тата тÿрех мана хăрушла курайми пулчĕç. Салминран нихçан та иккĕмĕш Ашмарин, Никольский, Тинехпи пулаймасть! Валери ТУРКАЙ. 22.01.25 | |
Agabazar // 2016.18.2458
2025.01.22 16:20 | |
Ĕнтĕ эпир час-часах Хусан ăславçисене тиркетпер, айăплатпăр. Тивĕçлипех.
Антон Салмин çырнисем вара — темиçе хут хăрушăрах. Тутарсене, мĕн каланине йышăнмасан та, ăнланма пулать. Вăсем Атăлçи Пăлхар еткерлĕхне алăран вĕçертесшен мар. Мирфатых Закиевăн юлашки кĕнекисенчен пĕринче кун пирки анлăн, темиçе страницăра, «ăнлантарса кăтартнă». Çатăрласа тытнă та — ямаççĕ. Анчах та Антон Салминăн тата ытти çавнашкал хамăр пек кăптăрмăш чăвашсен ку тĕлĕшпе мĕншĕн мекĕçленмелле-ха? Мĕн нушаран! Мĕншĕн Ашмарина тата ыттисене ним шеллевсĕр çÿп-çап шăтăкне кăларса пăрахмалла? (Вариант: мĕншĕн Ашмарин пирки вăл пăлхар-чăваш вĕçе-вĕçлĕхĕшĕн тăман тесе суймалла?). Кунти пирĕн официозлă историксем Салмин хыççăн сикме васкамаççĕ-ха, тейĕпĕр. Анчах ку тĕлĕшпе те мăнаçланмалли сахал. Антон Салмин «сăвар» пирки «сÿпĕлтетме» пуçлани чылай пулать ĕнтĕ. Йăлт тилĕрсех кайнă темелле. А эпир пур — çаплипех çывăратпăр. Ним те пулман тейĕн. Ӳркенмен ăста пулнă, вăтанман юмăç пулнă. Çапла калатчĕ кукамай. Халь вара çавна пачах урăхла çавăрса хума тивет: Вăтанман — уччоннăй пулса тăнă.Питех те шел. Вăтанса тăраканнисем вара — урăххисем. Эпир. Испанла намăс, теççĕ.Калас пулать, «суваризм» темине Марр текен суя академик туртса кăларнă. Чăвашсем маттур, Марр академик пусăмне чăтса ирттернĕ, хайсене суварлатма питех паман. Каярахпа Сталин юлташ Марр академика тĕппипех лапчăтса хума пулăшнă. Тавтапуç ăна, Сталин юлташа, çавăншăн. Ĕнтĕ Марр суя академиксене чăтса ирттертĕмĕр те, халĕ вара Салминсен мăшкăлĕ пулса тăрăпăр-и? «Йăвача» юмахри пек, кашкăртан тарса ÿксе чее тилĕ çăварне лекĕпĕр-и? | |
Станьял // 2616.15.9234
2025.01.23 00:54 | |
Тёпчевсёсене кам кама лапчётнипе ёс тухмасть.Марр та, Салмин та таса сывлёшран персе анман. Лайёхрах тёпчемелле! Пулём тапхёрёсене уссёнрах палёртса пёхмалла.
Хусан тутарёсен никёсё - тутарлантарнё Чёвашсем. Чёваш сувазёсен --"йёвашёсн" (сапла сырнё ёлёкхи картта синче!) ёс-хакёл пурлёхне (Вёл шутра фольклорне, .ёлёкхи тённе те!) хёйсен тёвассё. Мёсёльман культури пачах урёх-ске! Халё. вара "Тутартан илнё." тессё пирён тунккуйсем. Тутарланнё чёвашсем илсе кайнё! Тутар ученёйёсем ухмах мар! Историе хёйсен арки айне сявёрса чикессё. Кайрантарах тёрёсси сиеле тухатех - сёнё чёваш авалхи документсене вулама вёренетех, тетёп. "Унчен-ха чёваш ыйхёлать...! | |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.01.23 05:13 | |
Маттур,Акапасар!!!
"Кăптăрмăш чăвашсем" - вăйлă! Чăваш халăхĕн тĕп тăшманĕсем - шăпах çавсем! Вĕсен хăйсен эшкерĕ! Валери ТУРКАЙ.23.01.25 | |
Agabazar // 1504.47.2917
2025.01.24 00:31 | |
Акапасара мухтама кирек хăçан та май пур. Эпир пăхса тухакан ыйтăва илес пулсан вара, чăн малтанах Иосиф Сталина мухтамалла (кун пирки эп маларах каларăм ĕнтĕ).
Еплерех «илтернĕ» вăл хайхи Марр суя академика! Лешĕн паянхи кунччен шăмми-шакки те тăрса юлман. Кунта сăмах Марр ГУЛАГра çĕрни пирки мар пырать. Суя академик 1934-мĕш çултах хайĕн вилĕмĕпе (ватăлса темелле пуль, 69 çеç тултарнă пулсан та), ăшă вырăн çинче выртсах, вилнĕ. Унтан ăна çав тери пысăк хисеп туса пытарнă. Чăннипе вара, идея енчен, интеллектуаллăх тĕлĕшпе çапса хуçнă Марр суя академика Сталин юлташ. Лешĕ вилнĕ хыççăн 16 çул иртсен (1950). Халь вара пирĕн Марр суя академик мĕлкине, Антон Кириллович Салмин сăнарлăскерне, çĕнĕрен чĕртсе тăратмалла-и? Çук, кирлĕ мар кунашкал япала! Кирлĕ мар!. Тур хăтартăр ун пек чысран. Курăр-ха, Сталин вилнĕ хыççăн, ăна та, Иосиф Виссарионовича, ятарлă кампанисем туса ирттерсех, нумай тиркенĕ. Нумай вăрçнă. Анчах та Сталин юлташ Марр суя академик пирки каланисене каярахри тапхăрсенче нихçан та тивмен, хурламан. И. В. Сталинăн «Марксизм и вопросы языкознания» статйине паян та кăмăллăнах алла тытса вулама пулать темелле (Интернетра та пур). Вăл статья, тĕпрен илсен, тĕрĕс шухăшсенчен тăрать. | |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.01.25 05:46 | |
Юлашки вăхăтра эп Сталин çинчен 2 сăвă çыртăм - ытла мухтаса та мар, ытла хурласа та мар. Юрий Щербаков вĕсене вырăсла та куçарчĕ. Чылайăшĕ мана ку сăвăсемшĕн тав турĕ, "Маттур!" терĕ. Комсомольски р-чи Йăлмахвара мана ăна ял халахĕ умĕнче те вулаттарчĕç, çынсем хавхаланса алă çупрĕç...
Ĕнер вара мана 8-мĕш мунчара пĕр пенсионер-чăваш, милицин отставкăри полковникĕ, "убежденный антисталинист" мана çав сăвăсемшĕн ÿпкелерĕ. ...Раççей обществинче ИДЕОЛОГИ тĕлĕшпе нихçан та пĕрлĕх пулмасть! Маррăн "Чуваши-яфетиды на Волге" кĕнекине тахçан эп кăранташпа вуласаччĕ. Марра та манма май çук паллах, анчах та наукăри вульгарлă теорисен калама çук пысăк хăрушлăхĕпе сийенĕ пирки те асран яма юрамасть. Валери ТУРКАЙ.25.01.25. | |
Agabazar // 2954.90.2798
2025.01.25 12:54 | |
Станьял: Кайрантарах тёрёсси çиеле тухатехСтаньял юлташ! Пире тĕрĕслĕх «кайрантарах» мар, паян кирлĕ. Кунта тата халĕ. Çак тĕлте тата çак вăхăтра. Пире миллион е миллиард çул иртсен пулакан тĕрĕслĕхпе «савăнтармалла» мар. Мĕншĕн тесен унашкал тĕрĕслĕх никама та питех савăнтарма пултараймасть. Паянхи тĕрĕслĕх çинчен шутламалла. Вăл вара, çав паянхи тĕрĕслĕх, ак çапла: Чăвашсен кунçулĕ ниепле те хыпашласа илме май çук темĕнле «сăварсемпе» мар, пĕтĕм тĕнче пĕлекен Атăлçи Пăлхарсемпе çыхăннă. Ку енĕпе нимĕнле дискусси тавраш та пулма пултараймасть. 13-14-мĕш ĕмĕрсенчен юлнă чул палăксем пур. Пĕрре-иккĕ çеç мар, 400 штук таран. Вĕсем çинчи çырусем, тĕпрен илсен, ĕлĕкхи чăваш чĕлхи ăслайĕпе вуланаççĕ (ăнкарăнаççĕ). Çак чăнлăха нимле аккачемĕк те, нимле прахвиссар та, нимле таврапĕлÿçĕ те çапса аркатма пултараймасть. Тен, малашне çĕнĕрен те çĕнĕ уçнăлăхсем килĕç, çĕнĕ фактсем тупăнĕç, анчах вĕсем те халиччен тупнă палăксем çинчи çырусене улăштараймаççĕ. Палăксем мĕнле пулнă, çавăн пекех юлаççĕ.Вĕсене улăштарма пултаракан вăй-хăват тĕнчере çук. | |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.01.25 14:47 | |
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.1-мӗш пункт) |
Уважаемая Эрбина Витальевна, огромное вам спасибо за подсказку правильного ответа. Воистину так: сувары — это миф. Самый настоящий миф. Во всяком случае, в том виде, в каком нам суют их «активисты», они являются мифом.
Спасибо также Андрею Сергеевичу Сараеву, за то что он окончательно открыл нам на это глаза. Ĕрехмет.Сараев А. С. Кого встретил Ибн Фадлан в ставке булгарского правителя в 922 г.? (к истории обнаружения и интерпретации названия «сувар»/«суваз» в тексте «Записки» Ахмеда ибн Фадлана. // 2023, История народов России в исследованиях и документах. Вып. 10 / [отв. ред. Дж.Я. Рахаев]; Ин-т рос. истории Рос. акад. наук. М. : Ин-т рос. истории Рос. акад. наук.
А это уже не просто уверения никому не известного Агабазара... Так что, хочешь, не хочешь, с такими вещами придётся считаться.
Причём таких статей у Андрея Сергеевича не одна, а несколько (серия статей и доклад).