Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пиллӗкмӗш пайӗ. Ҫармӑс ҫинче ҫар вылять


— Ан шарла. Килсенех туй тăватпăр ак. Тукаю та хăвăн хăрахху. Пĕчĕк ача пекех савăннă вăл халь. Çак хушăра ярса илетпĕр те ун мăнукне. Парать, парать Сарьене, Мамич-Бердее тытнă ятпа хулăм укçи те ыйтмасть.

Иливан тек хирĕç пĕр сăмах та чĕнмест, юратмастăп эп çапла калаçнине тенĕ пек, каярах тăрса юлать. Ятламас пур пĕр чарăнмасть, Иливан ашшĕ çумне çулăхать.

— Ма илсе тухрăр эсир Алттыш çĕрпĕве? Хамăрах леçеттĕмĕр пăлхавçăсен пуçлăхне Мускава. Пĕтĕм парни хамăра пулатчĕ.

— Çавна чухлаймарăмăр çав, Ятламас. Чăнах, ку чаплă мăрсашăн парне сахал мар лекет Алттыша, — ывăлĕ пăрăннă пек шӳтлĕ калаçуран пăрăнмасть Ахтупай.

— Патша панă урхамаха утланса таврăнать ак. Унсăр пуçне боярсем акăш-макăш кĕрĕк тăхăнтараççĕ ăна.

— Пултăрах, Ятламас. Тӳсессе те вăл Мамич-Бердейрен пуринчен ытларах тӳснĕ.

— Тӳснĕ! Эп тӳсмен тетне? Эп вăтăр çул каяллах ун ашшĕ патĕнче Кăкшамарта тарçăра ĕçленĕ. Алттыш пулман пулсан халь ут çинчен анаттăм та унпа юнашар кĕрсе лараттăм. Ну, Мамич-Бердей, аçушăн та, хăвăншăн та тӳлесе тат мана теттĕм.

— Вăл хăй те парăмлă-и сан умра?

— Парăмлă пулмасăр! — каçхи шăплăха янратса хыттăнах тавăрать Ятламас. — Мĕн чухлĕ хур кăтартрĕ те пире... Эп ăна тытас тесе Тукайпа икĕ хутчен вăрçа кайса килтĕм. Вăл пурин умĕнче те парăмлă. Çавăнпа тăр-тăр-тăр! чĕтресе пырать те халь çуна çинче. Сисет, Мускавра унăнне пуçне кăчăрт! çеç касаççĕ.

— Эс майĕпентерех, Ятламас. Алттыш ан илттĕр.

— Алттыш тăлăппа пĕркеннĕ те çывăрса пырать халь. Тутлă тĕлĕк курать. Вăл хăйĕн ĕçне тунă.

Шупашкара пырса кĕрсен Ятламас шăпланать, ку мĕнле ял тесе унталла-кунталла пăхкалать. Ахтупай ăна ăнлантарса парать:

— Ял мар, хула ку. Шупашкар. Çакăнта çĕр каçатпăр пулмалла ĕнтĕ.

— Эс «пулмаллапа» ан калаç. Çĕр касатпăр те. Эп кунта чарăнма хушатăп. Ман ыйăх килет.

— Ну, эс хушатăн пулсан чарăнатпăрах вара.

Шупашкарта вĕсем воевода çуртĕнче çĕр каçрĕç. Айра улăм пулчĕ, пуç айĕнче — такам хурса хăварнă çĕтĕк сăхмансем. Ун пек те лайăх çывăрчĕç тĕкĕрçĕсем, кăнтăрла тĕлĕнче Алттыш пырса вăратиччен ыйха тăсрĕç.

Тата виçĕ кунтан вĕсем воевода казакĕсемпе пĕрле Василь-Новгород хулине çитрĕç. Хула ĕлĕкхипе танлаштарсан нимĕн чухлĕ те ӳссе кайман. Крепоçĕ те çавах. Ахтупайпа Ятламас хăйсем чутласа купаланă юман хӳмене те палласа илчĕç. Ăна, эпир тунă япалах-и ку тенĕ пек, алăпа та хыпашласа пăхрĕç.

— Çавах, — терĕ Ятламас. — Эпир начар тăватпăр-и вара? Сахалтан та тепĕр вăтăр çул ларать-ха ку.

Иливан ăна пĕрремĕш хут сăмахпа йĕплесе илесшĕн пулчĕ:

— Хӳми çĕрсе ишĕлме пуçланă, хăй çавах мухтанать-ха тата...

— И-и ачам, Иливан, — терĕ Ятламас хӳмене урапа тапса. — Мухтанмалăх пур çав пирĕн, аçупа иксĕмĕрĕн. Эпир ку хулана Василий Иванч, хальхи ĕмпӳ ашшĕ, патшара ларнă чухнех тунă. Унтан, Хусана илес умĕн пĕр çул малтан, Сĕве хулине купаларăмăр. Эс ун чухне çут тĕнчене те çуралман, ачамккă.

— Кунта пирĕн тахçанхи туссем пулма тивĕç, Ятламас, — вĕсем тавлашнине итлесшĕн пулмарĕ Ахтупай. — Кирша старике, кăмака ăстине, астăватăн-и?

— Астумасăр? — хăпартланчĕ Ятламас. — Тепĕр старикне те астăватăп. Анчах унăнне ятне маннă. Мана вăл пĕчĕк пуртă парнеленĕччĕ.

— Ятне эпĕ те маннă. Шыраса пăхас пулать. Тен, вилмен-ха вĕсем...

Ятламас çул çинче парнесем çинчен ахаль янраса килмен иккен. Воевода çуртĕнче, Алттышпа ун çыннисене Мускава ăсатнă чух, вĕсене чăнах та парнесем пачĕç — кашнине сатин кĕпе тата пĕрер мăшăр алсиш. Кĕписене тĕкĕрçĕсем çавăнтах тăхăнса ячĕç, унтан алсишне тăхăнса, темле хаклă парне илнĕ пек, аллисемпе çăт та çат! тутарчĕç.

Кирша старике хулара лайăх пĕлеççĕ иккен, ăна вĕсем часах шыраса тупрĕç. Анчах ватлăх кунĕсене пурăнса ирттерекен старик чăваш тĕкĕрçисене паллаймарĕ.

— Пĕлместĕп. Астумастăп, — терĕ вăл Ахтупайпа Ятламас алă пырса тытсан.

— Ара, Василь хулине тунă çĕрте пĕрле ĕçлерĕмĕр. Эс пире кăмака купалама вĕрентнĕччĕ, — аса илтерме тăрăшрĕç лешсем.

— Чăвашсем-и эсир?

— Чăвашсем çав. Шупашкартан анатарахран килнĕ эпир.

— Кăшт астунă пек те...

— Çу каçиччен пĕрле ĕçлерĕмĕр. Пĕрле пулă шӳрпе пĕçереттĕмĕр. Шĕке пулă тытса параттăмăр сана.

— Пулнă пуль, пулнă пуль, — вăйĕ пĕтнипе аран калаçрĕ Кирша старик. — Ватăлтăм эпĕ, ачамсем. Сакăрвун саккăра кайрăм ĕнтĕ. Манран асли кунта Ондрей кăна. Вăл тăхăр вунна çитнĕ.

— Ара, леш, тепĕр старикки, Ондрей ятлăччĕ вĕт! — кăт тĕкрĕ Ахтупай Ятламаса.

— Ондрейччĕ пулас. Пире ялан усал сăмах каласа вăрçатчĕ, — терĕ юлташĕ.

— Арина, Ондрея кайса чĕн-ха, — вăрăм сухалне арăмĕ еннелле сулса илчĕ старик.

— Тем тума кирлĕ сире йӳтенĕ старик. Асту, çӳретĕп пуль ăна шыраса, — мăкăртатрĕ карчăкки. Хăй çапах та пӳртрен тухса çухалчĕ.

Тĕкĕрçĕсене Ондрей текенни те паллаймарĕ, анчах вĕсемпе хаваслансах калаçрĕ.

— Пĕлетĕп чăвашсене, пит лайăх пĕлетĕп. Алли-ури çыпăçуллă унти çынсен. Темле ĕçе те пултараççĕ. Йывăç каскалама тесен вилсе каяççĕ вара. Хула хӳмисене тунă чухне чăвашсемпе ĕçленĕччĕ çав. Эсир пулнă апла?

— Эпир, эпир, Ондрей пичче.

— Мĕн çăмăлпа килтĕр-ха пирĕн пата, Василь хулине?

Ахтупайпа Ятламас вĕсем кунта мĕнле майпа килсе тухнине каласа пачĕç. Ондрей пиччен çамка тирĕ палăрмаллах пĕркеленчĕ, старик çилленнĕ пек пулчĕ. Калаçасса та çиллессĕн калаçрĕ вăл.

— Мĕн ялан пăлханатăр эсир, чăвашсемпе çармăссем? Мĕн çитмест сире вырăс çĕрĕ çинче? Туслă пурăнма сăмах панă — сăмаха тытас пулать.

— Эпир сăмаха тытатпăр-ха, анчах хăш-пĕрисем калла-малла пăхкалаççĕ. Çавсене чарса çитерейместпĕр.

— Чарăр. Часрах чарăр, — хăтăрнă пек каларĕ старик. — Çитет вăрçă вăрçса. Ухмахланса нумай пĕтертĕмĕр пĕр-пĕрне. Туслă пурăннине мĕн çиттĕр, ывăлăмсем?

— Çапла пулмасăр, çапла пулмасăр, — терĕ Ахтупай стариксем çине ытараймасăр пăхса. — Туслă, пĕр тĕркĕшӳсĕр пурăнас тесе пĕрлешрĕмĕр те вырăссемпе. Анчах халăха пăтратакансем пур-çке. Пăлхав пуçласах çапăçрĕç пирĕн енче усал-тĕсел мăрсасем. Çавсенчен пĕрне тытса Мускава ăсатрăмăр-ха эпир хальхинче. Мамич-Бердей текеннине леçме килтĕмĕр.

— Ан çапăçăр, пирĕнпе те, хăвăр хушшăрта та ан çапăçăр ăçти-çукшăн, лăпкă пурăнăр. Этем ĕмĕрĕ кĕске вăл, ăна вăрçă вăрçса, тӳпелешсе ирттерме юрамасть. Мĕн, нихçан та ватăлмастпăр тетĕр-им? Эп те çапла шутлаттăмччĕ те ак ватăлтăм. Кирша та ман хыçранах хăвалать. Юласшăн мар.

Кирша вĕсем калаçнине хăлхине тăратсах итлесе ларнă иккен. Ондрей хавхалансах сăмахланине кура хăй те чунĕпе чĕрĕлчĕ.

— Ватăлтăмăр, — терĕ вăл çӳçне кукăр пӳрнисемпе кĕреплепе туранă пек тураса. — Анчах ман кӳршĕме, Ондрея, ан итлĕр. Тĕрĕс мар вĕрентет вăл сире: ан çапăçăр тет. Эп урăхла калатăп: çапăçмалла пулсан — çапăçăр. Кам та кам сире хĕсĕрлеме, мăшкăллама пăхать — çапăçăр. Кам та кам сирĕн çĕр çине тапăнса кĕрет — хăвалăр вĕсене. Пирĕн вырăс патшалăхĕ нихçан та ратниксемсĕр тытăнса тăман. Çичĕ ютран хĕç йăтса килекенсене вырăссем яланах хĕçпе кĕтсе илнĕ. Эсир халь — вырăс çĕрĕнче. Руçшăн çапăсăр. Руçшăн çапăçни хăвăршăн çапăçниех пулать.

Ондрей унпа килĕшсе кăна тĕрĕс калатăн, Кирша, кăна тĕрĕс калатăн тесе çеç ларчĕ.

Çывăрма вăл тĕкĕрçĕсене хăй патне илсе кайрĕ. Кĕтмен çĕртен килсе тухнă çынсем Киршапа арăмне ан чăрмантарччăр терĕ пулмалла.

— Çавăнта кайăр, çавăнта кайăр, — вĕсем кайнишĕн савăнчĕ курăнать Кирша карчăкĕ Арина. — Ун пӳрчĕ пысăк, çирĕммĕн те çĕр каçма пулать.

Ирхине ирех Кирша кӳрше кăштăртатса каçрĕ. Вăл пынă чухне тĕкĕрçĕсем çула тухма хатĕрленсе ирхи апата ларнăччĕ. Старик пурне те ал парса тухрĕ, унтан хĕвĕнчен темле калак туртса кăларчĕ.

— Сире валли парне илсе килтĕм, — терĕ вăл калака çавăркаласа. — Ак ку ак — парнене çумалли. — Старик сĕтел çине пĕр кĕленче эрех пырса лартрĕ. — Ачамсем, мăнуксем çук манăн, кам валли хăварас? Асăнмалăх мĕн парас тесе шутларăм-шутларăм та çак калака парса ярас терĕм. Эп унпа мĕн ватăличчен кăмака тунă. Халь алăсем хытрĕç те, вăл мана кирлĕ мар ĕнтĕ. Ил ăна, Ахтупай, парне вырăнне. Пире, ик старике, ырăпа асăн.

— Лар, лар, сĕтел хушшинелле шу, — тĕрткелерĕ ăна Ондрей. — Арăму пăртак кăптăрмăшрах санăн, ху — уçă кăмăллă. Эрехне те хĕрхенсе тăман ав. Манăн çук ун пекки. Ак сана черкке, илсе килнĕ япалана тултар эппин.

Кирша эрехне тултарчĕ те ура çине тăчĕ.

— Пирĕн енче, — терĕ вăл сăмах калама пĕтĕм вăйне пуçтарса, — тахçанхи туссем тĕл пулсан ваттисем хăнасене пехил параççĕ. Эсир халь — пирĕн хăна, эпир Ондрейпа иксĕмĕр, — хуçисем. Апла пулсан эп сире, чăваш çĕр-шывĕнчен килнĕ ырă çынсем, хам ятпа тата Ондрей ячĕпе çапла пехил парасшăн. Ак ку, черкке тӳпи, — кача пӳрнипе эрехе темиçе тумлам çӳлелле сирпĕтрĕ старик, — тӳпенелле кайтăр. Çӳлте унта турă пур. Çав турă пире пурсăмăра та çумăр парса тăтăр, ырлăх парса тăтăр. Çĕр-шыв ешертĕр, хĕвел хăйĕн ăшшине ан хĕрхентĕр. Ак ку, — Кирша кăмака еннелле çаврăнса эрехе тата темиçе тумлам сирпĕтрĕ, — вучаха кайтăр. Хуранта ялан апат пиçтĕр, пӳртрен çын ан татăлтăр. Эсир те пирĕн пата килсех çӳрĕр, эпир пырсан пире те çăкăр-тăварпа хăналамалла пултăр. Ак ку, — старик пӳрнине каллех эрехпе йĕпетрĕ, — çĕр çине, тăпра çине ӳктĕр. Хирте ĕмĕр-ĕмĕр тыр-пул çитĕнтĕр. Эпир те тутă пулар, выльăх-чĕрлĕх те тутă пултăр. Ак ку, — вăл пӳрнине йĕпетсе унпа Ахтупайпа Ятламаса кăкăртан умлă-хыçлă кăт-кăт! тĕкрĕ, — чун-чĕре сипĕ пултăр. Чĕрĕрсем туссенчен ан сивĕнччĕр. Сирĕн тусăрсем халь — вырăссем, çавна ан манăр. Сирĕн сывлăхăршăн, ывăлăмсем. — Унтан кил хуçи еннелле çаврăнчĕ. — Тав сана, Ондрей.

— Тавах, тавах, Кирша.

Стариксем тав туса ĕçнĕ хыççăн черкке Ахтупай аллине куçрĕ. Унăн та хăй пултарнă таран пил сăмахĕ калама тиврĕ.

— Ырă çынсем, Кирша пиччепе Ондрей пичче, — чун-тан хумханса калаçрĕ вăл. — Пире çапла хисеп туса çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕшĕн таймапуç сире. Сирĕн сăмахăрсем пирĕн чĕре варринех кĕрсе вырнаçрĕç. Вырăсла спаçипă сире пуриншĕн те. Чи малтан кăмăлăршăн спаçипă. Сирĕн килĕрте ялан тулăх пурнăç пултăр, пуçăр çине ялан ырлăх çуса тăтăр. Туслăх пирки Кирша пичче пит лайăх каларĕ, эп унтан çыпăçуллăрах калас çук. Çитменнине çитерĕр, ытлашшине каçарăр! Тав сана, Ятламас!

Унтан черкке вĕсен хушшинче тепĕр хут çаврăнчĕ. Эрехĕ нумай пулмарĕ-тĕр, чысĕ вара çителĕклех пулчĕ. Çамрăк тĕкĕрçĕсем тахçанхи туссем çине куçа-пуçа чарса пăрахса пăхса ларчĕç. Стариксем те, Ахтупайпа Ятламас та чунтан савăнчĕç ку тĕл пулушăн.

Тĕкĕрçĕсем воевода çуртне çитсе Ковяж çыннисене тата Шупашкартан килнĕ казаксене шыраса тупрĕç. Канашларĕç-канашларĕç те киле Çĕрпӳ урлă мар, Атăлпа таврăнас терĕç. Вĕсене Атăлпа çул лайăхрах тата чылай тӳрĕрех пулассăн туйăнчĕ.

Ушкăнпа килме хаваслă пулчĕ. Çамрăксем казаксемпе ут ярса ашкăнчĕç. Ватăраххисем çул тăршшĕпе Василь хулинче курни-илтни пирки калаçрĕç. Ар-Сĕнтĕр крепоçĕнче пăлхавçăсем пурччĕ-ши, çукчĕ-ши — ăна тĕкĕрçĕсем пĕлмерĕç, çапах синкерлĕ вырăнтан сиккипе иртрĕç. Пĕр-ик çухрăм кайсан çаврăнса пăхрĕç — Ар-Сĕнтĕр сăрчĕ çинче пĕр çуран çын та, пĕр юлан ут та курăнмасть. Кăкшамар тĕлĕнчи Атăл урлă каçмалли сарлака çул та пушахчĕ, анчах унта Тукай çыннисемшĕн инкек тупăнчĕ-тупăнчех. Сĕнтĕр сăрчĕ текен вырăнпа иртнĕ чух вĕсем çинелле вăрмантан ухă йĕпписем шăхăрса килме тапратрĕç. Тĕкĕрçĕсем учĕсене каллех сиккипе ячĕç. Ахтупай ухă йĕппи никама та лекмерĕ пулĕ тенĕччĕ. Çавăнтах малалла тинкеререх пăхрĕ те хăйĕн ывăлĕ Иливан утне çилхерен ярса тытса малалла ӳпĕнсе пынине асăрхарĕ. «Аманнă», — вĕçрĕ пуçра шухăш. Вăл утне тата хытăрах ячĕ, ывăлне хăваласа çитрĕ. Эй, тамаша! Иливан хул хушшине ухă йĕппи тăрăнса ларнă, вăл çаплипех сулланкаласа пырать.

— Лашуна чар, Иливан! Лашуна чар тетĕп! — кăшкăрчĕ ашшĕ. Ывăлĕ ăна илтмерĕ пулас е вăл сăмах хушма вăй çитереймерĕ — пуçне тата ытларах усрĕ. Ахтупай ун лашине йĕвенĕнчен ярса илсе тытса чарчĕ, вара учĕ çинчен сиксе анса Иливана пĕççинчен çĕклесе илчĕ, ăна ӳпне майлă юр çине вырттарчĕ.

— Чăт, Иливан, уххине туртса кăларатăп.

Çапла каларĕ те вăл ухă йĕппине карт! туртрĕ. Иливан хыттăн йынăшса илчĕ.

— Асту, вĕçĕ татăлса юлман-и? — терĕ вĕсем патне пырса тухнă Ятламас.

— Çук, юлман — ухă йĕппине çавăркаласа пăхрĕ Ахтупай.

— У-ух, шуйттансем! Мамич-Бердейне кайса леçрĕмĕр, хӳрешкисем пур пĕр алхасма пăрахмаççĕ! Йыш сахал, ахаль пулсан хăваламалла та путсĕрсене.

— Вĕсем йĕлтĕрпе килнĕ, Ятламас. Хăваласа тытаймăн.

Ахтупай ывăлĕ çинчи сăхмана асăрхануллăн хывса илчĕ, икĕ хут кĕпине те çурчĕ, суранне туртса çыхрĕ. Иливан сывлăшĕ пӳлĕннĕрен тата суранĕ ыратнăран хыттăн ахлата-ахлата илчĕ, тăрса ларма хăтланчĕ, ашшĕ ăна пĕрре те алăран вĕçертмерĕ.

— Хул айĕнчен, шăп ӳпке тĕлĕнчен лектернĕ ăна, — ăнлантарчĕ юлташĕсене Ахтупай. — Часрах хамăр ял çулĕ çине тухмалла. Киле çитсен анне сипленĕ пулĕччĕ мĕнле те пулин...

— Инçе мар ĕнтĕ, чăт, чăт, Иливан, — йăпатасшăн пулчĕç аслăраххисем йĕкĕте. Иливан пĕр сăмах та чĕнмерĕ.

Юлан утсем Атăл тăрăх сулахай енĕпех тата пăртак анаталла анчĕç. Часах вĕсем Тукай ялĕ тĕлĕнчи йăлăм вăрманне пырса кĕчĕç. Ĕнтĕ пăрлă çулпа леш енне каçмалла та, унта — тăван кил.

Тек хыçран хăвалакан пулмарĕ. Юлан утсем сылтăм çырана çитсе сăрт хыçĕнче курăнми пулчĕç.

11. Тата тепĕр тупа

Чирлесе курнă çын çурхи сиплĕ сывлăш чуна мĕнле килентерсе тăнине лайăх пĕлет. Лĕп шывра ларнă пек канать, вăй илет хĕвел çинче шăм-шак. Хĕвел урисем куçа шартарса яраççĕ, вĕсен пархатарлă ăшши çынна пуç çаврăнмаллах ӳсĕртсе янă пекех пулать.

Çуркунне — çут çанталăкăн чаплăран та чаплă уявĕ, пĕтĕм тĕнче ыйхăран вăраннă хăтлă вăхăт.

Пур çĕрте те: пахчара, хирте, вăрманта, çырма-çатрасенче ахăрашу, çуйхашу, кĕрĕс-мерĕс, çăтăр-çатăр, хускану. Пин-пин сасăпа янăраса тăрать йĕри-таврара хавас-лăх кĕвви. Кăчкă шăрши кĕрекен, пыл тутипе тулнă сыв-лăшпа кăкăр тулли сывлас та сывлас килет.

Çуркунне.

Картишĕнче пĕр харăсах темиçе чăх какалать, виç утăмрах çерçисем тăрст та тăрст! сиккелесе, пĕр пĕринпе çапăçса шыв ĕçеççĕ. Хĕвел питтине тавăрса çакнă тăлăп çине чавка пырса ларнă. Пăт та пăт! сăхать вăл ăна, çăм тăпăлтарать. Ара, чавкана йăва çавăрма çемçе çăм кирлĕ мар-и?

Çуркунне.

Ак ĕнтĕ хирте юртан тасалнă çара вырăнсем — «тăм çамкисем», «кăмака çийĕсем» курăнса кайрĕç. Çырма айккисем, чăнкă çырансем те тăмпа хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе ларнă. Унта амаçури хупахĕ чечек кăларма ĕлкĕрнĕ. Сап-сарă хăй, илемлĕскер. Пĕрре те вĕçкĕн мар вăл, çапах куçа илĕртет.

Пӳрт умне малтанхи ешĕл курăк тапса тухнă. Черченкĕ те сип-симĕс. Ячĕ те мĕнле ачаш унăн: чемчем курăкĕ.

Хӳме çумĕнче вĕлтĕрен çӳлелле кармашать. Унпа юнашар шăнăр курăкĕ çулçă сарнă, талпиçен пуçне кăларать.

Çуркунне.

Сар хĕр пек кулса пăхакан хĕвел пурне те — ваттине те, вĕттине те — тулалла йыхăрать. Иливан ик эрнене яхăн кĕл чăххи пек килте ларнă хыççăн чăтаймарĕ, амăшĕн кив кĕрĕкне тăхăнсах картишне тухрĕ.

Каччă пĕр хушă пусма вĕçĕнче çуркунне мĕнле алхаснине киленсе пăхса тăчĕ, çак самантра вăл хăйне çут тĕнчене çĕнĕрен çуралнă çын пекех туйрĕ.

Тӳпере вĕçĕмсĕр тăри юрлать. Юрлать çеç мар, савăнăçне ниçта шăнăçтараймасăр пĕр вырăнтах ташласа тăрать. Кăна чи малтан хĕрсем асăрханă — вăрман хĕрринче темиçен юр çинче йăваланаççĕ. Сăмахĕ çавăн пек-çке: тăри юррине илтсе юр çинче йăвалансан çу каçиччен пилĕк ыратмасть. Унтан кăшт ашкăннă хыççăн хĕрсем вăрмана кĕрсе каяççĕ: вĕсен хурăн шывĕпе пит çумалла.

■ Страницăсем: 1... 6 7 8 9 10 11 12