Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеЛаохЫлтăн вăчăраХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхСинкерПурнӑҫ утравӗсемХĕçпе çурла

Арăм пăтавкки çĕкличчен...


Арăм пăтавкки çĕкличчен

арман чулĕ çĕклĕттĕм.

Вăрçă çулне тӳсиччен

тамăк çулне тӳсĕттĕм.

Кайăк хурсем каяççĕ кăнтăра...


Кайăк хурсем каяççĕ кăнтăра

хăмăш кӳлне асăнса,

ах, мăшăрăм, каятăр вут вăрçа

тăвансене асăнса.

 

Кайăк хурсем вĕçсе килейĕç-ши,

хăмăш кӳлле анса ларайĕç-ши?

Ах, мăшăрăм, киле килейĕн-ши,

хăв ытамна мана илейĕн-ши?

Аслă çутуçă


Чечек хуратпăр Яковлев умне.

Сăнарĕ курăнать ун улăпла.

Çĕн ĕмĕрти чăвашăн мăн çулне

Ун пилĕпе тăсатпăр малалла.

 

Ăс вĕрентме çеç мар, кун-çул тытма

Пултаракан нумай-нумай çынна

Вăй пачĕ шкулĕ ун çунат хушма,

Чăмăртанма, республика, сана.

 

Вăй-хал хурса вăл пурнăç тăршшĕпе

Ĕмĕтленни чăваш çĕрне çитет:

Мускав тĕреклĕ алă тăснипе

Пур ĕнтĕ пирĕн университет.

 

Раççейпеле Европа шайĕнче

Пурнать, ĕçлет чăваш, юлмасть йышран.

Ун халалне тытать вăл асĕнче,

Çав халалпах упранĕ йăшасран.

 

Çутатрĕ патриарх чăваш чунне,

Хăй чĕлхипе каларĕ «Ыр хыпар».

Ăша хывса тĕнче кĕнекине

Çав хыпартан, туссемĕр, ан хăпар.

 

Чăвашшăн çеç-и — кӳршĕ халăхсен

Ăсне те чĕртрĕ тĕттĕм вăхăтра.

Çуталчĕ те малашлăхĕ вĕсен,

Ун ячĕ янăрать тĕнче тавра.

Уках хурăнĕ


Çӳлте кулюкка вĕçнĕ чух

Кунĕ пулчĕ тĕтреллĕ...

Халăх юрринчен.

 

1

Çут хĕвелпе çут тĕнче Вăй паччăр çак кунсенче.

К. Иванов

Укахви, вунçичче пуснă хĕр, çĕр çурринчех темиçе те вăрана-вăрана кайрĕ. Темскер хăрах хул — сулахаййи — чавса кукрашки тĕлĕнчен ыратакан пулса ларнă, те çывăрнă чух аяк айне лекнĕ вара: çĕрĕпех канăç памарĕ вăлт темĕнле шалтан туртса ыратать. Укахви, аптранă енне, ăна кăкăр çине хурса та, аяккалла тăсса та пăхрĕ — çук, ниçта чиксе те вырнаçмасть. Юлашкинчен Укахви ыратакан аллипе тимĕр койка пуçĕнчен тытса выртрĕ. Сивĕ тимĕр ыратăва кăшт лăш панă пек. Çапла майлашса Укахви пĕр çур çавра çывăрса илнĕ-и, çук-и — тепĕр авăкран вăл алă паçăрхинчен те ытларах ыратнипе вăранса кайрĕ те самантрах ăна тимĕртен вĕçертрĕ. Амăшĕ астутарнисем аса килчĕç. Вăл каланă тăрăх, тимĕртен тытса çывăрма юрамасть иккен, сивĕ тимĕр ӳт ăшшине хăй çине туртса илет-мĕн.

Малалла

Вăрçă чĕлхи


Çĕр çаврăнать, çаврăнтăр,

ыр тус-тăван савăнтăр,

кĕрекийĕ авăнтăр.

Ырлăх ту!

 

Çĕр çаврăнать, çаврăнтăр,

тăшман пуçĕ çаврăнтăр,

çĕре пырса çапăнтăр.

Юншăн – юн!

 

Çĕр çаврăнать, çаврăнтăр,

хурах хыртан çакăнтăр,

тăван сывă таврăнтăр.

Хăй шăпи!

 

Çĕр çаврăнать, çаврăнтăр,

тăнăç халăх савăнтăр.

Тăшман вилли çийĕнче

хăй пек çăхан явăнтăр.

Тьфу!

Кӳрентерӳ чĕлхи


Куçран, хаяртан,

хаярлă куçран;

сăмахран, чĕлхерен,

хаярлă сăмахран

ырă кун пар, ырă çул пар,

ырă сехет тĕлне ту,

вĕрнĕ чĕлхеме сипетлĕ ту.

 

Килти кӳрентерӳ пулсан та,

тулти кӳрентерӳ пулсан та,

ача-пăча кӳрентерĕвĕ,

арăм кӳрентерĕвĕ,

ар çын кӳрентерĕвĕ,

пуху кӳрентерĕвĕ,

мир халăх кӳрентерĕвĕ –

çилпе килсен çилпе кай,

çулпа килсен çулпа кай.

Çынсене ырăлăхĕ,

чĕресене сиплĕхĕ.

 

Çĕр çаврăнать – çаврăнтăр,

хаярлă куç пĕттĕр,

уйăх таврăнать – таврăнтăр,

хаярлă сăмах пĕттĕр.

Çак çĕр çинчи халăхсем

вĕлле хурчĕсем пек пурăнччăр.

Çынсене ырăлăхĕ,

чĕресене сиплĕхĕ.

 

19.02.1976.

Ултав чĕлхи


Çăмăл ултав, вăтам ултав,

кăкăра шăнăçайми ултав,

ача ултавĕ, савни ултавĕ,

тăван ултавĕ, юлташ ултавĕ,

çар пуç ултавĕ, тĕнче ултавĕ

тата ытти пин-пин ултав –

ирле кĕрин – ирле тухăр,

çĕрле кĕрин – çĕрле тухăр,

çӳлте пулин – çунса кайăр,

çĕрте пулин – çĕрсе кайăр.

Чăнлăхран ырăлăх,

этемрен сиплĕх.

 

Чĕрĕлĕх Хĕвелĕ утăмĕнче аслă Çĕр,

аслă Çĕр ăшшинче этем пур,

этем кăкăрĕнче чĕре пур.

Хăçан та хăçан çав чĕре типет,

çавăн чух çеç

чĕре çăпанĕ пек ултав пултăр,

шăтса юхтăр.

Чăнлăхран ырăлăх,

этемрен сиплĕх.

 

Ача айванлăхĕ, савни тасалăхĕ,

тăван ыр кăмăлĕ, юлташ хул-çурăмĕ,

çар пуç хăюлăхĕ, тĕнче пуласлăхĕ

сĕтри хăйма пек пухăнччăр,

ытти-хăтти усал-тĕселĕ

пĕлĕтĕн пухăнса тĕтрен саланччăр.

Чăнлăхран ырăлăх,

этемрен сиплĕх.

 

19.02.1976.

Ехрем хуçа


Мухтав сана, чăвашăн паттăрĕ —

Хресчен ачи, Шупашкарти купса.

Ĕçӳ-хĕлӳ хастарлăх патăр-и

Паян пире манăçуран тухса?!

 

Хисеплĕ ватăсен йышне тăма

Чăнах та эсĕ тивеçлĕ иккен.

Юратнă асатте пекех, ума

Тухатăн халь кун-çул сĕмлĕхĕнчен.

 

Сана епле-ха паттăр теес мар?

Пире ыр кăмăлпа кĕтсе илен:

Сан тăпруна упрать шур Шупашкар

Сан ятупа кăна ун мавзолей.

 

Хуллен çĕрсе пырсассăн та шăмму

Вирьял тăрăхĕнче яту çĕрмен.

Санран ăс илнĕ йышлă тăхăму

Кунта хăварнă темиçе кермен.

 

Хитрелĕх тĕслĕхĕ пекех вĕсем,

Илем кӳреççĕ тĕп хуламăра.

Маттур ачусемпе мăнукусем

Сан ятупах çӳреççĕ халăхра.

 

Пĕр çыннăн паттăрла сăнарĕпе

Эсир паян пурнатăр пирĕнте.

Ыр ят туянтăр тӳрĕ ĕçĕрпе.

Вăл çăмăллăн пулман-тăр сирĕн те.

 

Управпала тирпей кӳреç телей, —

Тесе пилленĕччĕ пире Митта.

«Чăнах çапла — майне кăна пĕлей, —

Тесе тен калăттăрччĕ хăвăр-та.

 

Малалла

Юман çинчен


Юман улăпланса тăма

çемçе çĕре ярать тымар.

Юпа пулать те – ак ăна –

тĕрекĕ ун – хыт çĕр кăна!

* * *

Мĕн-ма хирте ӳсмест юман?

Тен, çын касса-хăртса тăрать?

Тен, хăй сив çилсенчен хăрать?

Мĕн-ма хирте ӳсмест юман,

мĕнрен-ши хаклă çав вăрман?

* * *

Юман çĕн пуртăран çăлма ыйтмарĕ.

Леш катăлать, кун вăйĕ – хунавра.

Пĕриншĕн çеç хăйне вăл каçармарĕ:

аври çеç пурттăн пулнă… юманран.

Кăмпаçăсене — сĕнӳсем


Шăна кăмпи çине пăхса

утатăн –

кĕтсех тăр, ырă кăмпанах

таптатăн.

* * *

– Чылай пухайрăн-и кăмпа, –

тесе çынна чăрмав ан ту.

– Татма тӳр килчĕ сан кампа, –

çак пулĕ тĕрĕсрех ыйту.

* * *

Наркăмăшли

хăех кĕрет алла.

Ыр кăмпине вара

шырамалла.

■ Страницăсем: 1... 738 739 740 741 742 743 744 745 746 ... 796