Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Катӑлнӑ уйӑхКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеАча чухнехиХурапа шурăШевле çутиТаркăнШăплăхри аслати

Тĕрленчĕк


Юр çинче тĕрленчĕк: «Эп сана çиллентĕм...»

Юмăç ятăм — пăхрăм тӳпене:

Хуйхă хыççăн хуйхă пурнăçа силленĕн

Юрпа хутăш пĕлĕт ӳпĕнет.

 

Хĕл — хĕлхемсĕр килĕм, çу хĕвелсĕр килĕ...

Асилӳ — асаплă тĕпĕнче.

Ытаму ăшшисĕр эрешленĕ, вилĕ

Хуçăлнă çунатăм чӳречӳ çинче.

 

Йывăçсем пасарĕç ялтăрса илемлĕн,

Çакнăн çăлтăрсем татса çĕрле —

Шутсăр шутласан та тавçăрса илеймĕн —

Тăлăх юрату хĕле тĕрлет.

 

Ӳкĕнмесĕр пурнăн, ӳпкелемĕп — чăтăп:

Чĕмсĕрлĕх — сăмахсăр кӳренӳ.

Те тӳпе, те кăмăл, те тĕнчи хăй кутăн —

Юр çине ӳкет те тӳрленет.

 

Юмăç ярăп — пăхăп: хĕл каймасăр тăрĕ —

Йăнăшпа хускалĕç папкасем,

Ылтăн, кĕмĕл, пăхăр çу сапса тултарĕ

Йăпăртлăх сивве тек илĕртсе.

Пурăнаççĕ çĕр çинче...


Пурăнаççĕ çĕр çинче,

эх-ха-хах.

Пăрăнаççĕ çул çинчен,

эх-ху-хух.

Чи тарăн тинĕсре улмуççисем ӳсеççĕ...


Чи тарăн тинĕсре улмуççисем ӳсеççĕ,

Улмийĕсем ӳкеççĕ пĕлĕте.

Хумсен сарлакăшне çилсем чупса виçеççĕ,

Чăмса çитмешкĕн уйăх вĕрентет.

 

Çут кĕмĕл çиппинчен мана вĕрен явтарĕ.

Кăкарăп та хумсен кăралăхне

Хăрах вĕçне ирех хĕвел çакса антарăп

Вăлтса тăмашкăн тинĕс ырлăхне.

 

Улмуççисем кунта нихçан курман пек анăç —

Шыв пуллисем çӳреççĕ антăхса...

Тулли тураттисем улмисене тăкаççĕ

Сар кайăкшăн пĕрмай тунсăхласа.

 

Лăпланĕ тинĕс, пĕлĕт тăрĕ çепĕç —

Кунпа каçа хупатĕп кĕлете:

Сар кайăк куçĕнче панулмисем пиçеççĕ —

Чăмса татмашкăн уйăх вĕрентет.

Пурçăн кĕпе


Пĕррехинче Мишăпа амăшĕ хула çывăхĕнчи пахчана кайрĕç. Çĕр улми йăранĕсене çумланă чухне Миша сип-симĕс йăлтăркка япала асăрхарĕ. Куçран вĕçертес марччĕ тесе чупса пычĕ — нăрă иккен. Пĕр тенкĕлĕх тимĕр укçа пысăкăшскер. Çывăрать-ши е хĕвел ăшшипе килĕнет-ши? Пӳрнепе тĕксен майĕпен хускалчĕ. Ку чĕрĕ «тетте» питĕ килĕшрĕ арçыначана. Вĕçсе каясран шикленсе кап! тытрĕ, шăкăрт хупрĕ пӳрнисене. Ай! Алла кăтăклантарать. Миша пӳрте кĕрсе ăна кĕленче савăта хучĕ, канихвет таткипе хăналарĕ, унтан хаçатпа хупларĕ те амăшне пулăшма васкарĕ. Ытараймискере темиçе те кĕрсе пăхрĕ вăл, анчах вăрттăнлăхĕ пирки — пĕр сăмах та...

Хайхискер шыв ĕçме тесе тепре кĕчĕ — «тетте» курăнмарĕ. Ăçта шырама пĕлмелле-ши тăрук çухалнăскере? Миша ун-кун пăхкаларĕ те нăрă пӳртрен тухса кайман пулĕ-ха тесе лăпланчĕ.

...Ирхине вăл пĕчченехчĕ. Вырăн çинчен тăрса чӳречерен пăхрĕ. Амăшĕ пахчара иккен. Чӳрече каррине сирчĕ çеç, ак хайхи, лара парать симĕсскер çуталса! Миша хĕпĕртенипе чутах кăшкăрса яратчĕ.

— Ăçта тартăн-ха, чеескер? Пытанмалла выляс терĕн-им? Хырăму та выçрĕ пулĕ... Акă, çакна çиетĕн-ши? Тутанса пăх-ха, — тесе яшкари çĕр улми татăкне илсе ун патне хучĕ. Ку хутĕнче «читлĕхе» марльăпа витрĕ. — Эпĕ сана хамах кăларатăп, урăх ан тар çеç.

Малалла

Сакĕ çине сарă саппун...


Сакĕ çине сарă саппун

сартăмăр,

лĕпĕшсем пек иккĕн çуммăн

лартăмăр.

Саппун çине икĕ паллă

юлмĕ-ши,

 

пирĕн çинчен аннӳ ирпе

пĕлмĕ-ши?

 

5.05.1976.

Икĕ питлĕ çăкăр


Кăвас хутăм ир-ирех,

Çăртăм ӳркенмесĕрех.

 

Килти çăкăр тутлăрах,

Вăл тата усăллăрах.

 

Анне çук-çке. Мĕн тăвас?

Атя тăрăшса пăхас!..

 

Чусти хатĕр паçăрах,

Газĕ çунтăр вăйлăрах.

 

Эй, тĕрмешрĕм кунĕпех

Ачи-пăчи нумай пек.

 

Пиçсе тухрĕ чиперех,

Анчах икĕ питлĕрех.

Çăка пылĕ


Виççĕри Ваççа киле

Юлнă аппăшпе пĕрле.

Тем çитмерĕ Ваççана,

Тытăнчĕ кутăнлашма.

Аппăш тем пекех ăна:

«Чарăн-ха, — тет, макăрма, —

Йӳçĕхтертĕн хăлхана».

Çакна илтрĕ те пыл хурчĕ

(Инçе марччĕ ун кил-çурчĕ):

«Атя, терĕ ачине,

Хăвăртрах Ваççа патне.

Çăка пылĕ çитерсен,

Макăрма пăрахĕ, тен».

Çил армань...


– Çил армань,

е çилĕ çук-и,

мĕншĕн усăк

çунатту?

 

– Ах, тăванăм,

çилĕ пур-ха,

типĕ чулăм

тĕпренет.

 

- Авăртмашкăн

тырă çук-им,

хăнара-им

мельник кум?

– Тырри пурччĕ,

хуçам пурччĕ,

кумĕ пурччĕ

ĕлĕк ман.

 

– Халĕ мĕншĕн

авăртмастăн,

чулусене

çавăрмастăн?

 

– Ыр çынсемпе

кумлашать халь

электричество

армань.

 

3.05.1976.

Пилĕк ан тӳшек сарсан та...


Пилĕк ан тӳшек сарсан та,

çич ан çитти витĕнсен те

ыталанса çывăрма

ытам тулли мăшăрăм çук,

эхер мăшăрăм пулсан та

вун çич çулхи вĕрилĕх çук.

Çеçпĕл


Ăна асилсессĕн — хĕçсем чанклатса

Хаяррăн ялтраççĕ çеçен хирсенче,

Çураç хăлхана тупăсем ухлатса,

Ача выçăпа макăрать сак çинче.

 

Кăшлать шелсĕр çулăм чипер çуртсене,

Тусан çулсем тăрăх пал-пал! Хăпарать.

Пĕртанлăх юрри Раççейрен тĕнчене

Пур тĕрлĕ юрра хуплас пек сарăлать.

 

Чăваш çĕрĕ-шывĕ çинче — хурçă сас.

Хĕвеллĕ ыр шанчăк чĕртсе вăл янрать,

Янрать Çĕнĕ Куншăн тăма йыхăрса.

Ав Çеçпĕл мĕлки улăп пек палăрать.

 

Илтетĕп поэтăн сулмак уттине —

Асар-писер çил те ăна хăруш мар.

Вут-хĕмлĕ ялав çĕкленет çĕр çине,

Юрлать пирĕн Çеçпĕл тăвăллă марш.

■ Страницăсем: 1... 736 737 738 739 740 741 742 743 744 ... 796