Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тăм ӳкнĕ ирКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...Кулăшла калавсемХура çăкăрАли-паттăрВăхăт таппиХӗвел мулкачӗсем

Вăрмана кайни


Çулла. Хĕвел хытă хĕртсе пăхать. Янкăр тӳпере пĕр хура пĕлĕт татки те курăнмасть. Епле-ха илемлĕ çут çанталăк çулла! Йĕри-тавра сип-симĕс курăк ешерет. Аякра, сип-симĕс тум тăхăннă вăрманта, кайăк сасси пĕр чарăнми илтĕнет. Урамра пăчă. Сад пахчинче мĕн тĕрлĕ чечек тупма пулмасть пулĕ! Вĕсем çинчен пыл хурчĕсем сĕткен пуçтараççĕ. Ачасем те çак ăшă çанталăкра пӳрте кĕресшĕн мар, урамра чупса çӳреççĕ.

Акă паян ман пата çывăх юлташ Аня килчĕ. Эпир унпа пӳрт умĕнчи сак çине тухса лартăмăр. Вăл мана вăрмана кайса килме сĕнчĕ. Эпĕ юлташ сĕнĕвĕпе килĕшрĕм. Алла карçынккасем илтĕмĕр те вăрманалла вĕçтертĕмĕр. Вăрмана вара ялтан инçе вырнаçнă. Утрăмăр-утрăмăр, ывăнса çитрĕмĕр. Ăш хыпса çитнĕ пирки ĕçмелли шыв шырарăмăр. Аякрах мар пĕр пĕчĕк кӳлĕ сарăлса выртнине асăрхарăмăр. Асанне каланине аса илтĕм: «Вăрманта пĕр кӳлĕ пур. Унти шыв — асамлă». Кӳлĕ хăй патне илĕртет. Эпир юлташпа кӳлĕ патнелле утрăмăр. Акă пирĕн умра çап-çутă та таса кӳлĕ сарăлса выртать. Эпĕ чăтса тăраймарăм, чĕркуçлентĕм те шыв ĕçме пуçларăм. Юлташ та манран юлмарĕ, вăл та шыв ĕçме пуçларĕ. Шыв ĕçрĕмĕр те канма ларас терĕмĕр. Ларатпăр çапла юлташпа шăкăл-шăкăл калаçса.

Малалла

Çĕнĕ çул


Иртсе кайрĕ Кивĕ çул —

Çитрĕ ĕнтĕ Çĕнĕ çул.

Çĕнĕ çулта çĕн телей

Пур халăха сунатăп.

 

Çакă çитнĕ Çĕн çулта,

Çут çанталăк шучĕпе

Сивĕ хĕлле иртсессĕн,

Çурхи ăшă килтĕр те,

Юрĕ кайтăр ирĕлсе.

 

Хĕрӳ хĕвел хĕртнипе

Çĕрĕн пĕвĕ ăшăнса

Ăшă çумăр çутăр та —

Чĕрĕ çеçке чĕрĕлтĕр,

Ыраш калчи ешертĕр.

 

Ака тырри аксассăн,

Акни çĕре варăнтăр.

Тӳлек çумăр пултăр та,

Тымарланса мĕн акни

Шăтса тухтăр çĕр çине.

 

Вишни йывăç, улмуççи

Шурă кĕрен чечеклĕ

Тутăр çыхтăр çуркунне.

Хĕрлĕ шурă улмасем

Спас çитнĕ чух, кĕркунне,

Тайса ларччăр турата.

 

Выльăх-чĕрлĕх апатне —

Сип-симĕсех пусăра.

Пилĕк таран çаранта

Курăк ӳстĕр ешерсе.

 

Çил-тăвăлтан, сив пăртан

Чипер тăтăр çанталăк.

Вут-кăвартан — хуйхăран

Тӳлек пултăр самана.

 

Хирте — уйра тырă-пул

Акни харам ан пултăр:

Хăмăль пултăр хăмăш пек,

Малалла

Хăрушă каç хыççăн


Саша классĕнче урай çуса пĕтерчĕ те ларса канас терĕ. Тем, кунĕпех пуç ыратать паян, вăй та çук. Вăл учитель пуканне антарчĕ те ларчĕ, куçне хупрĕ те ĕмĕтленме пуçларĕ, сисмерĕ те, çывăрса кайрĕ. Сасартăк физика кабинетĕнчен хăрушă сасăсем илтĕнме пуçларĕç. «Саша! Саша!», — тенипе арçын ача вăранса кайрĕ. Сехет çине пăхрĕ те вун иккĕ çитнине курчĕ. Саша хăй класĕнчен тухрĕ те физика кабинечĕ еннелле пăхрĕ, анчах унта кайма хăрарĕ. Хăй урай çунă витрине илчĕ те çав кабинетăн алăкĕ çине печĕ, алăкĕ уçăлса кайрĕ. «Алăка физика учителĕ уçăпа питĕрнине хам куртăм, анчах та халĕ вăл хупă мар, кам уçса кĕме пултарнă-ши вара?» — çиçĕм пек шухăш вĕçсе иртрĕ ун пуçĕнче. Çав вăхăтра кабинетра кăвак çулăмпа çунакан çынна курчĕ вăл. Нумай пăхса тăмарĕ хăрама ернĕ ача ун çине, тухса тарас тесе шкул алăкĕ патнелле чупрĕ, анчах тухса тараймарĕ, ăна питĕрнĕ иккен. Саша стена çумне таянтарнă стендсем хыçне пытанчĕ. Ирчченех ларчĕ вăл унта. Шкулта урăх нимĕнле сас-чӳ те пулмарĕ. Çав каçа мĕнле шухăшпа, мĕнле туйăмпа ирттенине Саша хăй çеç пĕлет.

Тепĕр куне хытă тĕлĕннĕ ача библиотекăна чупрĕ. Вăл «Шкул историйĕ» кĕнекене тупрĕ те вулама пуçларĕ. Вуласан-вуласан Саша хăй мĕн шыранине тупрĕ: «1947-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче физика кабинетĕнче хăрушă ĕç пулса иртнĕ. Кондратьев Иван Павлович учитель, яланхи пекех, ыранхи уроксене валли хатĕрленсе пĕтернĕ те киле кайма тухнă. Шкултан аякка та каяйман, шкул енчен темле сассем илтĕннĕ. Иван Павлович каялла таврăннă. Ăна хирĕç шкултан пĕр çын вирхĕнсе тухнă та уй еннелле чупнă. Алăкран кĕнĕ-кĕмен Иван Павлович физика кабинечĕ енчен çулăм палкаса тухнине курнă. Учитель мĕн пулса иртнине ăнланса илеймен-ха, анчах хăйĕн кабинетне çăлмаллине ăнланнă. Вăл çулăмпа кĕрешме тытăннă. Сасартăк ун çине çунакан мачча йăтăнса аннă… Иван Павлович чăннипе мĕн пулса иртнине нихăçан та пĕлеймĕ ĕнтĕ. Ĕçĕ вара çапла пулнă: учитель кабинетран тухсан унта ялти пĕр çапкаланчăк кĕнĕ. Вăл кабинетран приборсем вăрласа тухасшăн пулнă. Класа кĕрсен керосин лампине çутнă, ăнсăртран пукан уринчен такăннă, аллинчи лампа çĕре ӳкнĕ, керосин урай тăрăх юхнă, унпа пĕрле çулăм сарăлнă… Çакăн хыççăн кашни çул пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Кондратьев И.П. ĕçленĕ кабинетра унăн мĕлки (призракĕ) тухать теççĕ çынсем, анчах хальлĕхе ăна никам та курман-ха…»

Малалла

Чаплă вилĕм юрри


Халăх куçĕ умĕнче

Çук çынсемшĕн вилетпĕр.

Сыв пул ĕнтĕ, çут тĕнче,

Юлашкине паратпăр.

 

Йĕри-тавра халăхсем

Пире курсан хĕрхенчĕç,

Анчах вăйлă улпутсем:

— Çакăр! — тесе кăшкăрчĕç.

 

Ман юлашки сăмахсем:

«Пуласси çине шанса,

Хытă тăрăр, халăхсем,

Ан чарăнăр хăраса.

 

Пирĕн халĕ çĕр çинче

Çырмари пек юн юхать,

Хресчен сахал хирĕнче

Куççуллипе сухалать.

 

Нумай тăлăх ачасем

Ялтан яла çӳреççĕ,

Çынна тĕл пулсан, вĕсем

Ашшĕ çинчен ыйтаççĕ.

 

Эсир, тăлăх ачасем,

Аçăрсене ан шырăр,

Вĕсене, ырă çынсем,

Улпутран ыйтма хушăр.

 

Эй, пур нушаллй халăх!

Çакна эсир ан манăр.

Вăл халь пирĕн вăхăтлăх,

Пулассишĕн тăрăшăр!..

 

Акă эпир вилнĕ пек,

Çын ырлăхĕшĕн вилĕр.

Ун пек вилĕм пулмĕ тек,

Ырлăхăра вăрçса илĕр».

 

Каллех вăйлă улпутсем:

— Çакăр вĕсене! — терĕç.

Унта тăракан çынсем

Пуçне чиксе саланчĕç.

Вĕçекен турилкке


Кӳршĕ урамра пурăнакан Света патне тантăшĕ каçрĕ.

Катя хăй мĕншĕн килнине тӳрех пĕлтерес шутпа, пальто кĕсйинчен журналтан касса илнĕ хут листи кăларса Светăна тăсса пачĕ. Унта инçетри туссен адрĕсĕсем иккен.

— Света, манăн урăх çĕр-шывра пурăнакан тантăшсемпе çыру çӳретес кăмăл пур. Мĕнле пек, эсĕ пулăшăн-ши çыру çырма? Эпĕ ют чĕлхене ытла пĕлсех каймастăп.

— Аван, аван эпĕ санăн шухăша ырлатăп, анчах каçар, тусăм, халлĕхе сана пулăшма пултараймастăп. Мĕншĕн тесен манăн халĕ сăвă вĕренмелле, вăхăтăм çукрах, ыран кил, ун чух пулăшăп сана.

Светăсем патĕнчен Катя савăнăçлă кăмăлпа тухрĕ те килнелле чупнă пек кайрĕ. Унччен те пулмарĕ, урам вĕçĕнче вăл темĕнле çутă курах кайрĕ. Тĕттĕм пулнă пирки, вăл ăна самаях лайăх курчĕ те кайса пăхма шут тытрĕ. Сав çутă патнелле çывхарнă май, вăл тата инçерех куçса пычĕ. Катя каясшăнччĕ, анчах та çав самантра çăлтăрлă тӳпере вăл темĕнле турилкке евĕр япала курах кайрĕ. Тĕлĕннипе унăн сехри хăпрĕ, япала унăн умне ларчĕ, унтан икĕ çын тухрĕç, Катьăна темĕскер каларĕç, анчах вăл ăнланаймарĕ. Ал сулса кăтартнипе çеç хăйсем патне чĕннине ăнланчĕ, вĕсемпе кайма килĕшрĕ. Карап çине Катя кĕрсе ларчĕ те, туриллке çулелле хăпарчĕ, малалла вĕçсе кайрĕ. Катя мĕн пулса иртнине нимĕн те ăнланмарĕ. Чӳречерен пăхса пычĕ. Анчах та çăлтăрсемсĕр пуçне урăх нимĕн те курăнмарĕ. Акă уйăх куçне хĕссе хăварчĕ пире. Ман тем каласшăн пулчĕ, анчах…

Малалла

Ĕçĕр, чăвашсем, ĕçĕр...


Ĕçĕр, чăвашсем, ĕçĕр!

Эрех ытларах пĕçерĕр.

Эрех ĕçсе пурăнни —

Пур ĕçсенчен аванни.

 

Черккепе мар, алтăрпа

Ĕçĕр ăна ытларах.

Хастарланса пур вăйпа

Пĕçерĕр ăна лайăхрах.

 

Ĕçĕр, чăвашсем, ĕçĕр!

Тырра ĕçсе пĕтерĕр:

Пире тырă кирлĕ мар,

Эпĕр выçах пурăнар.

 

Ача-пăча, арăмсем,

Çӳрĕр выçă тарăхса.

Ĕçĕр, ырă чăвашсем,

Ĕçĕр, ĕçĕр савăнса.

 

Ĕçĕр, чăвашсем, ĕçĕр,

Тăрă-урă ан çӳрĕр.

Эсĕр урă çӳрени —

Савăнăçсăр пурăнни.

 

Эсĕр урă пурăнсан,

Хăвăр начарри палăрать,

Йĕри-тавра куç пăхсан,

Япăхлăхăр курăнать.

 

Ĕçĕр, чăвашсем, ĕçĕр!

Тăна ĕçсе пĕтерĕр.

Пурăнăçа юсас мар,

Çутта тухма пăрахар.

 

Ют халăхсем малалла

Кайччăр çутта туртăнса;

Эпĕр юлар каялла,

Эрех пăсне шăршласа.

Интаплата


Пĕррехинче япăх вĕренекен Коля урока вăтăр минут кая юлса килчĕ. Класс руководителĕ ыйтса пĕлесшĕн пулчĕ:

— Ăçта пулнă-ха эсĕ? Каллех çывăрса юлтăн-и?

Айăпа кĕнĕ Коля:

— Çу-у-у-к! — тет сăмаха юриех тăсса.

— Мĕн пулнă санпа? — татах тĕпчет учитель.

— Пĕлетĕр-и, эпĕ шкула килнĕ чух аслати авăтма, çиçĕм çиçме пуçларĕ. Эпĕ çул айккинчи йăмра айне тăтăм. Манран инçех те мар темскер йăлтăртатса илчĕ. Хăранипе куçа хупрăм. Çапла тăрса мĕн чухлĕ вăхăт иртсе кайнине астумастăп. Куçа уçрăм та — эпĕ халиччен курман этем евĕрлĕ чĕр чун тăра парать ман умра. Хам куçа хам ĕненместĕп. Тĕлĕк куратăп-и эпĕ? Е чăн-и ку?

— Кайса курас килет-и пирĕн тĕнчене? — кĕтмен çĕртен ыйтрĕ вăл манран. Эп хăранипе сисмесĕрех юрать тесе каласа ятăм.

Вара ют планетăри чĕр чун мана хăйĕн турилкке евĕрлĕ карапне кĕртсе лартрĕ те, эпир вĕçсе кайрăмăр.

Пиллĕк таран та шутласа ĕлкĕреймерĕм — вĕсен планети çине анса та лартăмăр. «Ку мана вĕлерме илсе килчĕ-ши? — çиçсе илчĕ пуçра шухăш.

— Эй! Мĕн пулать те, мĕн килет. Курса юлам-ха пĕрех хут вĕсем мĕнле пурăннине».

Малалла

Кĕркуннехи хаяр çил...


Кĕркуннехи хаяр çил

Кăнтăр енчен вĕринччĕ.

Эпĕ ӳснĕ савнă кил

Манран хыпар илинччĕ.

 

Çурçĕр енчен пирĕн çирен

Кайăк каять йĕркерен.

Кайăк, кала юрăра

Пирĕн енчи хыпара.

 

Эх, кайăксем çӳлте-çке,

Манăн сассăм çитмеcт-çке!

Кайăк каять карласа,

Пирĕн çĕре пăрахса.

 

Шурă пĕлĕт çумĕнчен

Кайăк пăхать тĕнчене,

Ăçта кирлĕ çĕр çинче

Курать вăрçăн хуйхине.

 

Хĕвел анăç хуралсан,

Пĕлĕт тесе ан калăр;

Çумăр тесе ан ларăр.

 

Çав çар сикет, çар вăрçать,

Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть.

Кунĕн-çĕрĕн юн юхать,

Çапах эсрел тăранмасть.

 

Эх, юратнă кил-йышсем,

Пур хурăнташ-пĕлĕшсем,

Çакă çыру çитиччен

Сире салам саринччĕ!

 

Йĕтем çинче тăрăшса

Эсир авăн çапнă чух.

Кайран юрă юрласа

Автан яшки çинĕ чух.

 

Эпир мăнсем хушшине

Урам тăрăх утатпăр;

Каçпа вăрçă ячĕпе

Хуйхă юрри юрлатпăр.

Тĕлĕнмелле çын


Ĕлĕк-авал пурăннă тет пирĕн планета çинче пĕр асамçă. Çав асамçă çинчен Çĕр çинче никам та нихăçан та илтмен тет. Çав çын питĕ ĕçчен те правур пулнă. Çавăнпа пурте пулнă те тунăн: тĕлĕнмелле кермен, садсем… Çав керменри алăксем те, чӳречесем те, савăт-сапипе сĕтел-пуканĕ те пĕр-пĕринпе калаçма, садсенчи ӳсентăрансем юрлама, чĕр чунсем вара ташлама пĕлнĕ тет. Кĕскен каласан, асамçă тунсăх мĕнне çамрăкрах чухне пĕлмен. Анчах çулсем иртнĕçемĕн çав тĕлĕнтермĕшсем ăна кăсăклантарма пăрахнă. Асамçă хăйĕн шăплăх пӳлĕмне питĕрĕнсе ларнă тет те темĕн çинчен сехечĕ-сехечĕпе шухăшланă, анчах чунри канлĕхне ниепле те тупайман! Пĕр уйăх иртнĕ çапла, икĕ уйăх… Ӳсентăрансем те, чĕр чунсем те хуçине тем пек савăнтарас тесе тăрăшнă пулин те, нимĕнпе те пулăшайман. Юлашкинчен, ним тума аптранипе, планета çинчи чи ăслă та ватă вĕçпĕл кайăкран канаш ыйтма шут тытнă тет, мĕншĕн тесен çав кайăк таçта та пулса курнă, тем те пĕлнĕ. Пĕр вăхăт шухăша путнă хыççăн вĕçпĕл çапла каланă: «Эпĕ хамăр планетăн тепĕр кĕтесĕнчи çĕр-шывра пирĕн хуçа пекех икĕ ураллă чĕрĕ чунсем куртăм. Темĕн чухлех вĕсем. Пурте мăшăрлă, ача-пăчаллă. Тен, пирĕн хуçана çав вырăна илсе кайса кăтартмалла?»

Малалла

Самана


Çут çанталăк улшăнчĕ,

Пĕтĕм тĕнче вăранчĕ.

Хĕлле иртсе çу çитрĕ,

Юр ирĕлчĕ, çĕр тухрĕ.

 

Хĕвел пăхать çав хĕртсе,

Кунтан-кунах ăшăрах.

Йывăç-курăк ешерсе

Ӳсет ĕнтĕ вăйлăрах.

 

Кивĕ, йывăр самана,

Юхса кайрĕ çур шывпе.

Авалтанхи ылхана

Çĕнтертĕмĕр пĕтĕмпе.

 

Иртнĕ хĕлле сивĕччĕ,

Пирĕн пурнăç хурлăхчĕ,

Çак çуркунне аванах,

Хальхи йĕрке лайăхах.

 

Пуяннипе чухăнни

Пĕр хисепе кĕреççĕ,

Куштаннипе мĕскĕнни

Пĕр сак çине лараççĕ.

 

Тĕрлĕ йывăç-курăксем

Ӳсме тивĕç çĕр çинче,

Тĕрлĕ чĕлхе халăхсем,

Пĕр хисеплĕ халь çинче.

 

Ĕлĕк пурăннă чăваш

Пуринчен те пит йăваш.

Çапах ăна мăшкăлланă,

Тивĕçсĕрех хурланă.

 

Халĕ ĕнтĕ апла мар,

Пире те хисеплеççĕ,

Кунтан-кунах ыр хыпар,

Этем шутне кӳртеççĕ.

 

Тăр-кăнтăрла лайăх та,

Çавра çилпе пăсăлать;

Ку самана ырлăх та,

Вăрçă пирки хумханать.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 686 687 688 689 690 691 692 693 694 ... 796