Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кĕмĕл кĕперЙĕрсем çухалмаççĕТанатаАтăл шывĕ юха тăратьХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхКăвак çĕмренХум пӑшӑлтатӑвӗ

Тăпăртатса тăран, ай, тур лаши...


Тăпăртатса тăран, ай, тур лаши

Ăçта çитсе чарнас ĕмĕтлĕ-ши?

 

Тилхепине хăй тытаймасть те-çке,

Хăш çулĕпе ярасса чухлаймасть те-çке.

 

Лавçи лайăх пулсан — юринччĕ,

Каяс çулĕ такăр пулинччĕ.

Чăваш чĕлхи


Тĕтреллĕ Висла леш енче çӳреп-и,

Кĕретĕп-и Карпат ту чакăлне,

Ăçта кайсассăн те, илтетĕп эпĕ

Тăван чĕлхемĕн тунсăх сассине.

 

Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,

Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.

Санпа ман халăх чунĕ те илемĕ

Çӳрет çӳлте те çĕр çинче вĕçсе.

 

Юрланă чух сассу хитре те уçă:

Итлет вăрман та хир те янраса.

Чулсем çинчи канми-тăми çăлкуçĕ

Юхса йăпаннă пек сассу таса.

 

Екки ярса ачашшăн калаçмалăх

Çулла çап-çутă уйăх шевлинчен

Туса сана шăратнă манăн халăх,

Сана шăварнă шăпчăк юрринче.

 

Анчах та халăхăн çилли хаяррăн

Чĕре тулли йӳçсе тапса тухсан,

Чăваш чĕлхи, чĕлхемĕм, шĕл кăваррăн

Çунать вăю та сан, юрру та сан.

 

Сана хăрушă кунсенче касмалăх,

Йыхравлăн кĕрлеме кĕрешӳре

Хĕвелĕн çуттипе туптанă халăх,

Сана савса шăратнă çиçĕмре.

 

Сана йăваш теме кам хăюлланĕ,

Сана кам хурлĕ халĕ çĕр çинче, —

Итлерĕм эпĕ, гварди капитанĕ,

Малалла

Юман юмахĕ


Кĕрхи шухă çил йывăçсене силлерĕ, мана та аннерен уйăрса çĕр çине ӳкерчĕ.

Хура çĕр мана шеллерĕ, çупăрласа ăшăтрĕ. Хаяр çил сиввисем çитсен те аптрамарăм. Çулçăсемпе витĕнтĕм те чиперех хĕл каçрăм.

Çурхи хĕвел хĕртме тытăнсан çĕр те ăшăнма пуçларĕ. Вăл мана хăйĕн ăшшине пачĕ, çăл куç шыв ĕçтерчĕ. Кĕçех эпĕ чĕрĕлтĕм, тымар ярса çулçă кăларма çӳлелле кармашрăм.

Пĕр çул иртрĕ, иккĕ, виççĕ... Эпĕ кунсеренех вăйлансах пытăм, çирĕп юман пулса тăтăм. Мана никам та кӳрентермест. Çуркунне кайăксем кăнтăртан вĕçсе килеççĕ те ман туратсем çинче йăва çавăраççĕ, чĕпĕ кăлараççĕ. Вĕсем манăн чăн-чăн туссем пулса тăчĕç. Кĕр çитсессĕн вĕсемпе хамăн çулçăсемпе алă сулса уйрăлатăп. Кайăксем, «Эпир çитес çул каллех килетпĕр! Ан кулян», — тесе сывпуллашаççĕ.

Вăрман патши патĕнче хăнара пулни


Вăрмана кайрăм. Пĕр тунката çинче упа выляса ларать, аякрах мар — унăн пӳрчĕ. Упа патне кĕрсе курас килчĕ. Пытанкаласа-шукаласа унăн пӳрчĕ патне çитрĕм, хăй сисиччен пӳрте кĕрсе тарасчĕ. Çук, пулмарĕ. Куç умĕнче кăмпасем, тĕрлĕрен çырласем тата пыл карасĕсем. «Эх, тăраниччен çиетĕп ĕнтĕ», — чĕлхене çуллатăп эпĕ. Упа тунката çинчен тăчĕ те хăйĕн пӳрчĕ патнелле ута пуçларĕ, эпĕ пӳртрине сисрĕ пулас, кăшкăра пуçларĕ. Вăл кăшкăрнине илтсе ытти чĕрчунсем киле пуçларĕç. Кашкăрпа тилĕ пашкаса çитрĕç,

— Мĕн пулнă? Мĕншĕн кăшкăратăн?

— Çакăнта ача сассине илтрĕм.

Кашни шырама пуçларĕ, çывăхрах та çывăхрах пыраççĕ, кĕçех ман пата çитеççĕ. Мĕн тăвас? Ăçта пытанас? Епле çăлăнас? Ăмăрткайăк хăйĕн çивĕч куçĕсемпе чарлаттарса пăхать. Мана курчĕ пулас, эпĕ чĕтренине сисрĕ, нимĕн те шарламарĕ.

— Çук кунта никам та, айтăр-ха, тулта шырар! — тесе чĕрчунсене урама илсе тухрĕ.

Мĕн пур вăйя пухрăм та килелле чавтартăм кăна.

Тинĕс тӳлеккĕн тĕлĕрет...


Тинĕс тӳлеккĕн тĕлĕрет...

Ун кĕленче пек питĕнче,

Пăхсассăн инçете, лере, —

Çиçсе вылять каçхи тĕнче.

Тинĕс тӳлеккĕн тĕлĕрет...

 

Тинĕс тĕнчи

ытла хӳхĕм!

Ав, çăлтăрсем, хăюсăр пек,

Çӳлтен тăкаççĕ йĕпхӳ хĕм,

Вăйă выляççĕ çĕрĕпе...

Тинĕс тĕнчи ытла хӳхĕм!

 

Уйăх çĕкленчĕ тинĕсрен

Пит пысăк пурçăн çăмхи пек.

Ун ылтăн сăнĕ пин тĕсрен

Сарăлса выртрĕ шыв çийĕпе.

Уйăх çĕкленчĕ тинĕсрен.

 

Те тинĕс пит те тӳлекрен,

Мăн уйăх пурçăн пиçиххилле

Тинĕсе çыхрĕ пилĕкрен.

Çĕкленчĕ вут юпи çӳле...

Те тинĕс пит те тӳлекрен?..

 

Тинĕс тӳлеккĕн тĕлĕрет.

Çăлтăр вылять инçе-инçе...

Çук, çăлтăр мар вăл, ав лере

Пĕр çутă ялкăшса сӳнчĕ...

Тинĕс тӳлеккĕн тĕлĕрет...

 

Анчах асрах эс тыт ăна:

Вĕçсер тинĕс тӳлекĕнче

Хăрушă тăвăл пытанать,

Хăрушă тăвăллă тĕнче!..

Ялан асрах эс тыт ăна.

 

Тен, кам пĕлет: ак, паянах,

Малалла

Кăвак çеçке


Юлташăм тухрĕ ирхине

Йĕпе окопăн хĕррине.

 

Сасартăк курчĕ вăл çеçке.

Кăвак çеçке илемлĕ-çке.

 

Ăна татса, конверт ăшне

Чиксе ăсатрĕ инçене.

 

Çеçке йăпатĕ инçетре

Фиалка куçлă пĕр хĕре.

 

Çеçки типсен те, пӳртĕнче

Çеçке пек туйăнĕ тĕнче.

Кайни кайтăр терĕç пуль те...


Кайни кайтăр терĕç пуль те — асилмерĕç.

Шухăшласа пăхрăм та — тарăхрăм:

Юрра юрă вырăнне, тен, хумарĕç,

Кăмăла-и кирлĕ пек хакламарĕç...

Сăмах чĕнсе пăхрăм та — ăнланмарăм:

 

Хам сассăмпа сирĕн юрра тăсас мар-им,

Хам кăмăлпа сирĕн хушша пырас мар-им?

Эпĕ — лантăш


Эпĕ — лантăш, Машăсен пахчинче шăтса тухрăм.

Пĕр ирхине Маша пахчана тухрĕ, мана курсан вăл питĕ хĕпĕртерĕ. Ĕçчен те ырă кăмăллă хĕр ача ман пата кашни кунах килме пуçларĕ, шăварчĕ, çумларĕ, хĕвел ансан, «Ырă тĕлĕксем кур», — тесе алă сулса хăварчĕ.

Машăна кура ытти ӳсен-тăрансем те ман тавра пухăна пуçларĕç, улмуççи, груша, слива, чие тĕммисем... Манпа юнашарах çĕр çырли çитĕнет. Вăл та Машăна кĕтет, ăна юратать.

Пĕррехинче пахчана ĕне тухса кайрĕ. Вăл мана çисе ярасшăнччĕ. Юрать-ха Маша часрах чупса çитрĕ те ăна хăваласа ячĕ.

— Тавтапуç сана, Маша! Телейлĕ пул! Ӳсен-тăрансене малашне те юрат, упра! — тесе эпĕ хĕрачана савăнтарас шутпа пĕчĕк шăнкăрав евĕрлĕ шурă чечексем çуртăм.

Телей уççипе парнеллĕ пултăм


Ыран Çĕнĕ çул тенĕ чух вăрмана чăрăш касма кайрăм. Йывăçсем хушшипе утса пынă чух пĕр мулкача куртăм та хăвалама тытăнтăм. Нумай чупрăм-и, сахал-и, пĕр шăтăка кĕрсе ӳкрĕм. Шăтăкĕ тарăн иккен, аран-аран анса çитрĕм. Пĕр пăрлă пӳлĕме кĕтĕм. Йĕри-тавра темĕн тĕрлĕ мăйрака. Эрешсем тейĕн вĕсене. Тĕлĕнсех кайрăм. Леш вĕçĕнче татах тепĕр алăк пур иккен. Хăра-хăрах тепĕр алăк патне утса кайрăм, ăна уçрăм. Пӳлĕмре тем пысăкăш чăрăш ларать, ăна çав тери хитре теттесемпе илемлетнĕ. Татах алăк курăнчĕ. Ку хутĕнче пĕр хăрамасăрах ун патне чупса пытăм. Алăка тĕкрĕм, вăл уçăлмарĕ. «Ман кĕсьере уçă пур-çке», — аса илех кайрăм эпĕ. Алăка уçрăм. Хăрамасăрах пӳлĕме кĕтĕм. Йăри-тавра ылтăн. Пĕр ватă ларать. Хăраса каялла тарма тытăнтăм, алăк хупăнса ларчĕ.

— Ан хăра манран, — тет хайхи мучи, — эпĕ санăн кăмăлна тивĕçтерĕп. Мĕн кирлĕ — ыйтма пултаратăн.

Хама валли компьютер кирли пирки эпĕ пачах манса кайнă.

— Компьютер! — кăшкăрса ятăм эпĕ.

Ман ума компьютер тухса та ларчĕ.

— Эсĕ ăна киле йăтса çитерейместĕн, — шеллерĕ мучи. Кĕçех ман ума лав çитсе те ларчĕ. Мучие тав сăмахĕ каларăм, çуна çине хăпарса лартăм. Мучи пĕрре шăхăрчĕ те, лашасем тапса сикрĕç.

Малалла

Тĕнче пек пысăк чĕмсĕрлĕх...


Тĕнче пек пысăк чĕмсĕрлĕх

Ыйтуллăн тинкерет.

 

Ун умĕнче эп кĕлмĕç тĕ

Патша — ун умĕнче.

Хăйсем камне пĕлеймĕç те

Ун çут ытамĕнче.

 

Ун вĕçĕ çук, сарлакăш те,

Пин-пин тымар ăшра.

Асаттесен аслашшĕ те

Çав тарăн шăплăхра.

 

Иртнĕ кунсен хусканăвĕ,

Çĕршер пин юнтымар.

Юрри-кĕвви, пуласлăхĕ...

Нимскер те манăçман.

 

Пĕртен-пĕр ырă тивĕçĕм

Килет халь ман ума:

Ӳпкевсĕр, тӳрĕ, тивĕçлĕн

Вĕçлесчĕ çак куна.

 

Ытла та пысăк чĕмсĕрлĕх...

Çук, чарăнмасть пăхма.

Таса юласчĕ ĕмĕрлĕх

Тĕнче умне тухма.

■ Страницăсем: 1... 656 657 658 659 660 661 662 663 664 ... 796