Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Ку ача...

  11.02.2015 21:45 | 2604 Пурĕ пăхнă

Ку ача каснӑ-лартнӑ ашшӗ -

Симӗс куҫ, сарӑ ҫӳҫ, ҫав сӑмсах!

"Манран мар вӑл!" - теме пӑхасшӑн

Ҫӗрелле тӗвелле лач! сурса.

 

Йышӑнман ачасен куҫҫулӗ

Сурчӑку пек сӑрхӑнмӗ ахаль.

Вак чуннун тертлĕ вĕçĕ пулĕ,

Пархатарсӑр, киревсӗр кахал!

 

Ҫӑмӑлттай пулма питӗ меллӗ,

Хӑвшӑн ҫеҫ пурӑнни ай! паха!

Юрату самаях йӳнелнӗ...

Юлчӗ мӗскӗн ҫурма тӑлӑха.

 

Ку ача каснӑ-лартнӑ ашшӗ...

Симӗс куҫ, сарӑ ҫӳҫ, ҫав сӑмсах -

Кӑларса илнӗ пӗчӗк Саша!

Ӑнтӑр пурнӑҫӗ, Турӑ, ҫырлах!

 

Прозалла савасем 2

  25.01.2012 14:10 | 4528 Пурĕ пăхнă
Тинес хуме - сан сусу
сура уйах - кус харшу.
Сута хевел - йал кулу,
патвар юман - келетку.
Мен-ма сана савас мар,
пер сукмакпа утас мар.

-----------------------------------------------------------
Пурнас, пурнас.Хаш-пер телте паранас. Иккен! Юрату самхине сухерех арлана Телсенче пурнас сиппи чалханса ларасшанчче. Эпе вара ана чатамлах певинче чухесе илтем те ыркамаллах тесепе певетрем. Юрату туппинче аллама султам-султам сана кетсе. Еметсен кермененче хаман чарсар шухашсене тытса чараймасар сана айкашрам... сана кетсе.
Эсе ситрен. Тавралах юратупа тулче.
 

Прозалла савасам

  25.01.2012 13:47 | 4470 Пурĕ пăхнă
Ах, ашканчак. Кам хушна сана ман чуна сапла ирек ыйтмасар керсе вырнасма. Чере алакне мен хушара усран? Сарассине астан тупран? Керсе вырнасран та... сунтаратан. Сулаипах. Тетеме сес куранмасть. Сана курсан черем сиксе тухасла тапать, пуранас килет, сунат хушса весессем килет - эс пуртан. Тавтапусах сана сер сине суралса килнешен. Эсе, эсе мана вай-хават парса таракане. Туятан-ши савна, чун савнисем? Сисетен ши савна, хамар кусам?
Туятан, сисетен. Сисмеш таватан. Ах, ашканчак...
--------------------------------------------------------
Ман чун хуси вал - эп хамах. Эс ман чунпа хусаланайман.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 9, 10, 11, 12, 13, [14]
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)