Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Чӑваш театрӗсенче ӳсменни пур — Тутарстанри ӗҫтешсем ҫапла шутлаҫҫӗ

  17.03.2017 22:09 | 6471 Пурĕ пăхнă

Ҫак кунсенче Тутарстанри Пӑва (Буинск) драма театрӗнче регионсен хушшинчи театраллӑ фестиваль пырать. Унта чӑваш театрсене чӗнмен. Ҫак ҫинчен «Idel.Реалии» сайт пӗлтерет.

Мӗншӗн пире йыхравламан? Ҫак ыйтуна хӑш-пӗр кӳршӗ республикин театр ӗҫтешсем хуравлаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чӑваш театрсенче ӳсменни (застой) лару-тӑру имӗш.

Тӗрӗс-и ку шухӑш? Эпӗ ку ыйтуна — «Тӗрӗс мар!» тесе хуравлатӑп. СССР пӗтнӗ хыҫҫӑн чӑваш театрсенче нумай ырӑ улшӑнусем иртсе кайрӗҫ. Актуаллӑ, пурнӑҫа ҫывӑх, тӗрӗс кӑтартакан пулӑмсене чӑваш театрсенче хамӑр артистсем ӑста выляҫҫӗ.

Далее...

 

«Ҫӗр сӗткенпе этем эп пулнӑ...»

  05.03.2017 19:00 | 4910 Пурĕ пăхнă

Ҫак йӗркесене эпӗ Григорий Скворцовӑн «Манӑн несӗл» ятлӑ сӑввинчен илтӗм. Хайлав ҫапларах йӗркесенчен пуҫланать:

Мӑн Хапӑсра ҫуралнӑ эпӗ,

Унтах эп ӳснӗ пӗчӗкрен,

Ҫӗр ӗҫлекен хресчен хисепӗ

Йӑхра ман пулнӑ ӗмӗртен.

Ман асатте сухаҫӑ пулнӑ,

Ҫӗре юратнӑ чӗререн,

Ҫу кунӗнче ҫаран та ҫулнӑ,

Е тырӑ вырнӑ ҫур ҫӗрччен.

Сӑвӑҫӑн аслашшӗ (маҫакӗ) Ҫтаппан ятлӑ пулнӑ, вӑл ывӑлӗсене яланах ӗҫлеме хистенӗ, ҫӗр ӗҫне юратма хӑнӑхтарнӑ, суха тутарнӑ, сӳре сӳреттернӗ, чӑн чӑваш (ӗҫченлӗх — чӑвашлӑхӑн пӗр палли-ҫке!

Далее...

 

Георгий Леонидович Ефимов (Тусли) — паллӑ ҫыравҫӑ

  20.01.2017 14:33 | 6343 Пурĕ пăхнă

70 ҫулхи юбилей ҫывхарнӑ май

 

Георгий Леонидович Ефимов — паллӑ поэт, прозаик, публицист, Нестер Янкас премийӗн лауреачӗ, Раҫҫӗй Федерацийӗн журналистсен союзӗн членӗ. Вӑл 1947-мӗш ҫулхи июлӗн 17-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Турхан Упи ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ, Леонид, водитель пулса ӗҫленӗ, амӑшӗ, Нина Егоровна, тӑван колхозра вӑй хунӑ. Юратнӑ ачине ашшӗ-амӑшӗ пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхтарнӑ, тӗплӗ тума вӗрентнӗ.

1955-1958 ҫулсенче Георгий ялти тӑватӑ класлӑ пуҫламӑш шкула ҫӳренӗ.

Далее...

 

Сутнӑ ӗне сӗчӗ тутлӑччӗ...

  24.11.2016 22:03 | 7117 Пурĕ пăхнă

(Арсений Тарасов калавӗсем пирки)

 

Арсений Тарасова чӑваш халӑхӗ инҫекурӑмра (телевиденире) ӗҫленӗ чухне палласа юлчӗ. Вӑл хатӗрленӗ кӑларӑмсене («Хоппасем», «Тавсси», «Кӑлтӑрмач-шав») ватти-вӗтти юратса пӑхатчӗ. Чӑваш академи драма театрӗнче унӑн хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ «Инҫет телей ҫути», «Мунча ӑшши» спектакльсене юратсах йышӑнчӗҫ. Шилӗк историне чухлакансем ӑста дарматурга «Чӑваш Вампиловӗ» теҫҫӗ. Каярахпа журналист «Тӑван Атӑл» журнал тӗременлӗхӗнче, «Хыпар» хаҫатра ӗҫлерӗ.

Далее...

 

Аптӑра ҫара хӗрсемпе аптӑратмаллипех аптӑратнӑ

  21.11.2016 14:58 | 7270 Пурĕ пăхнă

Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти ӳнер театрӗнче «APTARA-fest» фестиваль иртрӗ. APTӐRA-festа пыракансене живопись те, авангардла поэзи те, наци чӗлхиллӗ хальхи юрӑсем те, дизайн-маркет та, фуд-корт та, наци сӗмӗллӗ хулари тумтир те тӗлӗнтерме шантарнӑччӗ мероприяти йӗркелӳҫисем.

Чӑн та, пурте тӗлӗнтернӗ. Ҫӑвара пуринчен ытла карса пӑрахтарни — фестивальти ҫара пикесем. Ҫакна халӗ Фейсбукра хытах сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫара пикисем ҫарах та мар темелле: вӗсене сӑрласа пӗтернӗ.

Далее...

 

Ӗҫре харӑс тӑрса ташлар-и?

  21.10.2016 16:40 | 5581 Пурĕ пăхнă

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен хӗрарӑмсем чирлисем патне кайма кӗтсе ларнӑ вӑхӑтра авкаланса та хуҫакаланса ташланине, ҫав видео халӑх тетелне лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Кӗтмен-туман ҫӗртен аптӑраса ӳкнисене хӑвӑрттӑн пулӑшма хатӗр профессие суйланӑскерсене шансон шӑрантаракан Катерина Голицынан «Какая дама пропадает» юрри килӗшнӗ.

Черчен чунлӑ хӗрарӑмсене унта чуна тивмелле сӑмахсем пур: «Красива, умна, но только одна, одна на свете.

Далее...

 

Чӑваш сцени ҫинчи вӑрланӑ юрӑ

  27.06.2016 08:00 | 5670 Пурĕ пăхнă

Яла кайсан Наци радиовне е Тӑван радиона вӗҫӗмех итлетӗп. Ӗҫ пӑрахса, ҫине тӑсӑлса выртса мар-ха. Ӗҫе кӳлӗнсен янӑратать те вӗсене тусӑм. Унпа пӗрле чылай чухне ирӗксӗртен тенӗ пек эпӗ те чӑваш юррисене итлетӗп.

Ирӗксӗртен итлетӗп тенинчен хытах тӗлӗнме кирлӗ мар. Сӑлтавӗ — кирек мӗнле ӗҫре те профессионала кӑмӑлланинче. Юрӑҫ, композитор, сӑвӑҫ пирки те ҫавнах каланӑ пулӑттӑм. Теприсем тата хӑйсене ытла та универсал тесе шухӑшланӑран пулӗ, сӑввине те ҫыраҫҫӗ, кӗввине те хываҫҫӗ, хӑйсемех шӑрантараҫҫӗ.

Далее...

 

Чувашский художник и бард (!)

  20.04.2016 09:13 | 7245 Пурĕ пăхнă

Как мы уже сообщали, прошедшей зимой и в начале этой весны в Чебоксарах и Казани успешно прошли Персональные выставки талантливого чувашского живописца из Яльчикского района ЧР Валерия Краснова (1969). Но на днях в Чебоксарах художник продемонстрировал ещё и другие творческие способности. Он оказался ещё и бардом, рок-музыкантом, поющим под гитару. Причём, одинаково хорошо на двух языках — родном и русском.

Вернисаж в галерее «Серебряный век»

А дело было так.

Далее...

 

Ӑсталӑх арчи

  11.11.2015 23:31 | 6301 Пурĕ пăхнă

Шупашкар районӗнчи Анат Кӗнер вӑтам шкулӗнче кунта халиччен нихҫан та пулман уяв — ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсен пӗрлехи «Ӑсталӑх арчисен кунӗ» пулса иртрӗ. Вӑл кун вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, кукашшӗ-кукамӑшсем, аслашшӗ-асламӑшсем шкула чӑваш тумӗпе пухӑнчӗҫ. Пурте тӑван чӗлхепе калаҫрӗҫ, пиллерӗҫ, сӑмах каларӗҫ, юрларӗҫ, ташларӗҫ. Уява Шупашкартан пынӑ хӑнасене (Чӑваш наци конгресӗнчен Герольд Никифорова, Вӗрентӳ институтӗнчен Юрий Виноградова, Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗнчен Сергей Сорокина, «Сувар» фондран Тимӗр Тяпкина тата ыттисене) шкул директорӗ Татьяна Майоровапа вӗренекенсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, кашни класс пӗр-пӗринпе ӑмӑртса уйрӑммӑн хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйларӗ, тӗрӗ-эрешпе, тум-юм кӑтартӑвӗпе савӑнтарчӗ.

Далее...

 

Итоги Пленэра СЧХ – 2014 «Ильинка»

  24.02.2015 17:45 | 4660 Пурĕ пăхнă

В Чебоксарах, в Литературном музее на улице Ленинградской,29 открылась выставка Союза чувашских художников (СЧХ) «Пленэр – 2014 «Ильинка».

Афиша выставки СЧХ "Пленэр-2014"

Волжские этюды

Творческая командировка СЧХ летом 2014 года была посвящёна 70-летию Моргаушского района Чувашской Республики. Пленэр организовала член правления СЧХ, уроженка этого приволжского района, граничащего с Горно-Марийским районом Республики Марий Эл, Анна Брагина.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)