Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Ҫул хӗрринче сӗт-турӑх сутни килӗшӳллӗ-и?

  04.11.2016 19:29 | 3842 Пурĕ пăхнă

Кашни кунах Тӗп пасар умӗнче иртме тивет. Ирхине унта яланах ялтан килнӗ кинемейсемпе хӗрарӑмсем, арҫынсемпе стариксем йывӑр кутамккисене йӑтса килсе лараҫҫӗ те сутаҫҫӗ. Уйрӑмах ҫулла тата кӗркунне нумаййӑн вӗсем. Пасар умӗнче мӗн сутнине ӑнлантарма та кирлӗ мар пулӗ: сӗт-турӑх, ҫу, какай, панулми, пахча ҫимӗҫ… Пӗр сӑмахпа, темӗн те пӗр: ыхраран пуҫласа хур таранах. Ялтан вӗсем сӗте темиҫе кӗленче тултарса килеҫҫӗ. «Нивушлӗ йӑлтах сутса пӗтереҫҫӗ? Нивушлӗ ҫынсем палламан ҫынсенчен сӗте ним хӑрамасӑрах туянаҫҫӗ?

Далее...

 

Документалист каҫалӑкӗ

  01.11.2016 12:58 | 7880 Пурĕ пăхнă

Белоруссире пурӑнакан Дмитрий Михлеев кинорежиссера Чӑвашра курман-илтмен ҫын теме ҫук. Юлашки хут вӑл пирӗн тӑрӑха тӑватӑ ҫул каялла килсе кайрӗ, Шупашкарти кинофестиваль программипе килӗшӳллӗн хӑйӗн тӗрлӗ ҫулта ӳкернӗ фильмӗсене кӑтартрӗ, пултарулӑх вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Астӑватӑп, ӑна уйрӑмах телевидени журналисчӗсем «юратса пӑрахрӗҫ», юлашки хыпарсенче чӑвашла тата вырӑсла вӑрӑм интервьюсем кӑтартрӗҫ, тӳрӗ эфир йӗркелесех «кӗрлерӗҫ». Шӑпах ҫав тӗле Чӑваш кӗнеке издательствинче Дмитрий Никаноровичӑн «Ось земли» ятпа повеҫсемпе калавсен тата киносценарисен пуххи пичетленсе тухнӑччӗ, ун пирки те пичетпе телевидени ҫӑвара шыв сыпса лармарӗ.

Далее...

 

Этем пурнӑҫӗ мӗн хак тӑрать?

  18.10.2016 16:55 | 5805 Пурĕ пăхнă

Васкакан вакка сикнӗ тенӗ ваттисем. Шӑп та лӑп икӗ ҫул каялла пулса иртнӗ ҫак инкекпе ҫыхӑннисем ку сӑмаха унтанпа ҫитмӗл те ҫичӗ хутчен аса илчӗҫ пуль. Анчах чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук.

2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18 сехет те 40 минутра Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳ центрӗ патӗнче пулса иртнӗ ку инкек. «Ауди 80» машинӑна тытса пыракан аллӑ урлӑ каҫнӑ водитель пӑрӑнма юраман йӗр ҫинчех сулахаялла ҫаврӑннӑ. Анчах каҫса кайса пӗтеймен — автомобиле мотоциклист пырса ҫапӑннӑ. Байкер транспорта чарма пӑхнӑ-ха, хӑвӑртлӑхпа пынӑ мотоцикл ҫаврӑнса ӳксен 150 метра яхӑн шуса пырса машинӑна пырса тӑрӑннӑ.

Далее...

 

Водитель ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ

  25.09.2016 20:06 | 5572 Пурĕ пăхнă

Авӑн уйӑхӗн 21-30-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Автобус» декада иртет. Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем ҫынсене илсе ҫӳрекен автобуссене чарса тӗрӗслеҫҫӗ. Ку – питӗ лайӑх шухӑш. Мӗншӗн тесен ҫулпа шӑхӑрса пыракан водитель сахал мар халӗ. Халӑха илсе ҫӳремелли йӗркене пӑснӑ тӗслӗх те пайтах.

Инспекторсем водительсене тӗрӗсленине 21+ телекуравпа пӑхма май килчӗ. Сюжета сӑнанӑ май ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑчӗ. Ара, хам та кашни эрнерех яла каятӑп, пӗрмай ҫул ҫинче. Автобуса е маршруткӑна ларнӑ чухне водителе, организацие шанатӑн-ҫке-ха.

Далее...

 

Лайӑх малярсем тата тӑван чӗлхе ҫинчен

  13.09.2016 20:08 | 5630 Пурĕ пăхнă

Ҫак кунсенче манӑн Шупашкарти Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ микрорайонӗнчи пурӑнакан хваттер ҫумӗнчи тамбурӗнче малярсен бригада — хастар та ырӑ кӑмӑллӑ чӑваш хӗрарӑмсем юсавлӑ ӗҫӗсем турӗҫ. Маччана шуратрӗҫ, стенасене сӑрларӗҫ. Питӗ лайӑх та виҫеллӗ ӗҫлерӗҫ.

6 сул каялла кӳршӗсен хваттерти квартирантсем пӗр Интернет компание проводкӑна тума чӗнчӗҫ. Лешсем вара тӗрӗс мар электрокабель ҫине хӑйӗн прибор лартрӗҫ. Ҫакӑншӑн кайран пушар тухрӗ. Пожарниксем, тав Турра, сӳнтерчӗҫ. Пушар хыҫҫӑн маччапа стенасем хуралчӗҫ.

Далее...

 

Ҫутҫанталӑк лапамӗнче мар, ҫӳп-ҫап таврашӗнче канаҫҫӗ

  11.09.2016 21:48 | 6271 Пурĕ пăхнă

Чӑннипе, ку вырӑн «ҫӑпан» пекех. Нумаях пулмасть иртнӗ акци пирки вуласан ҫак сӑмаха пуҫарас килчӗ. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнчи ращана нимелле ҫӳр-ҫапран тасатнӑ. «Симӗс Раҫҫей» экологи общество юхӑмӗн хастарӗсем пӗчӗкех мар лаптӑка тирпей-илем кӗртнӗ. Мероприятие 150 ытла ҫын хутшӑннӑ. Ку — сахал мар. Шӑматкунлӑха министерствӑсемпе ведомствӑсен, предприятисемпе организацисен ӗҫченӗсем, студентсем тата ахаль ҫынсем хутшӑннӑ.

Далее...

 

Сентябрьское мгновение чувашской пушкинианы

  31.08.2016 23:02 | 7875 Пурĕ пăхнă

По пути в Оренбург Александр Сергеевич Пушкин ночь с 3 по 4 сентября 1833 года провел на почтово-ямской станции современной чувашской деревни Малый Сундырь Чебоксарского района Чувашской Республики. Сейчас на месте станции Старый Сундырь высится трехэтажное здание Анат-Кинярской средней школы. Здесь стало доброй традицией отмечать день посещения деревни великим поэтом разными мероприятиями — уроками Пушкина, конкурсами чтецов, литературными часами, рефератами и сочинениями, встречами с поэтами, походами по памятным местам.

Далее...

 

Иевлевсем Ехрем хуҫасемпе хӑталлӑ-тахлачлӑ пулнӑ

  29.08.2016 21:19 | 13703 Пурĕ пăхнă

Мускавра пурӑнакан Н.Н. Пономарев полиграфист виҫ-тӑват ҫул каялла Интернетра пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ: «Хамӑн йӑх тымарӗсене шыратӑп, Шупашкарти Иевлев тата Ефремов купцасем пирки пӗлекенсене ҫырса яма ыйтатӑп». Чӑваш наци музейӗн пай пуҫлӑхӗ А.Н. Зарубин, Ехрем хуҫасен пурнӑҫӗ пирки ҫӗнӗ выставка хатӗрленӗ май, ҫак пӗлтерӗве курсан ун «хуҫипе» калаҫнӑ. Николай Николаевич хӑй купцасен таврашӗ пулнине акӑ епле ӑнлантарнӑ: Николай Александровичпа Екатерина Прокопьевна Иевлевсен хӗрӗ Александра Талиев ботаника качча тухнӑ, вӗсен хӗрӗ Александра ман кукамай пулать».

Далее...

 

Ҫамрӑксен театрӗ уйрӑм ҫурта тивӗҫ-и?

  27.08.2016 19:46 | 5474 Пурĕ пăхнă

Тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмсене тишкерсех тӑратӑп. Ара, малтанхилле пичет кӑларӑмӗсене темиҫешер экземпляр ҫырӑнса илме пӑрахрӑмӑр та, тӗнче тетелне кӗрсе пурнӑҫ таппипе паллашатпӑр. Оппозици шутланакан интернет-МИХсенчен пӗринче, "Правда ПФО"-ра, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар хулин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пӗтӗмлетекен лару пирки ҫырса кӑтартнӑ. Унта кампа кам пӗр чӗлхе тупайманни, кампа кам мӗн пайлайманни таранах асӑнни пур. Анчах сӑмахӑм ун пирки мар.

Статьяра Шупашкарти "Ҫеҫпӗл" кинотеатр пулнӑ ҫурта хула харпӑрлӑхӗнчен республикӑна куҫарас ыйтӑва та хускатнӑ.

Далее...

 

Китайла, вырӑсла вӗрентеҫҫӗ, чӑваш чӗлхи пирки аса та илмеҫҫӗ

  26.08.2016 21:06 | 6431 Пурĕ пăхнă

Ҫӗнӗ ыйтӑва хускатмастӑп. Ун пирки чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ҫынсем кунӗн-ҫӗрӗн калаҫаҫҫӗ, чан ҫапаҫҫӗ. «Пӗччен сурсан типет, халӑх сурсан кӳлӗ пулать», — тенӗ ваттисем. Ҫавӑнпа темиҫе ҫын ҫеҫ ҫине тӑнипе лав малалла хускалмасть. «Ҫӳлтисем» ӑнланмасан, пулӑшмасан усси сахалрах.

Ачасене чӑвашла вӗрентменни пирки калаҫмашкӑн пӗр пулӑм хистерӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш Ене РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Вячеслав Никонов килсе кайрӗ. Вӑл тӗрлӗ мероприятие, ҫавра сӗтеле, конференцие хутшӑннӑ, унта Чӑваш Енри вӗренӳ тытӑмӗ пирки калаҫнӑ.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18, 19, 20, 21, ... 23
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)