Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Сӑмахсене куҫарма манса каятпӑр-и?

Аçтахар Плотников01.10.2009 11:523635 Пурĕ пăхнă
Хаҫат-журналтан чылай статья, хайлав сканерлама тивет. Юлашки вӑхӑтра сӑмахсене йӗркерен йӗркене тӗрӗс мар куҫарни час-часах тӗл пула пуҫларӗ. «Тӑван Атӑл» журналта виҫӗ тӗлте куранчӗ. Ак халӗ, «Хыпарти» «Тӑхти тӗнчи — чӑваш чунӗ» статьяна сайта кӗртес ӗҫпе ларатӑп. Кунта та «ытамӗнчен» сӑмаха «ытамӗ-нчен» майлӑ куҫарнӑ. «Ытамӗн-чен» мар-ши?
«Тӑван Атӑла» (2009, 8№), унти тӗслӗхсене илме, уҫрӑм кӑна — тӳрех ман ума тухса тӑчӗҫ: «ютш-ӑнмасӑр» (чӑн та ӑнман :) /109 стр./. Ку хайлава /«Тор тӑрӑхӗнче»/ эп вуламан-ха, каярах кӗртме шутлатӑп), «кил-ӗшмерӗ» (кунашкал ытлашши йӑнӑшах та мар пулӗ, эпӗ «ки-лӗш-ме-рӗ» майпа уйӑрнӑ пулӑттӑм /109 стр./), «тапхӑ-рта» (куҫаракана «тапкӑпа» кӑштах кутӗнчен парса илмелле пулӗ — вара ӗҫне тӗплӗрех туса пырӗ /83 стр./), «пу-ҫне» («Анне, эп таврӑнтӑм» хайлавӑн пӗрремӗш йӗркерех ҫапла куҫарни тӗл пулать /73 стр./). Тепӗр майлӑ каласан, ПАЙТАХ.
Пирӗн редакци кӑларакан хаҫат-журналсем рекламӑллисем. Анчах пирӗн редакторсем ҫавах кашни статьяна тимлӗ тӗрӗслеҫҫӗ — кашни сӑмах куҫарӑвне, кашни пӑркӑчне. Чӑвашла хаҫат-журнал кӑларнӑ чухне те ҫапла ӗҫлесчӗ — ӗҫе тӗплӗ туса пырасчӗ.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj