Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Хиртек, тулт, сӑянтӑш, сӑхӑм...

Аçтахар Плотников09.08.2009 16:214270 Пурĕ пăхнă
«Таната» романӑн виҫҫӗмӗш пайне кӗртсе пӗтертӗм. Тата тӑваттӑмӗш пайӗ юлчӗ ӗнтӗ — вӑл нумаях мар...

Тӗл пулнӑ сӑмахсемпе сӑмахҫаврӑнӑшӗсем:

ҫерҫи тырри пек — ҫилпе ҫерҫи тырри пек ҫапӑнаҫҫӗ.
кашӑк аври ҫӳллӗш — интереслӗ танлаштару...
аттев — интереслӗ... муркашсем апла та калаҫҫӗ-им? «Пӗрре ҫакӑр пӗҫерсе ҫиетпӗр-и, аттев?»
пӑяхам — деверь. «Ах тур, ҫак Петӗр пӑяхама.»
пӑвӑртат — вымогать. «Ытла хытӑ пӑвӑртатӑн»
сых ятне — предусмотрительно. «Ҫур услам ҫу пек сых ятне хӑварни пурччӗ»
валтан — «малтан» вуламалла...
Телейлин арӑмӗ вилет, телейсӗррин лаши вилет тет — кун пек каларӑш тел пулчӗ. Э... калараш мар иккен, ҫавах та юлтар.
хиртек — кӑна романрах ӑнлантарса панӑ. Хиртен килнӗ ҫын, ют ҫын тени пулать. «Ультӳҫ инке хӑйне ялта ют ҫын пек, хиртек пек туйма пуҫланӑ»
сӑянташ — курӑк ячӗ. «Сӑянташ курӑкӗ тытамакран сыватнӑ»
сунтав — ??? сӑмахсарта ҫук. Вӗрӳ-суру чӗлхинче тел пулать: «Йӗс сунтава хӑҫан та хӑҫан тимӗр касса суран тӑвать...». Сунтал?
ӑнкай (ункай) — сторона, направление, способ, возможность, согласие. «Ӑна шутсӑр тискер те ӑнкайсӑр тӗлӗк курӑнчӗ». Кунта ӑнкайсӑр мӗне пӗлтерет-ши?
тӗнӗ шӑтӑкӗ — кӑна пӗлетӗп! тӗнӗ шӑтӑкӗ — хура пӳртре тӗтӗм тухмалли шӑтӑк.
пушкарассӑн — кӑна кенекере ӑнлантарса панӑ: «Пултарассӑн, вӑй ҫитерессӗн». «Пурне те пушкарассӑн туйӑнать, кирек мӗнле ӗҫ те вӑй ҫемми пек...»
тулт — йӑт. «Вара чана апат тултма тытӑннӑ»
чӗре сури — «чӗре ыратӑвӗ» пулӗ терӗм те вӑл мар пулас... «...чӗре сури тумалӑх пӗрер кӑпшанкӑ хыпса ҫӑткаланӑ».
сӑхӑм — старая лошадь, кляча. «Шлепкине этем хулари пасарсенче тӗл пулакан сӑхӑмсем евӗр ҫӑмӑлттайла чалӑштарса куҫӗ ҫине антарса лартнӑ.»
урасем юлмарӗҫ — «ывӑнса ҫитрӗм» тепӗр майлӑ каласан.
кӗле — задвижка, щеколда, засов. «...чупса кайса хыҫалти алӑкне кӗле хучӗ».
хуйӑр — кора. «Яка Илле хуйӑр хуппи пек хыткан аллипе ҫӑмламас кӑкӑрне кӑтӑртаттарать»
чӗл — щепать. «кӑмака умне пырса хӑйӑ чӗлет те, ҫутса, ӑна ашшӗ сӑмси патне илсе пырать»
урҫа — вдовец.
мекеҫлен — делать что-либо с усилием, с напряжением. «пушар сарайӗ хыҫӗнчи вӗрлӗк купи ҫине пырса ларать, тахҫанччен мекеҫленсе чӗлӗмне тултарать»
пасмана — син.: тӑват пӑтавка, хлебная мерка. «Лав ҫинчи тырра пасманана йӑтса пӗтернӗ ҫӗре арман мелникӗ Дормндонт Иванович, арман пӳртӗнчен васкаса тухса кавуса уҫса янӑ та каялла чупнӑ».
кавус — сӑмахсар та ҫук. «кавуса уҫса янӑ», «кавус кӗперӗ»...
кивер — романрах ӑнлантарса панӑ: «ӗлӗкхи ҫар ҫыннисене лаптак тӑрӑллӑ ҫӳллӗ ҫӗлӗкӗ. Ӑна сӑранпа пуставран ҫӗлетнӗ».
тӗтӗр — окуривать. Кунта — изгонять болезнь. «Тӗтӗрсе параймӑн-ши ачана, мучи?»
ӗрлеш — ильно ссориться. «Ӗнер ыйткалакансем кӗрсе выртрӗҫ те, ҫавсемпе хытӑ ӗрлешрӗ»
йӑш — слабеть. «Ну, мӗн-пулчӗ сана, Хӗлип тус? Каллех йӑшрӑн-и?»
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj