Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Йӑлӑхтарса ҫитерет...

Аçтахар Плотников23.04.2009 22:134431 Пурĕ пăхнă
Ну ма чӑвашла ҫырмаҫҫӗ????? «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чыслани пирки хыпар ҫырас терӗм. Паллах, вырӑсла вырнаҫтарнӑ хыпара куҫарса. Вӑл юрӗ-ха... чӑвашла куҫарӑпар. Анчах та хӑш-пӗр япаласене чӑвашла ҫырманни мана тарӑхтара пуҫларӗ! Уйрӑмах мероприяти ячӗсене чӑвашла ҫырманни япӑх. Ак «Через книгу – к согласию народов» ята илер. Эп ӑна чӑвашла куҫарма пултаратӑп — анчах та ман те пӳтлӗ пулса тухӗ, те япӑх... Официаллӑ ячӗ пурах ӗнтӗ ку мероприятин (наци кӗнекин фестивалӗ как-никак!) — ман кунта, Чулхулара, таҫтан шыраса тупмалла тет.
Культура министерствин сайтӗнче ятарлӑ страница та пур — анчах та унта пӗтӗмпех тенӗ пек вырӑсла (хӑш-пӗр сӑмахсен чӑвашла куҫарӑвӗ пур — ним те каламас). Тепӗр хут калатӑп — ку наци кӗнекин фестивалӗ! Логотипӗнче те пулин ҫук-и тесе шырарӑм — тупаймарӑм. Хӑҫан чӑвашланма пуҫлӗҫ-ши...
Паллакан чӗлхеҫӗ вара ҫапла куҫарса пачӗ: «Кӗнеке халахсене килӗшӳ тупма пулӑшать». Капла та пулин вырнаҫтаратӑп.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Анонимла // 4042.34.4763
2009.04.24 06:49

Чǎвашлǎхшǎн пысǎк ĕç тǎватǎр эсир.Тǎван çĕршыв ( уйрǎм çыраймастǎп) манмĕ-ха.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj