Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Яковлев шайне ҫитме пулӗ-ши?

Аçтахар Плотников06.07.2008 19:245496 Пурĕ пăхнă
Статья черновикӗ. Хальлӗхе шухӑшсене кӑна ҫырса хутӑм.

Чӑваш чӗлхи питӗ пысӑк хӑрушлӑхра. Вӑхӑчӗ пер вырӑнта тӑмасть, шӑвать те шӑвать малалла. Чӗлхи вара, пур, пӗр вырӑнта тӑрать пулас. Самани улшӑннипе чӗлхе валли те ҫӗнӗ хатӗрсем кирлӗ. Пӗр пӗлӗш калашле «Чӑваш чӗлхи каллех ҫыруллӑхсӑр чӗлхе пулса тӑчӗ». Чӑнах та, тин ҫеҫ туяннӑ компьютера илес пулсан унта нимӗнле чӑваш чӗлхи те ҫук. Чӑвашла ҫырмалли майне тӑвас пулсан — ӗнерлемелле. Кам пӗлет — ӗнерлет, пӗлменни вара компьютера ҫаплипех, чӑвашла ҫырмасӑр, усӑ курать.
Яковлев саманипе хальхи саманана танлаштарсан мӗн куратпӑр? Чӑвашла Яковлевчӗннех ҫырма пултарнӑ. Ҫырнӑ та. Анчах та вӑл ҫыруллӑхсем сарӑлман. Яковлевӑн тӗп ҫитӗнӗвӗ — хӑй хатерленӗ алфавита, ҫыруллӑха сарма пултарни, халӑх патне ҫитерме май тупни. Халӗ те компьютерта чӑвашла ҫырма пулать, анчах та пурте пултараймаҫҫӗ. Яковлев ҫыруллӑха сарма хӑйӗн шкулне усӑ курнӑ — ачасене вӗрентнӗ, вӗсем вара малалла халӑха ҫутта кӑларнӑ. Хальхи саманара эпир мӗн куратпӑр? Шкулсем компьютерпа ӗҫлеме вырӑсла вӗрентеҫҫӗ. Пур шкул сайчӗсем тенӗ пекех — вырӑсла. Чӑвашла тунӑ сайтсем пӗрре е иккӗ ҫеҫ. Хамӑн шкулах илес. Шкулӑн сайчӗ ҫук терӗҫ те эпӗ турӑм. Сайта тума икӗ кун кирлӗ пулчӗ (паллах эпӗ ку тӗлешӗнче ӗҫлетӗп те мана ҫӑмӑлрах) — пер кунне шкултан панӑ материала усӑ курса вырӑсла вариантне (ҫапла, сайт валли материалне вӗсем вырӑсла хатерленӗччӗ) турӑм, тепӗр кунне — вӑл материала чӑвашла куҫарса сайтӑн чӑвашла версине хатӗрлерӗм. Нумай пулмасть, ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче, хам шкула тепӗр хут ҫитрӗм. Сайт вӗсен халӗ урӑхла иккен. «Пире вырӑсла тутартарчӗҫ» — терӗҫ мана. Сайта edusate.ru ҫинче йӗркеленӗ. «Тутартарчӗҫ» тени, паллах, «ҫӳлтен», пуҫлӑхсенчен, пыракан хушу пулса тухать. Хула шкулӗсем юрать, вырӑсла, пулччӑр. Ялти шкулӗсен сайчӗсем вара мӗншӗн чӑвашла пулма пултараймаҫҫӗ? Мӗн, унта чӑвашла пӗлекенсем пӗтнӗ-им? Яковлев хӑйӗн ҫыруллахне шкулсем урлӑ сарнӑ, пирӗн пуҫлӑхсем вара вырӑсла шухашлава кӑна сараҫҫӗ.

Ӑҫта мӗн якатмалли пирки сӗнӳсем пур пулсан — пӗлтерӗр.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Victor // 2742.10.7558
2008.07.09 13:46
Victor
"Хула шкулĕсем юрать, вырăсла, пулччăр. Ялти шкулĕсен сайчĕсем вара мĕншĕн чăвашла пулма пултараймаççĕ"

Хула малтан, ял ун хыççăн. Хулари шкулсем чăвашла тумасан ялта тумĕç. Хулари çынсем ял пурнăçне хывасшăн тăрăшмаççĕ. Ялти çынна вара хулари пек çăмăллăх кирлĕ. Хула - ăслăлăх, меслетлĕх, пултарулăх пухкăчи. Ыр е усал япалана та унта пуçласа сармалла. Яковлев шкулĕ те Чĕмпĕрте мар, таçти Лапракассинче ларас - ун патне никам туртăнмĕччĕ. Яковлев вăл пуçлăхсене çывăх пулнă çын мар-и? Хăй те пуçлăх пулса тăнă.
2008.07.09 15:05
Аçтахар Плотников
Тепĕр майлă каласан — пуçлăх шайне çитмесĕр ку ĕçе пурнăçлама май çук?
Асар // 2505.73.0161
2008.08.11 23:09
Яковлев музейне кайсан эпе экскурсавотран пер ыйту ыйтрам:"Мисье челхе ачисем пелесь терем?"Нуммай тере экскурсавот:нимесь,агалчан,францус тата вырас челхи,чавашла анчах пелмесь ,меншен тесен амаше вырас тере.((
2008.08.12 00:22
Аçтахар Плотников
Çапла çав, чăваш чĕлхи кирлĕ мар теççĕ :(

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj