Ак халӗ Чулхулара пурӑнса кранран юхакан шыва ӗҫме те хӑрамалла пулса тӑчӗ. Вӗретсе ӗҫмелле.
Астӑватӑп, пӗчӗк чух, эпир ҫырмасем тӑрӑх чупа-чупа шыв таса марлӑххи ҫине пӑхса та тӑман. Тӑрӑ пулсан ӗҫнӗ. Тӑрӑ мар пулсан шыв юххинчен ҫӳлӗрех такан шыва пӑтратнӑ тесе шутланнӑ. Кӑштах кӗтсен шыв тӑрӑлатчӗ те ӑна ӗҫме пулатчӗ. Хайхи Попойра килнӗ чухне те тӑрӑ шыв юхнине курсан чӑтаймарӑм — ӗҫсе тӑрантӑм. Ачалӑх ун чухне еса килчӗ...
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.