Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.05.15 00:09 | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.05.15 00:10 | |
Çак тĕслĕх (урăхла шухăшлакан çынсем пурте Америкран укçа илсе тăни пирки шухăшлани) Раççей пропагандин сиенне кăтартать те. Вăл япала суя стереотипсем çуратать. Тĕрĕссине курма май памасть. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.05.15 00:13 | |
«Çав хушăрах Админа Америк пропагандисчĕсем мĕнлерех Раççей пирки киревсĕр çырни шухăша ямасть.» Тархасшăн ман пирки суйма кирлĕ мар, юрать-и? Эп ямастăп кӳрентерӳсем пур пулсан. Никама та кӳрентермесĕр çыр та — шухăш чиперех курăмлă пулĕ. Кунта витлешмешкĕн эсир пĕчĕк ачасем мар.
Тепĕр хут: шуррипе хурине пăтраштарма кирлĕ мар. | |
Якур // 3669.08.5350
2014.05.15 07:34 | |
Админ хăта, вара Раççей пропагандисчĕсен Америксене итлесе " пĕтĕмпех йĕркеллĕ"-тесе пуçсене чикса лармалла шим? Итлĕр мĕн калаççĕ вĕсем:Рупор госдепа США - рыжеволосая 35-летняя молодушка с музыкальной фамилией Псаки - несмотря на свой возраст, является настоящим ветераном информационно-политических баталий в США. Пилĕк минут каярах мĕн каланине манса каяканскер Акташăн рупорĕ иккен. | |
Якур // 3669.08.5350
2014.05.15 08:55 | |
Админ хăта, тĕнчере çак евĕрлĕрех бизнес пырать---Америк вице -президенчĕ Байден Ирака бомбăсемпе силлерĕ--халĕ вара унăн çемьин Иракра СТРОИТЕЛЬНĂЙ бизнес, Мадлен Олбрайт Югославие бомбăсем тăкрĕ--халĕ унăн çемьин унта коммуникационнăй бизнес,... тата темтепĕр. Вара кун çинчен те çырса кăтартăр хисеплĕ Админпа хисеплĕ Акташ. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.05.15 11:00 | |
Admin,тăванăм! Ăçта чикнĕ малтанхи комментарисене? Ун пек килĕшÿсĕр хăтланма юрамасть пек.Пач та çырас теменччĕ, анчах та Админпа Акташ пĕр енлĕ çырни килĕшÿсĕр. "А" саспалли каланă хыççăн "Б" саспалли каламаллине темиçе хутчен те çыртăм, кăлăхах. Эпĕ хама Раççей политикипе пĕтĕмпех килĕшеп теме пултаримастăп. Анчах та Амерсемпе Европпăн икĕпитлĕхĕ самай ытларах. Çавăнпа та Раççее пĕр питçăмартинчен çапсан, Раççейĕн тепĕр питçăмартине çавăрса памалла мар, пачах урăхла.Вĕсене пĕç хушшинчен тапмалла, вĕсен урăх алă çĕклеме кăмăлĕ ан пултăр! | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.05.15 11:33 | |
«Админ хăта, вара Раççей пропагандисчĕсен Америксене итлесе " пĕтĕмпех йĕркеллĕ"-тесе пуçсене чикса лармалла шим?» Çук. Анчах Америк унта Ирака тата ытти çĕршывсенче хуçаланасшăн пулнишĕн пирĕн те ыттисенче кайса хуçаланмаллине пĕлтермест вĕт вăл. Вĕсем сĕмсĕр пулсан пирĕн те сĕмсĕрленмелле мар ĕнтĕ. Пропаганда пирĕн сĕмсĕрлĕхе «ырă» япала пек кăтартасшăн. Ак — ăçта хăрушлăх. Эп çавăн пирки калаçатăп. Эсир вара мана Америка хӳтĕлевçи пек куратăр. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.05.15 11:36 | |
«Admin,тăванăм! Ăçта чикнĕ малтанхи комментарисене? Ун пек килĕшÿсĕр хăтланма юрамасть пек».
Ниçта та кайса чикмен. Пурте вырăнтах. Шухăшсем хушăннăран ыттисем 2-мĕш страницăна тата хыçаларах та кайса лараççĕ. «Анчах та Амерсемпе Европпăн икĕпитлĕхĕ самай ытларах.» Кăна Турă кăна пĕлет. Чăннине пĕлес тесен унта та кунта та пурăнмалла, унти-кунти пурнăçа сăнамалла. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.05.15 12:52 | |
Админ хăта!Эпĕ малтанхи шухăшсем 2-мĕш е 3-мĕш страницăсене куçса пынине аван ăнланатăп.Анчах эпĕ ыйту лартнă чухне "Страницăсем:1,2,.."-тени çуккăччĕ.Каçару ыйтатăп техника инкекне пула пăтăрмах тухнишĕн.Амерсен икĕпитлĕхĕ çинчен Турă мар Тĕнче пĕлет,сукăр та кахал çын кăна пĕлместь.Эпĕ вара унта та кунта та пурăннисен шухăшне пĕлтеретĕп(Раççейрен кайнă ахаль çынсем унти политикăна хутшăнмаççĕ, таше сенатор Лебедев пĕр сăмах та хушмасть, унăн ачи-пăчи унта пурнать).Паллă,Амер çĕрĕ çине малтан хастар та куштан çынсем куçса кайнă. | |
Атнер // 3913.58.4645
2014.05.16 10:12 | |
Бор,кала-ха тархасшăн.Кама икĕпитлĕ мар теме пултаран? |
Эп тĕлĕнетĕп сирĕнтен. Енчен те çын сирĕн пек шухăшламасть пулсан — тӳрех Америкăран укçа илет-им? Малтан пĕр пус та пулин чăвашлăхшăн хыв, кайран вара мана унпала тĕк. Эп миллионĕ миллионĕпе ĕçлесе илместĕп пулин те тăкаксен çуррине ытла чăвашлăха яратăп. Америкран, таçти ытти кĕтесрен пулăшу ыйтмасăр.