Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
 

Reklamo

Akram: Пире марионеткӑлла конгресс кирлӗ мар

Akram13.10.2013 17:5732797 Пурĕ пăхнă

Чӑвашра тухакан "Сӗтев" хаҫатра юлашки номерте Николай Лукиановӑн, историре юлнӑ ЧАП партийӗн лидерӗн республика пуҫлӑхӗн патне янӑ уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленчӗ. Ҫак кунсенче редакци журналистне Илле Иванова экстремизм статьипе суд йышӑнӑвӗ кӑларчӗҫ. «Сӗтев» хаҫат» редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ ҫӗртре хутшӑнчӗ.

Ҫак пурнӑҫра пурте пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑрать. Калӑпӑр, паянхи Чӑваш Наци Конгресӗ Илле Иванова хӳтӗлес ӗҫре пӗр чӗптӗм те хутшӑнмарӗ. ЧНК хӑй те темле аморфлӑ организаци, тӗрлӗ балаган-шоу ирттерекен структура пулса тӑчӗ.

Ансатлатсан, Чӑваш наци конгресӗ халӑха пӗр чӑмӑр пек пӑчӑртаса тӑракан япала пулмалла. Унӑн сферине чӑваш аталанӑвӗ, культури, вӗренӳ, пӗтӗмӗшле каласан пурнӑҫӗпе чунӗ кӗмелле. Паянхи конгресс пач урӑхла.

Халӗ ЧНК президентне суйлаҫҫӗ. "Сӗтев" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ мероприятире хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерчӗ:

- Эпӗ чӑваш интеллигенцийӗ пӗтсе ларнине курса, чӑваш культури аталанманнишӗн пӑшӑрханса Николай Лукианова ЧНК президентне лартмалла тесе шутлатӑп. Ман шухӑшпа паян чӑваш правительстви ниме тӑман, халӑх интересӗсене хӳтӗлеме пултарайман структура. Ҫак структура, ЧНК президенчӗн пуканне хӑйӗн ҫыннине парасшӗн. Эппин ЧНК марионетка пулса тӑрать.

Игнатьев эшкерӗ президент ятне пӑрахӑҫларӗ, вӗсен йышӑнӑвӗпе Чӑваш ҫӗршывӗ патшалӑх пулма пӑрахрӗ, чӑваш йышӗ чакса пырать! Малалла вӗсенчен мӗн кӗтмелле? ЧНК та, вӗсен ҫынни ларсан, ҫавӑн пекех мемме пулса тӑрать! Апла ан пултӑр тесен, ЧНК президенчӗ Николай Лукианов пулмалла. Вӑл кӑна чӑваш аталанӑвне чӗм кӗртме, аталанӑва ҫӗнӗ импульс пама пултарӗ.

Анчах та правительство шайӗнчи тӗрлӗ каварҫӑсен планӗпе ЧНК президенчӗ вӗсене итлекен мемме пулмалла. Эппин чӑваш наци халӑхӗн пурнӑҫӗ ҫине хӗрес лартма тивӗ. Намӑс!

Ман шутпа, конгресс президентне суйласа хунӑ, делегатсене кама суйламаллине пӗлтернӗ, делегатсем ҫине хӑрушла пусӑм пырать. Ҫак плансене аркатас тесен, пирӗн октябрӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умне пымалла, делегатсенчен Николай Лукианова суйлама ыйтмалла. ЧНК президенчӗ – Лукианов Николай Егорович пулмалла! Кама халӑх шӑпи пӑшархантарать, кам хӑйне чӑваш патриочӗ тет, ҫав кун Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче конгрес пуҫланиччен пуҫтарӑнмалла, Лукианова суйлама ыйтмалла! Унӑн программи те пур, ытти кандидатсен нимӗн те ҫук! Мӗн ӗҫлеме пултараҫҫӗ вӗсем?

Мы за Лукианова Н.Е, за будущее чувашского народа. Правительства приходят и уходят, а народ остается. Пока же кукловод остается в тени, умело дергая за нити, запущенный маховик уничтожения чувашской нации набирает обороты. Нам не нужны марионетки и кукловоды!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 3076.13.1702
2013.10.16 00:01
Agabazar
"Çич сехетре çитсе лар" (Илле Тăхти, 1937)
Якур // 1218.80.9745
2013.10.16 00:09
ĔÇ программине хитре çырма пулĕ-ха чăвашсен чунне йăпатас тесе. Малалла мĕнле пулĕ-ши?
Атнер // 3913.58.4645
2013.10.16 08:53
Админ.Кшни япалан хăйĕн вăхăчĕ тесе ларсан паянхи кун конгресра улшăну пулмасчех.Эсир 10процентне кăна пĕлме пултаратăр мĕнле йывăр пулнă йĕрке тума.Паянхи кун çак ĕçе хутшăнакансене те пуç таймалла.Турă пулăштăр вĕсене.
Серте Унтри // 3906.92.3183
2013.10.16 16:53
Итернетра тÿрĕ эфирпа транслировать тусан лайăхчĕ ЧНК съездне.
Ытлаши хаклă мар пуль трансляци йĕркелеме?
Владимир // 2556.73.4701
2013.10.16 17:33
Атнер Хусанкая мĕншĕн сĕнес мар. Эпĕ ăна хам университетра вĕреннĕ вăхăтран аван пĕлетĕп. Кунсăр пуçне, Атнер Петрович паллă тюрколог.
Владимир // 2556.73.4701
2013.10.16 17:37
Ертÿçне тупсан мĕн тăвăпăр? Пур енчен пăхса тухнă программа пур -им? Ку ĕçе çамрăка лартма юрамасть- çамрăкки чуптăр, аксакалĕ шутлатăр.
Владимир // 2556.73.4701
2013.10.16 17:42
Программине "Хыпарсем" çине кăлармалла. Атту хăшĕ-пĕри Конституцине пăхăнмалли пирки манса кайса сюпĕлтетсе ларать.
Владимир // 2556.73.4701
2013.10.16 17:46
Мĕншĕн вара: Мочалов: "Октябрĕн 26-мĕшĕ чăваш халăхĕн шăпин чĕрĕлĕвĕ". 27-мĕшĕнче тĕнче пĕтсе килет им? Пуçтарăнма пулĕ. Анчах халăха мĕн калăн?
Владимир // 2556.73.4701
2013.10.16 17:50
Куна лартас! Уна лартас!,- тесе кăçкăрнине итлеме пуçтарăнмалла -и? Пысăк ĕçе пуçлама, паллă чăваша лартас пулать! Кайран вара, вăл хăй тавра хăйех кирлисене пуçтарĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.16 20:21
"Куна лартас! Уна лартас!,- тесе кăçкăрнине итлеме пуçтарăнмалла -и?"- куна Володя питĕ тĕрĕс те вырăнлă çырать.

Paĝoj: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj