Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
 

Reklamo

Анастасия Пирӗшти: Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗ - хӑйне майлӑ мыскара

Анастасия Пирӗшти20.08.2013 01:1945197 Пурĕ пăхнă

Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗнче пулса курма май лекрӗ. Унта мӗн сӑлтавӗпе пухӑннӑ, мӗнле йышӑнусем тунӑ - кун пирки эпӗ маларах хыпарланӑччӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫинче эпӗ тепӗр хут чарӑнса тӑмастӑп. Мана вара пачах урӑххи канӑҫ памасть...

Эх, мӑнтарӑн эпир чӑвашсем... Пӗр шухӑшлӑ пулса нацийӗ сыхласа хӑварас ӗҫпе тӑрмашас вырӑнне пӗр-пӗрне чӗррӗн «кӑшлатпӑр» вӗт. Ларура та ҫаплах, залри ҫынсем икӗ фронта пайланнӑ тейӗн, пӗр-пӗрне хӗрсе кайса «ӑс» параҫҫӗ. «Фронтӑн» пӗр пайӗ конгресс ӗҫӗ-хӗлне хурлать, ҫитменлӗхӗсемпе кӑлтӑкӗсем ҫине тимлӗх тӑвать. Вӗсен шутӗнче Илья Арсентьевич Иванов пулчӗ. Хӑйӗн чунри ыратӑвне вӑл тунӑ докладра уҫӑмлӑн палӑртрӗ, чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗсене хурламаллипе хурларӗ. Иванова ятарласа чарса лартнӑ микрофон та чармарӗ, хӑйӗн хӑватлӑ сассипе вӑл пурне те самантрах вырӑна лартрӗ. Илья Иванов калаҫнӑ вӑхӑтра залри фронтӑн тепӗр пайӗ илтменҫи те туса пӑхрӗ, вӑрахха тӑсӑлнӑ калаҫӑва чарма та хӑтланчӗ. Кайран вара сӑмахне вӗсен «фрончӗ» илчӗ. Ҫак хӑйне майлӑ «юхӑмӗ» конгресс ӗҫӗ-хӗлнӗ, унӑн пуҫлӑхӗсене апла та капла мухтама тытӑнчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. «Тем кунта пустуй сӑмаха персе ан ларӑр-ха, Шупашкар чӑннипе те лайӑх енне улшӑнчӗ,» - ҫакӑ вӗсен тӗп аргумент пулса тӑчӗ. Хулана ҫулталӑкра пӗр икӗ-виҫӗ хутччен килсе кайсан, эпӗ те пуль вӗсемпе пӗрлех «улшӑннӑ, улшӑннӑ» тесе кранклатма пуҫлатӑпчӗ. Пӗр харӑс «улшӑннӑ» теҫҫӗ пулсан, вара мӗншӗн тата кашни пӳрнене хуҫлатса мӗн енпе улшӑннине каласа памаҫҫӗ. Тен тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн халӑх конгресс хастарлӑхне курма тытӑнӗ те. «Чӑваш наци пики» йышши мероприятийӗсене ирттернисӗр пуҫне конгресӑн тата урӑх тӑвӑмсем тусан та пӑсмасчӗ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫӗкленнӗ икӗ тӗп ыйту тавра та залри халӑх хӗрӳ дискуси ирттерчӗ. Пӗри ҫитес съезда юпа уйӑхӗнче мар, урӑх уйӑхра ирттерме сӗнет. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх авалхи чӑвашсемшӗн юпа уйӑхӗ - пурнӑҫ пӗтсе ларнине символанӑ. Конгрессӑн пуҫлӑхӗсем вара «куҫарма май ҫук» тесе ҫеҫ каласа хучӗҫ.

Иккӗмӗш ыйтупа - ҫитес съезда хутшӑнакан делегатсене суйлассипе норма ҫирӗплетессипе тата тӗпер тавлашу ҫуратрӗ. «Чӑваш наци конгресӗн» президиум членӗ Краснов Михаил Николаевич йышӑннӑ нормӑпа паллаштарнӑ хыҫҫӑн делегатсем шутне кӗменисем кӳренчӗҫ. Пӗрисене 6 вырӑн панӑ та вӗсем тепӗр вырӑн пама ирӗк ыйтаҫҫӗ. Чунӗпе чӑн чӑваш, физкультура вӗрентекенӗ шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене ҫеҫ вырӑн паннишӗн кулянчӗ. Хӑйне те делегатсем шутне кӗме ыйтрӗ.

Ларура тата ытти ыйтусем тавра та сӑмахларӗҫ, анчах та вӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑках мар.

Лару сехет хушши тӑсӑлчӗ. Ытларах та тӑсӑлма пултаратчӗ пуль, ара тухса калаҫма кӑмӑл тӑвакансем те ҫук марччӗ. Анчах та ларӑва васкавлӑн вӗҫлерӗҫ. Илья Иванов хӑйне калаҫма чарнӑ чухне пӗрне «мӗн, хула кунне та ӗҫме каймалла-и?» тесе каласа хучӗ. Тен, ку та тӗрӗс сӑмахсем пулчӗҫ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫирӗп йӗрке ҫукки уҫӑмлӑн палӑрчӗ. Трибуна умне пӗр харӑс иккӗн-виҫҫӗн калаҫма тухаҫҫӗ. Калаҫун регламентне те лару пуҫламӑшӗнчех паллӑртманни йӗркенӗ пӑсрӗ. Лару вӗҫнелле Чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗ «съездра кун пек йӗркене пӑсма памӑпӑр» терӗ. Ҫапла майпа пирӗн юпа уйӑхӗнче иртекен Чӑваш наци конгресӗн VIII съездне кӗтмелли ҫеҫ юлать. Тен унта усси нумайрах пулӗ, шанатпӑр.

 

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 1136.91.6666
2013.08.25 12:18
Agabazar
Китайри тата Фиджири заводсенче чăваш гимнĕ юрлаттарма пулĕ. Вăт Канашри савутра ЧĂВАШ ГИМНĔ ЮРЛАТТАРМА ПУЛТАРАЙСАНЧЧĔ!..
Атнер // 1845.53.0439
2013.08.26 16:55
Юрлаттарать.Укçа чул кастарать.Ĕçлĕ çынсем кирлĕ.Надоели болтунсем,пушпараппансем т.е.бывший комсомол работникĕсем.
Agabazar // 7199.1.9563
2013.08.26 20:59
Agabazar
Атнер:"Юрлаттарать..." Халлĕхе юрлаттармасть. Эппин малашне те юрлаттармĕ Атнер:"Ĕçлĕ çынсем кирлĕ."Чăваш Наци Конгресĕ бизнес центрĕ те, бизнес инкубаторĕ те мар. Епле пулса тухать-ха? Концертсем çеç ирттерсе çÿренĕшĕн хурлаттăмăр Конгреса. Халь вара такамсемшĕн укçа çапмалли вырăн тăвасшăн иккен.
Тимӗр // 3189.37.4425
2013.08.26 22:44
Етĕрне хула уявĕнче чăваш сасси илтĕнмен иккен.Конгресс пуçлăхĕ Архипов тата унăн çумми Клементьев çав районтан пулас.Çапла çав.Тĕнче шайĕнче тем те тума хатĕр чăвашлăхшăн хăш-пĕри трибуна çинчен.Килĕнче вара...
Тимӗр // 3189.37.4425
2013.08.26 22:51
Ман шутпа хăйсене конкретнă ĕçсемпе тата килĕнче чăвашлăхпа палăрнă çынсем кирлĕ конгрессра.Балтай,Тымарлан,Лукиянов,Илле Иванов,Тимофеев,Карягина "cуя"патриотсем мар.Бизнесменсем пулсан аван.
Петер // 4186.57.1361
2013.08.28 10:59
Пурне те палла, чавашлах тавра укса-тенке сапакан, власть сумнерех йапшанакансем пустаранни.И.Иванов та сав шутра. Турцийе илсе суресе укса-тенке тавать, хай чаваш тесе каккар сапса сурет. И.Иванова ЧНК кертмелле мар! Аста И.Иванов -унта харкашу!!! Йексек вал, хура чунласкер!
2013.08.28 11:37
Аçтахар Плотников
«Турцийе илсе суресе укса-тенке тавать»
Илле Иванов çĕрме пуян çын пек мана пĕрре те туйăнмарĕ вара. Мĕн пурте çав япала çине эсир тăрăнатăр? Е хăвсамăр апла тума пултарайманнишĕн кĕвĕçетĕр, е урăх сăлтав сирĕн.
И. Ивановăн пур ĕçне те эп паллах ырламастăп. Мана килĕшменни те пайтах. Анчах çынна таптаса тăкас шухăшлисене ниепле те ăнланма пултараймастăп.
2013.08.28 11:44
Аçтахар Плотников
И.Иванов сире кӳрентернĕ пуль ĕнтĕ. Анчах çав кӳренĕве ма ытти çынсем çине те таянтармалла? Эсир çырни вăл — сирĕн кӳренĕве ыттисем те туйса илччĕр тени. Юрать, сире кӳрентернĕ, эсир И.Иванов çине кӳреннĕ. Анчах ыттисен ма ун çине кӳренмелле? Сире майлă пулма çеç-и? Ку çул тĕрĕс маррине курмастăр-им? Сирĕн кӳренӳ вăл ман шутпа сирĕнтех юлмалла, ăна ыттисем çине сарма кирлĕ мар.
Agabazar // 1222.12.9802
2013.08.28 21:21
Agabazar
Петер господина. Эп сире пĕлместĕп, апла пулин те çапла калама пултаратăп: эсир хăвăр тĕрĕссипе Илле-паттăр Ивановăн кача пÿрнине те тăраймастăр. Вăл 57 çулта, 8 ача ашшĕ, ĕмĕр тăршшĕпе чăвашлăхшăн кĕрешнĕ. Райхаçатра корректорта ĕçленинчен пуçланă. Комсомол функционерĕ те пулнă. "Молодой коммунист" хаçат редакторĕнче тăнă. "Хыпар" редакторĕн çумĕ пулнă.
Петер // 4186.57.1361
2013.08.28 23:12
Admin. И.И. Пачах курентермен. Пурте кунта И.И. чапла журналист, паттар тени телентерет. "Взятка" каларни чапла-и? Турцине кайса сурени -паттар шутланать? Е хайен хасаченче сынсем синчен суя хайлавсем сыра-сыра тани? Памятник лартмалла мар-и тата отец-героя? Ачисене суратма пуле-ха, менпе тарантаре-ши ессерскер.

Paĝoj: 1, ... 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj