Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Намӑс та мар-ши?

Аçтахар Плотников03.08.2010 10:444312 Пурĕ пăхнă

Малти Пукашсем хӑйсен ял уявне ҫак ӳкерчӗкпе ирттернӗ. Пӗлместӗп :( Нивушлӗ вара ЧӐВАШ ЯЛ УЯВНЕ вырӑс ятпа ирттернишӗн намӑс ҫук? Ҫавӑн пекех пулмалла теҫҫӗ-ши?
Пӑхатӑн та ҫак ӳкерчӗк ҫине — ялта вырӑссем пурӑнаҫҫӗ тесе шутлатӑн. Эп вӑл ялта сӑнӳкерчӗксем ӳкернӗ май пулса, ялӗнче чӑвашсемех пурӑнаҫҫӗ. Ялӗ те хитре вырӑнта вырнаҫнӑ... Ял уявӗ вара вӗсемшӗн темшӗн чӑвашпа ҫыхӑнман пулса тухать :(
Ҫакнашкал ӳкерчӗксене курсан чун ыратать! Шӳрпине те ҫинӗ пулӗ-ха, чӑвашла юрӑсем те юрланӑ пулӗ-ха... Анчах та чӑвашлӑх туйӑмне ҫӗклеме пултараканнине ҫак пӗр уяв ячех пӑсса хунӑ.
Малти Пукашсем! Пурнӑҫра кашни вак-тӗвек япала пӗлтерӗшлӗ. Вӑл шутра ял уявӗн ятне вырӑсла ҫырни те. Эсир чӑвашсемех, чӑвашла ҫырма ан вӑтанӑр!

Хыпарӗ кунта: http://gov.cap.ru/list4/news/rec.aspx?id=1047344 (халь ӑна чӑвашла куҫаратӑп)
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

MIKISH // 2938.58.5825
2010.08.03 14:56
Намăс, намăс пире, пĕтĕм çĕртре халĕ çавнашкал...
Машинра та пирĕн Раçей çĕршивĕн ялавсем çакса çÿреç, туйсенче те Раçей ялавсем... Хале эпир Чăвашсем мар, халĕ эпир "россиянин"... Патăрьелтете акатуйра вырăсла пакăлтатаçĕ, унта пĕр вырăс та çук, эпĕ ăнланатăп Мишерле калаçсасăн, чăнипех кирлĕ, калаçмалла Чăвашла тата Тутарла, вăл пирĕн уяв, вăл Тĕрĕксен уявĕ...
Savantey // 2551.9.6235
2010.08.03 16:13
Намосло пире. Мен эпир теленепер ? Пирен теп республикин сайт сар.ru выросла,англ. тата нимещле. Човашла щук !
Хамăр Ял // 1937.55.9560
2010.08.04 23:31
Намăс та мар пуль вĕсĕне. Намăс пулма шухăше пулмалла малтан, мĕнле тĕрĕс.
Ачасем // 3940.12.8875
2010.08.05 09:46
Ачасем, намăс – симĕс мар, теççĕ пирĕн Çĕпрел районĕнче. Чăваш ен ЧĂВАШĔСЕМ çине тăнă пулсан тупатчĕç чăвашла сайтне те. Çирĕп ыйтмаççĕ вырăнти чăвашсем. Çав кăна.Спрос рождает предложение.
Андрей // 4224.80.2370
2010.08.05 13:27
Çапах та атте-анне чĕлхи чи илемли.
Чоко-поко // 1575.53.2473
2010.09.03 20:36
Шутламасар тавассе весех! Шутламасар тавакан вара намас синчен шутлама пултарать-и?
tatavasil@mail.ru // 4253.47.2324
2010.09.07 14:17
Чăвашсене пăхатăп та тĕлĕнетĕп.Эпир кунта хамăр чĕлхене çĕклес тесе тăрăшатпăр.Пушкăртсем вара мĕнле çĕкленсе кайрĕç.Ачисен пĕчĕкрен тăван чĕлхипе калаçтараççĕ.Пирĕнпе те пушкăртла калаçаççĕ,ăнланмастпăр тесен "Эсир ăçта пурăнатăр",- теççĕ.Эх,килсе ярасчĕ сире кунта,пĕлĕтĕр тăван чĕлхе хакне...
tatavasil@mail.ru // 1160.53.2217
2010.09.14 21:01
Ман сăмахсем нумайăшне шухăша ячĕ лулмалла,сăмах хушакан çук.Тен,чăнахах та намăс...

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj