Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Яманакра тепре пултӑм

Аçтахар Плотников05.06.2010 10:463184 Пурĕ пăхнă
Ку ялта ӗнер иккӗмӗш хут пултӑм ӗнтӗ. Чи малтанхи хут — виҫӗ ҫул каялла (тӑваттӑ та теме пулать) — 2006 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче. Вӑл вӑхӑтранпа пулса иртнӗ улшӑнусене сӑнама та интереслӗ пулчӗ. Ялӑн Йӑлӑм ятлӑ пайӗнче икӗ сарай ларатчӗ — халӗ вара пӗрре кӑна. Эддисон Патмар (ун патне хӑнана кайрӑм ӗнтӗ) килӗ патӗнчи пӗвере малтан шыв та, хурсем те пурччӗ пулсан — халӗ шывӗ ҫуккипе пӗрех. Чиркӳ пурччӗ — хута яманччӗ. Халӗ те ларать — йӗри-тавра самай хӑт кӗртнӗ пулин те ҫӑк виҫӗ ҫул хушшинче хута яман. Шкулне ун чухне тин кӑна хупнӑччӗ те малтанхи хут килнӗ чухне чиперех ларатчӗ. Халӗ вара... Пӗр енче тӑррине ҫил хӑйпӑтнӑ, темиҫе чӳречи кантӑксӑр юлнӑ. Клубӗ тата. Икӗ хутлӑскер. Малтанхи хут килче кайнӑ чухне эп ӑна ӳкермен. Хальхинче вара — хӑрушӑ ӳкерчӗк ҫеҫ: чӳречисене ҫӗмернӗ, стенин пӗр енӗ персе аннӑ. Шыв арманӗ пирки калас пулсан... Хуҫасӑр тӑрса юлнӑ япала майӗпен арканать. Кӗперӗ малтан чип-чиперехчӗ — ун урлӑ машинсем те ним мар каҫма пултарӗччӗр пулӗ. Халӗ вара — каҫаймӗҫ.
Япӑх та япӑх тетӗп. Лайӑххи те пур. Чи пахи ман шутпа — колхозӑн (халӗ тем ятлӑ вӗсем — пӗлсе ҫитерме май ҫук) уйӗсене пӗтӗм таврара акнӑ-лартнӑ. Мӑянлӑ, усӑ курма пӑрахнӑ уйсем ҫук. Курмарӑм. Гаражӗнче те ҫӗнӗ комбайнсем, машшинсем пайтах курӑнчӗҫ — пурӑнать, аталанать. Ытти ҫӗртре вӗт — чылайӑшӗ арканнӑ.

Каҫхи вара Шупашкаралла ҫул тытрӑм. Мӗн калас, ял пурӑнни тӳрех сисӗнет — ял тӑрӑх ача сасси, выльӑх мӗкӗрни таҫта ҫитиех илтӗнсе тӑчӗ. Вӑхӑчӗ 9 сехет каҫхиччӗ. Ҫапах та ял ачисем вырӑсла калаҫни мана килӗшмерӗ. Хуларан килнисем чылай пулнӑран-и? Е чӑнах та вырӑс ачисем ӳсеҫҫӗ. Малтан мӗнле пулнӑ? Хуларан ача килнӗ пулсан — ялтан чӑвашла вӗренсе кайнӑ. Халӗ вара яла килсе унти ачасене вырӑсла вӗрентеҫҫӗ пулас. :) Пӗр кил умӗн иртнӗ чухне чӑвашла юрӑ шӑрантарнине илтрӗм. Чунра «Ҫакӑнта та пулин чӑваш ачисем пурӑнаҫех ӗнтӗ» шухӑш ҫуралчӗ. Тахӑшӗ ачине вырӑсла чӗнчӗ те — ман шухӑш путланчӗ. Юрри вара ҫаплипех янрарӗ.

Хальлӗхе виҫӗ-тӑватӑ ҫул каялла тунӑ ӳкерчӗксемпе паллашма пултаратӑр. Каярах, тен ҫак кунсенчех, ҫӗннисене вырнаҫтарӑп. Эсир те вара танлаштарса пӑхма пултараятӑр.
http://gallery.chuvash.org/v/chuvas ... snoarmeyski/yamanak/
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Аксар // 8321.7.5246
2010.06.07 22:52
Яманакра шкул пĕтнинчен пуçланчĕ çак япала! Ял пĕтесси яланах шкула хупнинчен пуçланать...

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj