Кăвак çĕмрен :: Çын чĕртнĕ çын
Шăнкăр кăна шăнкăр шыв юхать,
Шăнкăрчă та чĕппи, ай, шыв ĕçет.
Шăнкăрчă та чĕппи шыв ĕçсен,
Шăнкăрчă та амăш савăнать.
Тăванпала тăван, ай, калаçсан,
Ытти тăванах та, ай, савăнать.
Шăнкăр кăна шăнкăр шыв юхать,
Шăнкăрчă та чĕппи, ай, шыв ĕçет.
Шăнкăрчă та чĕппи шыв ĕçнĕ чух
Унта чĕкеç чĕппин, ай, мĕн ĕç пур.
Тăванпала тăван калаçнă чух
Унта çичĕ ютăн, ай, мĕн ĕç пур.
Кăвак ярăмлăрах, ай, шурă пир,
Унăн пĕр ярăмĕ, ай, урлăлла.
Тăван патне каяс, ай, шыв урлă,
Каймасассăн тăван, ай, çилленет.
Тăванпала тăван, ай, калаçсан,
Ытти тăванах та, ай, савăнать.
Ай-хай улма сачĕсем те
Юрлаччăр-и кайăксем.
Юрлаччăр-и кайăксем те —
Иртет пирĕн ĕмĕрсем.
Чăваш халăх юрри.
Шухăшсем
Is your website chuvash...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
Прочитал от и до...