Хура ĕçсем
Шуйттан тĕттĕм
хуçийĕ теççĕ –
анчах вăл
çутăра та пур.
Çынсем ун аллине
лекеççĕ,
тамăка
чунсем вĕçеççĕ.
Çĕр çинче
вара вĕсем
пĕтĕм кĕтесре те
пур.
Чухăн, пĕчĕк
çынсене
шуйттан хăй
евĕрлĕ савать.
Кирлĕ ăна
пуян çынсем,
ăслисемпе
талантлисем.
Вара вĕсем
тăрăшнипе,
хăйĕн хура
ĕçне тăвать.
Талантлă çын
хăй ĕçĕнче,
тамăк çулне те
кăтартать.
Унта мĕнле
каймаллине,
уншăн мĕн
тумаллине...
Нумай хура
ĕçсем туса,
ыттисене
унта туртать.
Хăйсен ĕçне
вĕсем пĕлеççĕ –
тамăкри
пурнăç вĕт унта!
Шуйттана
сутăннă çынсем,
пурне те
ăнланаç вĕсем.
Пирĕншĕн –
вăл ĕçсем хура!
Тавтапуçах
уншăн Турра!
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...