Çурхи сасă
Ача пекех çурхи шыв-çур,
Чĕлхи часах ун уçăлмасть.
Амаçури — сив чунлă юр —
Ăна ир-каç сăмах памасть.
Çуркуннене епле пӳлен!
Вăл каччă пек хĕрӳ, хавас.
Шыв калаçма пуçлать хуллен,
Юхать пит меллĕн шăнкăр сас.
Иртет-и кун, чĕлхи хĕрсессĕн
Пуçлать хăюллăн çухăрма,
Çил-тăвăла асилтереслĕн
Сасси каять пин çухрăма.
Пуçа пĕр шухăш çавăрать.
Вăл — чи пахи те чи таси —
Кĕрлесчĕ манăн сăвăра
Хăватлă çуркунне сасси.
Шухăшсем
Is your website chuvash...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
Прочитал от и до...