Айя-София
(Осип Мендельштамран)
Айя-София, — хушнă чарăн-машкăн
Кунта халăхсемпе патшасене!
Сан куполна пурне те кăтартмашкăн
Сăпка пек çакнă çӳл тӳпе айне.
Ас ирĕкĕ пулса — Юстннианăн! —
Çĕр çичĕ мрамор юпине илме
Ăна чарман-мĕн Эфесри Диана:
Ют турăсемшĕн пулччăр — ӳлĕме!
Сан ăстусем мĕн евĕр шут туса-ши? —
Çӳл ăс-тăн пулнă вĕсенче Хуçа:
Апсидсемпе экседрусем мĕн-ма-ши
Пăхаççĕ тухăçа та анăçа?
Сан хĕрĕх кантăку вăл — Çутă гимнĕ,
Сан куполун çавра уçлăхĕнче
Тăват архангел! — ĕмĕре пил илнĕ
Парăсусен ĕлккен анлăшĕнче.
Çухалĕç патшасем те, ăрусем те, —
Эс — упрăн Ас çĕкленĕ Илемне.
Макăрччăрах çерафимсем! — Вĕсем те
Тăкаймĕç фрескусен сар ылтăнне.
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...