«Ача евĕр чупса, ашкăнса...»
Ача евĕр чупса, ашкăнса,
Хăвалаççĕ хумсем пĕр-пĕрне.
Хăйăр тăрăх вĕçсе-ыткăнса
Çапăнаççĕ çыран хĕррине.
Сар хĕвел айĕнче савăнса
Ăмăртаççĕ вĕсем иртенпех.
Эп ларатăп вара сăнаса:
Хăшĕ кайĕ чупса инçерех?
«Ача евĕр чупса, ашкăнса...»Ача евĕр чупса, ашкăнса, Хăвалаççĕ хумсем пĕр-пĕрне. Хăйăр тăрăх вĕçсе-ыткăнса Çапăнаççĕ çыран хĕррине.
Сар хĕвел айĕнче савăнса Ăмăртаççĕ вĕсем иртенпех. Эп ларатăп вара сăнаса: Хăшĕ кайĕ чупса инçерех?
|
Дорофеева-Миро Татьяна Юрьевна (2014-02-01 19:57:46):
Мĕнле вăлă танлаштарусем!
Питĕ килĕшрĕ сăвă!