«Хăйпе хăй хирĕçет, йĕрет çурхи çанталăк...»
Хăйпе хăй хирĕçет, йĕрет çурхи çанталăк,
Пĕрре чĕнет çут хĕвеле, тепре хуса ярать.
Телейĕм килессе шанса, уçатăп алăк,
Анчах та вăл, ултавçă-кайăк, таçталла тарать.
Мĕнле кĕртес ăна хам йăвана, тăванăм?
Ана мĕн кирлĕ?
Мĕн савать?
Çакна ăçтан чухлас?
Ытла та хурлăхлă, инкеклĕ кунăм манăн,
Ăна мĕскер парса, парнелесе улăштарас?
Йăмра çулçисемпе шавлать, ав, шĕпĕл-шĕпĕл,
Шур кăвакарчăн тем шырать, чупса çӳрет.
Çук манăн ĕнчĕ те ахах, çук ылттăн-кĕмĕл,
Çакна пĕлсе, çурхи çанталăк хирĕçет, йĕрет.
27.03.2007.
Шухăшсем
Is your website chuvash...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
Прочитал от и до...