Васка, лашам!..
Шупкалнă тухăçран,
сар çихлихне
ура сакăлтине çити усса,
тухать лаша тăп-тăрă ирхине,
çăп-çăмăллăн юртса.
Вăр-вар кăна,
йĕнерсĕр-мĕнсĕрех,
сиксе ларса тытатăп чĕлпĕртен —
çӳлтен
ытарайми тăван çĕре
курассăм килнĕрен.
Хавас та пур,
салху та — чунăмра,
пăхатăп уйăрса хура-шура.
Урхамахпа вĕçетĕп Çĕр тавра,
ман вĕçевре — шырав.
Таçта
çынсем йĕреççĕ татăлса,
таçта
çынсен шăмми те тирĕ çех,
таçта
сасса хупласшăн та пăвса —
хĕреççĕ-хĕреççех,
хиреççĕ хирĕçех.
Васка, лашам!
Эс çавăнта васка!
Юлаймăпăр кар тăнă халăхран.
Çил, вĕр!
Лашамăн çилхине лăска:
эпир — çил пур йăхран.
Шухăшсем
Is your website chuvash...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
Прочитал от и до...