Сухаçă
Сулмаклă утăмпа сухаçă
Кăвак çутлах тухать хире.
Васкавлăн сирĕлет çу каçĕ,
Васкавлăн çухалать тĕтре.
Хутлам-хутлам уçса вуланăн
Хура тăпра кĕнекине
Ĕçлет çĕрпе вăл пĕр тăванлăн,
Курса тăран çуталнине.
Ăна поэт тесен те юрĕ,
Мĕн-ма тесен ик эрнерен
Калча хĕвелĕ партитура
Пулса шăтать çав пĕрчĕрен.
Пĕр пĕрчĕрен тухать пин пĕрчĕ,
Вара, кĕрхи кунсем çитсен,
Ӳссе ларать çĕн тырă сăрчĕ
Чи аслă мул пекех хитрен.
Тавтапуçах сана, сухаçă,
Сăпайлă пурнăçушăн тав.
Садра çĕн юрăсем юхаççĕ,
Кӳреççĕ сан ятна мухтав.
Шухăшсем
Is your website chuvash...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
Прочитал от и до...