Женя ывăлăма
Ир пуçласа мĕн тĕттĕм пуличчен,
Хăйсен пуласлăхне чунтан кĕтсе,
Ача çуратмалли çурт умĕнчен
Каймаççĕ чечек йăтнă йĕкĕтсем.
Пĕрин пит-куçĕ — вĕçсĕр киленӳ,
Теприн сăн-пиче — татăлми тивлет.
Ман чунăмра вара иккĕленӳ:
Те хĕрача, те ывăл — кам пĕлет.
Сăнатăп тĕмсĕлсех чӳречене,
(Çӳлти хута пăхма кансĕртерех.)
Курах каятăп мăшăрăм сăнне,
Вăл халь нихçанхинчен те хитререх.
Ун аллинче, ун аллинче чĕркем, —
Те тĕлĕк пулчĕ ку, те — кĕтретех, —
Сиксе тухас пекех тапать чĕрем,
Вăл хĕрача е ывăл — пурпĕрех.
Тавах сана, мухтавлă Çут тĕнче!
Тинех ак çитрĕ ĕмĕрхи Тивлет,
Ун вилĕмсĕр сăваплă çуттинче
Ман юратас, ман пурăнас килет.
Шухăшсем
Is your website chuvash...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
Прочитал от и до...