Мишша пиччеçĕм
Çеçпĕл Мишши 75 çул тултарнă ятпа
Мишша пиччеçĕм,
Çеçпĕл.
Чунра ман лăпкă мар,
чунра халь вут-кăвар.
Вăл мĕншĕн çуннине
эс çеç пĕл.
Вĕрентекенĕм,
çич шитлĕ анунтан –
хулпуççуна тӳрлетрĕн те –
пĕлĕтсене тĕрентĕн эс,
сухапуçа касса лартса
çерем çĕтсе çӳрерĕн эс,
поэзи уй-хирне
çĕн вăрлăх акрăн эс,
вĕрентекенĕм.
Эс уçнă çереме
паян кунччен акса тăратпăр,
тырри-пулли пулса çитсен
выратпăр, сăвăратпăр,
вĕрентекенĕм.
Сухаçисем-мĕнсем нумайăн та,
ятран çĕр çукранах-ши –
чылай чухне
тăртаннă çĕр питнех таптатпăр,
пуш пучаха
тутти картне лартатпăр.
Çурасчĕ вут,
çуласчĕ утă, пĕреххут –
эпир халь ытларах
туя васкатпăр.
Мишша пиччеçĕм,
Çеçпĕл.
Чунра ман лăпкă мар,
чунра халь
вут-кăвар.
Вăл мĕншĕн çуннине
эс çеç пĕл.
Поэзи тĕнчинче
çĕр-çĕр уçман çерем.
Сан кассуна мала тăсса
эп вĕсенчен пĕрне
уçам-и?
Канаш хăна килĕ. 15.11.1974.
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...