«Тăкăнать сар çулçă...»
Тăкăнать сар çулçă,
Çаралать вăрман.
Сапăнать йĕкелĕ —
Ватăлать юман.
Эп хĕлле çуралнă —
Шартлама хĕлле.
Менелник тăватăп
Çĕн çулпа пĕрле.
Пурпĕрех, мĕн-ма-ши,
Ĕмĕр иртнине
Çивĕчрех туятăп
Сарă кĕркунне.
«Тăкăнать сар çулçă...»Тăкăнать сар çулçă, Çаралать вăрман. Сапăнать йĕкелĕ — Ватăлать юман. Эп хĕлле çуралнă — Шартлама хĕлле. Менелник тăватăп Çĕн çулпа пĕрле. Пурпĕрех, мĕн-ма-ши, Ĕмĕр иртнине Çивĕчрех туятăп Сарă кĕркунне.
|
Шухăшсем
Is your website chuvash...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
Прочитал от и до...