Инçетре çуралнă ялăм...
Инçетре çуралнă ялăм,
Аттепе анне инçе.
Эл — салтак паян.
Вăй-халăм
Туртăнать çар ретĕнче,
Ир тăма та, каç выртма та.
Эп вĕрентĕм çакăнта.
Вичкĕн çил те, шартлама та
Сахал мар-çке çĕр хута
Тĕрĕслерĕç. Марш тăварĕн
Тутине пĕлен аван,
Хурçă тусăм — танк — сăнарĕ
Юлĕ асăмра ялан.
Юлташсен кулли,
Сасси те
Тухас çук чун-чĕререн.
Вăхăт кайĕ, вăхăт иртĕ,
Таврăнăп çар ретĕнчен.
Хальлĕхе çарта тăратăп,
Аслă Гейне çĕрĕнче,
Чун-чĕре çавах,
Туятăп,
Чăваш Ен ытамĕнче.
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...