Пире пĕрлештернĕ пĕр ĕмĕт
Тăван çĕршыва суйламаççĕ —
Такамшăн та вăл пĕрре.
Тăван çĕршыва пайламаççĕ —
Вăл ĕмĕрлĕх чĕрере.
Лăскать-и ăна çил-тăвăл,
Сар кун-и ăна савать, —
Мала туртакан ăстăн вăл,
Çунат хушакан хăват.
Яш çын-и эсĕ е ватă, —
Элчеллĕ хура самантра
Эс уншăн шывра путатăн,
Эс уншăн çунатăн вутра.
Халь юмăç яма кирлĕ мар-тăр:
«Мĕнлеччĕ-ши пирĕн шăпа?..»
Тĕл пулнă тахçан вырăс-паттăр
Ĕçчен атăлçи-чăвашпа.
Тĕл пулнă, çапла тупа тунă:
Эп — саншăн, эс маншăн пичче...
Пĕрле тăкнă тарăн та юнăн
Палли пилĕк ĕмĕр çинче.
Ак халĕ, уяв-мĕн çитсессĕн, —
Сăваплă, мăнаç сехет! —
Çĕршывăн мĕнпур кĕтесĕ
Пĕр харăс курка çĕклет.
Малтан — асăну куркийĕ,
Ун хыççăн — пуласлăх курки...
Юратнă çĕршыв кĕрекийĕ —
Пĕр аслă çемье кĕреки.
Эпир — çитмĕл çич тĕрлĕ халăх,
Кашнин хăйĕн сăнĕ, йăли.
Пĕртанлăх та туслăх, тăванлăх —
Ак пирĕншĕн халь чи хакли.
Пире пĕрлештернĕ пĕр ĕмĕт —
Телейле, хаваслă инçет.
Çак ĕмĕтĕн вилĕмсĕр хĕмĕ
Тăван ялавра та çиçет.
Ялавăмăр, вĕлкĕш, ан усăн!
Çĕршывăмăр, ут малалла!
Мухтавлă та чаплă çулу сан
Тата чаплăрах пулмалла.
Шухăшсем
Is your website chuvash...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
Прочитал от и до...