Николай Владимирович Семеленов Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районне кĕрекен Пухтел ялĕнче 1958 çулхи утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Çакăнтах вăтам шкул пĕтернб.
1979 çулта çара кайнă, тепĕр çултан Афганистан çĕрĕ çине лекнĕ, интернационаллă тивĕçне пурнăçланă. Çар корреспонденчĕсен шкулне куçăн мар пĕтернĕ.
Хаçата çамрăклах çырма пуçланă, Чăнлă районĕнчи «Коммунизм çути» хаçатпа тачă çыхăну тытнă, конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Аслă Нагаткинта çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра, Чăнлă поселокĕнчи сахăр заводĕнче вăй хунă.
1987 çултанпа Чĕмпĕрте пурăнать. «Канаш» хаçата шӳтлĕ калавсем çырса тăрать.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Is your website chuvash...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
Прочитал от и до...