Ф.А. Андреев 1919 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче хальхи Красноармейски районне кĕрекен Кĕрекаç ялĕнче çуралнă. Çĕрпӳри педагогика техникумĕнчен, Канашри учительсен тата Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Учитель, парти райкомĕн инструкторĕ пулнă, шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче ĕçленĕ. Япони милитарисчĕсене хирĕç вăрçа хутшăннă, 1946 çулччен çар службинче тăнă.
Пĕрремĕш калавĕ 1938 çулта «Сунтал» журналта пичетленнĕ. Пĕрремĕш кĕнеки — «Шкул сачĕ». Филипп Андреевич «Чĕмпĕр çути», «Тухăçри тапă» повеçсен, «Атте килĕ», «Тайга кашлать», «Юрату авăрĕ» поэмăсен, «Тухăçран хăпарать шурăмпуç» роман авторĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Is your website chuvash...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
Прочитал от и до...