Александр Иванович Волков 1946 ҫулхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Мӑн Этмен ялӗнче ҫуралнӑ. Вăтам шкул хыҫҫӑн И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх институтӗнче, унтан И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Ҫар службинче пулнӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Березовкӑри вӑтам шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Чӑвашрадиора, «Молодой коммунист» хаҫатра, Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Тӑван Атӑл» журналта, Чӑваш телевиденийӗнче ӗҫленӗ. Писатель 1991 ҫулта вилнӗ.
Александр Волков ҫырнисем республикӑри тӗрлӗ хаҫат-журналсенче тӑтӑшах пичетленнӗ.
А. Волков 1989 ҫултанпа СССР Писателӗсен союзӗн членӗ пулнӑ.
Паллӑрах кӗнекисем: «Пирӗн ялсем» (1984), «Ахрӑм» (1989), «Пӗчӗк ялӑн пысӑк ҫылӑхӗ» (1990).
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...