Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томХум пӑшӑлтатӑвӗАли-паттăрЮрату ҫӑлкуҫӗХура çăкăрЫтла та вăрттăн юратуПурнӑҫ утравӗсем

Килĕмре никам та пулмĕ...


Килĕмре никам та пулмĕ

Каçхи сĕм пуçне никам

Хĕл кăна кăштахçă курнĕ

Пуш, чаршавсăр кантăкран.

 

Урамра шур юрĕ çăвĕ

Лăпкăн çеç, лапка ӳксех.

Пӳрт тăрри те юр çеç тăрĕ,

Пӳрт тăрри, юр – тек нимскер.

 

Ак, каллех пас тытнă тейĕн,

Ак, каллех чун ыратать,

Пĕлтĕрхи хĕл айĕн-çийĕн

Тунсăхпа пĕрле юрлать.

 

Ак, каллех чуна йĕплеççĕ

Каçарман сив айăпсем -

Чӳречен хура хĕресĕ

Хулана мухтанăçем.

 

Чаршава тем хускатса кĕç

Чун чĕтревĕ илтĕнсен,

Шăплăха утасласа эс

Ман малашлăх пек кĕрен.

 

Алăкра курнатăн эсĕ

Темле шурă тумпала,

Юр пĕрчи те, тен, çĕлеççĕ

Çан пек шурă çитсăпа.

Туслă пулар-и?


— Сашок, пĕлетĕн-и, ĕнер телекпа НЛО кăтартрĕç... Пĕлетĕн-и, чăн-чăнах турилкке пек çакăнса тăрать… Таçта Воронеж патĕнче тет-и…, — хашка-хашка хуса çитрĕç çиччĕмĕшĕнче вĕренекен Сашука Петюкпа Ваçлей. — Пĕлетĕн-и, çутатать хăй… — çаплах калаçать Ваçлей. Чĕмсĕр Петюк çеç ним чĕнмест.

— Тупнă тĕлĕнмелли… Çынсем тахçанах курнă ăна, — тин сăмах хушрĕ Сашок.

— Ху курнă-им? — тусне тĕлĕнтерейменшĕн кӳренсе ыйтрĕ Ваçлей.

— Курасса курман та илтессе илтнĕ.

— Эх, ман чăн–чăн НЛО курасчĕ! — çаплах ĕмĕтленчĕ Ваçлей.

— Мĕн тăваттăччĕ-ши?

— Мĕн тăваттăмччĕ? Пĕлетĕн-и, вĕсем пирĕн Çĕре туртса илесшĕн тет, халь разведкăна килеççĕ тет… Эп ăна тытаттăмччĕ те тĕпчеттĕмччĕ…

— Тытнă тет пĕри… шăши хӳри… Тыттараççĕ сана, кĕтсех тăр. Ку таранччен сан пек геройсем пайтах пулнă пуль.

— Ху мĕн тăваттăнччĕ-ши?

— Эп-и, эп-и… Çук вĕсем — НЛОсем, шухăшласа çеç кăларнă вĕсене, — хăпасшăн пулчĕ тусĕсенчен Сашук.

* * *

Паян Сашуксен кĕтӳрен сурăх путекĕ килмен. Пăрамланă хыççăн амăшĕ икĕ эрне килтех тытрĕ ăна. Паян вара кĕтĕве кăларса ячĕ.

Малалла

Шахтёр


Шахтёр ĕçлет шахтăра, хуп-хура!

Тĕттĕм путăк-шăтăкра, çурăкра.

Алла тытать ламппине, çуттине,

Чарлан сăмси майлине — кайлине.

Вăрăм труба тытăнать çухăрма,

Шахтерсене çĕр айне йыхăрма.

Шахтёр çитет ĕç патне вăхăтра,

Ун çĕр пӳрчĕ пит ирсĕр, пит лутра.

Çухрăм ытла çĕр айне вăл кĕрет,

Упăте пек, упа пек вăл çӳрет.

Çӳлĕ тусем, тайгасем çĕмĕрет,

Ун сывлăхĕ вăхăтсăр çĕмрĕлет.

Мĕльюн-мĕльюн çул авал вутпала

Çунса пĕтнĕ, чулланнă вăрмана

Çĕр айĕнчен кăларать çĕр çине,

Хăрăм вĕçет тĕтĕм пек хăй çине.

Тулать хăрăм хăлхине, куçсене,

Усал сывлăш çĕмĕрет пуçсене.

Хăрăм сывлать сăмсине, çăварне,

Лĕкĕ ларать ӳпкине, пĕверне.

Çур ĕмĕрне шахтăра пурăнать,

Тискер кайăк евĕрлех курăнать.

Пĕтнĕ, вилнĕ йывăçа, курăка

Чĕртсе вилĕм ыйхинчен вăратать.

Индустрие ура çине тăратать,

Хуласене, ялсене çутатать.

Шахтёр йывăр ĕçĕпе, асаппе,

Унăн вăйлă аллисен уссипе

Пĕтĕм тĕнче ахăрать, çухăрать,

Ĕç халăхне пĕрлешме йыхăрать.

Тăлăх арăм


Унăн мĕнпур шанчăкĕ

Пусри тырă çинчеччĕ,

Анчах ани татăкĕ

Ытла-ытла кĕскелчĕ.

 

Ансăрне те ансăр вăл,

Хыттине те хытă вăл.

Акнă тырă ӳсмерĕ,

Пӳлме тĕпне кĕмерĕ.

 

Ани çинчен килнине

Çисе ярса пырать вăл,

Макаçейрен илнине

Куланая сутать вăл.

 

Ун хыçĕнчен ачисем

Çĕтĕк-çурăк пыраççĕ;

Витĕр курнаç шăммисем...

Çăкăр хытти кăшлаççĕ.

 

Пуян çынсем чей ĕçеç, —

Тăлăх арăм ачисем:

«Анне, шыв çук пирĕн», — теç.

Эй, шеремет çыннисем!

 

Сире çутă тĕнчене

Хурлăх курмах янă пуль;

Вăрăм хутаç мăй çине

Турах çакса янă пуль.

 

Эсир мĕн чул йĕретĕр,

Сирĕн йĕни шутра мар.

Эсир мĕн чул ĕçлетĕр,

Çапах эсир тутă мар.

 

Сире çынсем çапсан та,

Эсир ăна чăтмалла;

Сире мăшкăл тусан та,

Эсир çынна пăхмалла.

 

Кашни сире, выльăх пек,

«Эй, эй!» тесе çеç чĕнет;

Алăк панчи шăпăр пек,

Малалла

Ĕмĕт


Курăк çеçки пулăттăм;

Тутлă шерпет ĕçĕттĕм,

Капăрланса ларăттăм —

Çукка-мĕне пĕлмĕттĕм.

 

Партас пулă пулăттăм:

Çутă кӳлĕре ишĕттĕм,

Йăр-йăр чăмса выльăттăм —

Хуйха-суйха пĕлмĕттĕм.

 

Шăпчăк кайăк пулăттăм:

Сад пахчинче вĕçĕттĕм,

Кунĕн-çĕрĕн юрлăттăм, —

Куççуль мĕнне пĕлмĕттĕм.

 

Ăмăрт кайăк пулăттăм:

Ирĕклĕхе çӳрĕттĕм,

Пĕлтрен çӳлте явнăттăм —

Чуралăха пĕлмĕттĕм.

Путёвка пулăшнипе


Стюардесса пире çулçӳрев ăнăçлă иртнĕ пирки саламланă май пирĕн самолет Чăваш енĕн тĕп хули — Шупашкар патне çывхарса пыни пирки пĕлтерчĕ.

— Тинех киле çитетĕп. Еплерех тунсăхларăм сансăр, савнă Шупашкарăм!

Сывах-и, мана кĕтсе илме хатĕр-и? — чĕрем сиксе тухасла тапать.

— Тинех, тинех киле çитетĕп. Часрах тăван яла çитесчĕ, часрах аннене савăнтарасчĕ!

Самолет Шупашкар çийĕн вĕçсе çаврăнчĕ. Чӳречерен Анне-палăк пире икĕ аллине сарса кĕтсе илни курăнать. Ун йĕри-тавра фонтансем ялкăшаççĕ, вĕсем те пире хапăл пулас!

Кĕçех самолет аэропорта çитсе чарăнчĕ. Çул çинче паллашнă туссемпе сывпулашса автобус остановкине вĕçтертĕм. Шăпах тăван яла — Штанаша каякан рейс пулчĕ, çийĕнчех билет туянса çула тăхрăм. Пирĕн яла халĕ кашни çур сехетрен автобуссем çӳреççĕ. Президент программине пурнăçласа ял витĕр тухакан çула юсаса çĕнетрĕç. Шупашкара каймалли çул самаях кĕскелчĕ, çул укçи те, Шупашкара çитмелли вăхăт та сахалланчĕ.

Ман чемоданра аттепе аппасем валли Великобританире туяннă сувенир-парнесем, урокра усă курмалли тĕрлĕ кĕнеке-брошюра, фоторепродукцисемпе картинăсем, тĕрлĕ хулара туяннă открытка комплекчĕсем, Великобританире усă куракан укçа, вĕсемшĕн аппасем те, анне те савăнаççĕ ĕнтĕ, унпа урокра усă курĕç, вĕсем виççĕшĕ те акăлчан чĕлхи вĕрентеççĕ. Сувенир-рюмка наборĕ «Лондонри паллă вырăнсем» ятлă. Кашни рюмка çинче Лондон хулин пĕр-пĕр паллă çуртне ӳкерсе хунă, ман шутпа ку набор аттене килĕшмелле. Елена валли — майка-сувенир, Рина валли — Биг Бен статуэтка. Аннене тĕлĕнтерме музейăн сыхлавçин, ăна акăлчансем бифитер тесе чĕнеççĕ, статуэткине туянтăм. Кунсăр пуçне Штанаш шкул ачисен вырăсла-акăлчанла юмахсен кĕнеки. Асанне валли мĕн туянни халлĕхе вăрттăнлăх пултăр.

Малалла

Сехетсене калла куçар


Сехетсене калла куçар -

Виç минута, куна, çула,

Сехетсене калла куçар -

Юратăва таврар калла.

Сад пахчине кăрлач хупларь

Сив кантăкра эреш тĕрле...

Сехетсене калла куçар –

Кил ман пата пирвайхилле

 

Сехет йĕппи, сехет йĕппи – шав малалла,

Сехет йĕппи, сехет йĕппи чупать мала.

Эпир тем маннă кай юратура,

Вăл таврăнмĕ, вăл таврăнмĕ калла.

 

Сехетсене калла куçар –

Сăмах та кӳренӳ кунне.

Сехетсене калла куçар,

Чи юлашки сăмахсене.

Сехет ани çинче хăвар

Хăв юрату ятне,

Сехетсене калла куçар –

Юрат мана, малтанхине.

 

Сехет йĕппи, сехет йĕппи – шав малалла,

Сехет йĕппи, сехет йĕппи чупать мала.

Эпир тем маннă кай юратура,

Вăл таврăнмĕ, вăл таврăнмĕ калла.

Хурлантаруллă хыпар


Хыпар илтĕм «Хыпар» çинчен:

«Хыпар» хаçат пĕтнĕ иккен.

Савăнăç мар кӳчĕ хыпар:

Кӳчĕ хуйхă — савăнăç мар.

Хĕскĕч хĕстерчĕ чĕрене,

Ыраттарчĕ пуç мимине.

Епле эпир кулянмăпăр?

Епле-ха хурланмăпăр?

Вăл вĕт чăваш халăхĕн

Пĕртен-пĕр хаçачĕччĕ.

Хамăр халăх пурнăçĕн

Сăнне паран тĕкĕрччĕ.

Тата вăл ĕç халăхне

Ăна-кăна вĕрентетчĕ,

Ялти тĕттĕм чăвашсене

Çĕнĕ хыпар кӳретчĕ.

Хаçат кăларакан халăх

Культурăллă халăх шутĕнче,

Хаçат çине ӳкнĕ чĕлхе

Чыслă чĕлхе хисепĕнче.

Пирĕн «Хыпара» хупни

Пулать чăваш халăхне

Ним вырăнне хуманни,

Çул паманни ун чĕлхине.

Куна чăтма хал çитмест,

Кунпа халăх килĕшмест:

Чăваш хаçачĕ пулмаллах,

Уншăн пирĕн тăрăшмаллах.

Чăваш сăвви


Авал, патша пур чухне...

Пирĕн чăваш яльсенче,

Вăрттăн çĕрте пытанса,

Йăвашланса, вăтанса

Пĕр саркайăк пурăннă —

Пит имшеркке курăннă.

Ăна чăваш ваттисем

Çĕрне-кунне пĕлмесĕр,

Хĕлĕн-çăвĕн ĕçлесе,

Хырăç-марăç тӳлесе,

Хĕрӳ ĕçре, туйсенче,

Уявсенче, уйсенче

Ачашласа усранă.

Юнлă патша тарçисем

Ăна сума сумасăр,

Ним вырăнне хумасăр,

Кулса тăнă хурласа,

Хуласене ямасăр,

Çӳреме çул памасăр.

Халĕ ĕнтĕ вăл кайăк

Хулара та пурăнать,

Таçти çĕршывсенче те

Вутăн-хĕмĕн курăнать.

Сасси лайăх юрлама,

Юрри хитре итлеме:

Революци ырлăхпе

Хăй тытăнчĕ питлеме.

Юрла-юрла, сар кайăк,

Шăпчăк сас пек сассупа!

Санăн юнна ĕçекен

Тăшман сăнни хуçăлчĕ!

Сана ирĕк янрама

Аслă тĕнче уçăлчĕ!

Ултав


«Акă çитрĕ çуркунне!

Тухăр çынсем уçăлма:

Сив хĕл кайрĕ хăй килне —

Çитрĕ вăхăт ырă курма!»

Пире каларĕç çапла.

Ĕнентĕмĕр ачалла:

Пӳртрен тухрăмăр тула,

Но пулчĕ таврăнмалла.

Çитмен пулчĕ çуркунне:

Пур тавралла юр выртать,

Çил çаврăннă сивĕ енне —

Витĕр вĕрет те шăнтать.

■ Страницăсем: 1... 702 703 704 705 706 707 708 709 710 ... 796