Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томЧакăл-туКулăшла калавсемМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Авăн уйăхĕЯл калавĕСар ачапа сарă хĕр

Телейлĕ çĕр-шыв


Эп телейлĕ çĕр-шывăн ачи.

Ырă чунлă çынсем хушшинче

Тăрăшса вĕренсе, ăмăртса ĕçлесе

Пурăнатăп çапла çĕр çинче.

 

Хĕç-пăшал çук кунта,

Террорист çук кунта,

Вăрă та çук кунта,

Ăнлану çеç кунта.

 

Кăвак пĕлĕт хушшинче

Ярăнса хĕвел тухать.

Каçпала пĕлĕт çинче

Уйăхпа çăлтăр вылять.

 

Кайăк юрлать, савăнать,

Хĕвел пăхать, йăл кулать.

Ача-пăча вăй вылять,

Çитĕннийĕ ĕç тăвать.

 

Эп шанатăп вăрçă пулмасса,

Çĕр çинче Ырăлăх пуç пулса

Кăтартса, вĕрентсе, ăс парса

Халăха ертсе пырасса.

 

Пĕр-пĕрне пулăшса,

Пĕр-пĕрне ăнланса

Пурăнаççĕ çапла

Савăнса, йăл кулса.

 

Ырă ĕçсен çулĕнче

Ман калас килет çапла:

«Усал-тĕсел хыçра юлтăр,

Ырри вĕрентсе пытăр».

Çăлтăрпи е çăлтăрсем епле пулса кайни


«Çак чăвашсен пикисем те хитре, тум-тирĕ, ум çаккийĕсем те. Авă епле йăлтăртатса тăраççĕ вĕсем хĕвел çути çинче. Турă çĕрпе шыва тата пĕлĕте уйăрни нумай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ, çынсене хĕвелпе уйăх пачĕ. Анчах та каçхи пĕлĕт çав-çавах хăрушă курăнать. Чăваш пикисен шӳлкемисене илсе пĕлĕте сапсан епле пулĕ-ши? — тесе шутласа ларать Çăлтăрпи. — Çĕр çинче вĕсем хĕвел çутипе йăлтăртатаççĕ, пĕлĕт çинче вара уйăх çуттипе. Пĕлĕт çинче ытла илемсĕр ан курăнчăр тесе вĕсенчен тĕрле чĕрчунсем, çынсем тума пулать. Тен, хамăн валли арăм та тупăп-ха çĕр çинче?» Çакăн пек шутласа ларсан-ларсан Çăлтăрпи çĕр çине анма вăхăт çитессе кĕтет.

Сарпике паян ĕнерхинчен те хитререх. Тухйи те, шӳлкеми те кĕмĕл укçасенчен тунăскерсем кĕрсе каякан хĕвел çути çинче йăлтăртатса тăнипе вăл паян уйрăмах пĕлĕт çинчен аннă пике пекех туйăнать Çăлтăрпине. Утти унăн шур акăшăнни пек, сасси мĕнле хитре янăрать, кулли вара мĕне тăрать хăйĕн.

Тен çавăнпа та Çăлтăрпи паян çĕр çине анма шутларĕ.

Сарпике çамрăксемпе вăйăра юрланă-ташланă вăхăтра вăрман енчен вĕсем патнелле шап-шур тумтир тăхăннă çамрăк каччă утса пынине курать. Вĕсемпе танлашсан Çăлтăрпи вĕсене пурне те сывлăх сунчĕ, шӳтлесе те илчĕ. Хăйĕн валли арăм шырани пирки пĕлтерчĕ. Çамрăксем ăна Сарпикепе паллаштарчĕç. Пике ăна кăмăла кайнине курса вĕсем Çăлтăрпине ыранччен кунта юлма ыйтрĕç, вĕсемпе пĕрле Сарпике ташланине тата юрланине итлесе ларма сĕнчĕç. Çăлтăрпине çакă кăна кирлĕ пулнă, вăл хаваслансах юлма килĕшрĕ. Сарпикепе ташланă чухне вăл ăна çĕр çинче пурăнмалли хĕр мар тесе шутлать. Хăйĕнпе пĕрле уйăх çине илсе каятăпах тесе калать хăйне хăй.

Малалла

Медсестра


Кĕрлĕ-шавлă вăрçă тусăнать,

Медсестра çĕр çинче шăвать.

Йăнăшни, ахлатни хăлхара,

Сумкăпа шурă бинт алăра.

 

Таса юн суранран пĕрхĕнет,

Хăлхара чан çапни илтĕнет.

Лăпкă сасă чĕнет, çухалать,

Каç енне санбатра вăранать.

 

Чăрсăр, ирсĕр, хăруш вилĕмрен,

Миçе çын эс хăтарнă вăйпа,

Пурăнаççĕ нумайăш хальччен,

Асăнаççĕ сана ырăпа.

Мăшăрăма


Ирсерен ытамра вăранни,

Каçсерен ман çумра эс ларни,

Ани хĕрĕ ман мăшăр пулни —

Мĕн пур-ши тĕнчере халь хакли?

 

Ыр ятна антармарăн çĕре,

Кил-çурт пулчĕ ялан тирпейре.

Çĕклеме эс пултартăн мана,

Хăшĕсем тек ăмсанччăр сана.

 

Тавтапуç, тайма пуç хĕр пĕрчи,

Ăш хĕвел те сив уйăх çути.

Çуркунне шăтса тухнă калча,

Пĕрле пул ĕмĕрех манпала.

Сарă упапа Уйăх


Пурăннă тет пĕр сарă упа. Вăл питĕ вĕçме юратнă. Унăн виçĕ çура пулнă. Вĕсене вăл кашни кун вĕçме, пулă тытма, апат пĕçерме вĕрентнĕ. Мана вĕсем патĕнче хăнара питĕ килĕшрĕ. Пĕррехинче упа мана хăйĕн пысăк çунаттисем çине лартса Уйăх çине экскурсине илсе кайрĕ. Эпир пынă чухне Уйăх килте çукчĕ. Вăл киличчен эпир çăлтăрсем çине пăхрăмăр. Çăлтăрсем куçа çиекен тĕрлĕ тĕссемпе йăлтăртатаççĕ: сарă, шурă, кăвак, хĕрлĕ, симĕс. Пĕчĕкрех çăлтăрсемпе эпир тытмалла вылярăмăр. Кĕтмен çĕртен тĕттĕм пулса ларчĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, пĕр пайăрка çутă курăнса кайрĕ.

Уйăх таврăнчĕ. Лайăхрах сăнаса пăхрăмăр та, пирĕн Уйăх сыр татăкне аса илтерет. Сыр пекех сарă, çаврака, шăтăклă-шăтăклă. Тутанса пăхма шутларăмăр. Сисмен çĕртен çур уйăха çисе те ятăмăр. Тутлă сырпа хăналанăшăн Уйăха тав турăмăр та килелле вĕçсе кайрăмăр. Уйăхпа туслашнишĕн питĕ хĕпĕртерĕмĕр. Час-часах Уйăх çине хăнана çӳреме пуçларăмăр. Упа çӳрисем вĕçме вĕренсессĕн вĕсене те пĕрле илсе çӳрерĕмĕр. Сыр татăкĕ пурне те питĕ килăшрĕ. Çавăншăн пирĕн Уйăх хăш чухне тулли-çаврака, хăш чухне-çурри анчах, тепĕр чухне пачах та çук.

Иртни


Пурăнсан-пурăнсан, çавра уйăх тухсан,

Тĕлĕкре тĕл пулатăп санпа;

Çĕнĕрен вут-кăвар хăпарать ăшăмран,

Минтере йĕпететĕп тарпа.

 

Татах çĕр варринче вăратаççĕ мана

Пулса-иртнĕ хĕрӳллĕ кунсем;

Ĕлĕкхи туйăмсем çунтараççĕ чуна,

Кăмăла пăтратаççĕ вĕсем.

 

Тахçанхи уйрăлу, калаçу самантсем

Çĕкленеççĕ каллех асăмран;

Ирхине пуличчен эп шырап сăмахсем —

Каçару ыйтайманччĕ санран.

Ватă çын канашĕ


Çынна кĕртсе çук çылăха

Явап тыттарасси,

Хапсăнасси ют пурлăха —

Хальхи самант сасси.

Мĕн ачаран карса çăвар

Çын вăрçăнма пĕлет.

Атя-ха, тусăм, шăпланар,

Ватти сăмах илет.

 

«Кам алăпа сулкаласа

Вĕреннĕ çĕнтерме,

Ăна хăй пек хуравласа

Ан тăрăш витерме.

Кам чĕлхине чара пĕлмест —

Иртмен упăтерен.

Ăна шăпа телей кӳмест:

Хăтармĕ инкекрен.

 

Кам та пулин чипер сăнран

Курсассăн уссине,

Ăна, юлташăм, ан ăмсан,

Ан тăк пуш куççульне.

Хитре сăн-пит паян — кăвар,

Ыран вăл — кĕл кăна.

Юратупа çеç пурăнар

Мала хурса чуна.

 

Черкке пама манса кайсан

Сана уяв хуçи,

Эс кун пирки ан хаярлан —

Пыл мар эрех йӳççи.

Ан ман ват çын систернине,

Куçар йăхран-йăха:

Ăшна ярса черккерине

Ан тух эс ухмаха.

 

Ĕçри юлташ çӳлти шая

Сан шутупа кайсан,

Санах кайран хурсан кая,

Курсан паллаймасан,

Эс сур кăна çак çын енне,

Малалла

Йĕпсĕр кактус


Балти тинĕсĕнче икĕ тĕлĕнмелле шапа пурăннă. Вĕсем питĕ туслă пулнă, пĕрле чей ĕçнĕ, кушак тусĕ патне хăнана çӳренĕ. Юлташсем тĕрлĕ опытсем тума юратнă, лили шăршиллĕ чаплă духи шухăшласа кăларнă.

Кăçал виçĕ тус çичĕ çул тултарнă, пĕрремĕш класа кайнă.

Пĕррехинче шкултан килнĕ чух пурин те шыв ĕçес килнĕ. Сасартăк кушак кăшкăрса янă:

— Пăхăр-ха, кактус, анчах вăл йĕпсĕр.

Пурте кактус патне чупса пынă, тутанса пăхнă, шыв ĕçес килни иртсе кайнă. Тĕлĕнмелле кактус, банан, арбуз, дыня тути каланă.

Икĕ шапа кактуса киле илсе кайса лартма шутланă. Кушак каланă:

— Туссем, эпир ăна мĕнле кăларатпăр, вăл питĕ пысăк.

Çак вăхăтра тинĕс чечекĕ каланă:

— Кĕркунне эсир вăррине акăр, çулла вара сирĕн те пысăк тата йĕпсĕр кактус пулать.

Тинĕс тĕпĕнче часах çулла пуçланнă. Акнă кактус питĕ хăвăрт çитĕннĕ, чечеке ларнă, илемĕпе савăнтарнă, юратнă çимĕç пулса тăнă.

Кӳршĕре пурăнакан пулăсем те кун пек чечек лартма шутланă. Тинĕс кушакĕ кактуса мĕнле ӳстермеллине каласа панă.

Часах тинĕс тĕпĕнче малтанхинчен те илемлĕрех пулса кайнă, пур çĕрте те чечексем ешернĕ, чĕр чунсем лайăхрах пурăнма пуçланă, никам та чирлемен. Кактуссем пурне те çĕнĕ вăй панă.

Чăвашсен çăлтăр ушкăнĕ


Тĕнче тавра янраç халь шавлă

Пин-пин чăваш сăмахĕсем.

«Тав», «сав», «салам» — сасси янташăн,

«Тав», «сав», «шолом», «çăл» — тет еврей.

 

«Ӳнер», «хисеп», «сăра», «пар», «супăнь» —

Çак сăмахсем перс чĕлхинчен.

«Иртыш-шарлав» — иртет шыв (юхăм) —

Ăнлав-сăмах китаецсен.

 

Каçхи пике — Каспи — пур тинĕс.

Казбек — пит тĕттĕм ту. Каç пек.

Пур шыв Самар. Ӳсет хулийĕ.

Саратов — Сарă ту — чăн пек.

 

Ют çĕрсенче чăваш ят панă

Япалине ĕмĕрлĕхе.

Çав ятсене ялан чыслаççĕ,

Усă курса, тĕп халăхсем.

 

Ӳкерчĕкле çыру чăвашăн

Çухалнă темшĕн пурнăçра.

Ӳкерчĕксем туса çыраççĕ

Паян та кӳршĕ Китайра.

 

Букварь сăпки чăвашăн — Чĕмпĕр.

Çырулăха чĕртме кунта

Çуралнă Яковлевăн ĕмĕт,

Чăваш шкулне тертпе уçсан.

 

Нумай ача килсе вĕреннĕ

Пурнăçлама çак ăслăха.

Пуçарăва пурте ĕненнĕ

(Сарса яма çырулăха).

 

Патша тарçи Илья Ульянов

Пĕлӳ сарать чăваш енче

Малалла

Тинĕсри пурнăç


Тинĕс… Кунта чи илемлĕ фантази, кунта ырă та ĕçчен пулăсем, илемлĕ те сăпайлă шыв пикисем пурăнаççĕ. Кунта заводсем, машинăсем, хĕç-пăшал çук. Хаваслă пурнăç, илемлĕ тĕнче — кун пекки нихăш юмахра та, кĕнекере те çук. Кунта халь усал вăйсем çук, вĕсене тахçанах пĕтернĕ, аçтахасене çапса аркатнă.

Ĕлĕк-авал вара ылтăн пулăсем çине хаяр аçтахасем тапăннă, тинĕс хуçисем пулма, пулăсене чурасем тума шутланă. Çапăçу виçĕ кун та виçĕ каç пынă. Эпĕ çеç халь кун çинчен пĕлетĕп. Пулăсене çынсем пулăшма шутланă. Пĕрлĕхре — вăй. Çапăçăва тухиччен ырă çар тупа тунă: «Кам пирĕн çине тапăнать, çав пирĕн тăшман. Тăван тинĕсе хӳтĕлеме пурте кар тăрар!». Вăйлă çапăçу пулнă, хĕç сасси пин çухрăмран илтĕнсе тăнă. Аçтахасем юлашкинчен хăраса тарнă. Ырă вăй çĕнтернĕ.

Тинĕсре лайăх чĕрчунсем çеç пурăнма пуçланă, пурте савăннă.

Унтанпа икĕ пин çул ытла иртнĕ. Çынсемпе пулăсем пĕр ушкăна чăмăртаннă, «Çут çанталăк тусĕсем» пĕрлешӳ йĕркеленĕ.

Тинĕсри пурнăç чечекленсе пынă. Шкулта пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма, ырă ĕçсем тума, тăван тавралăха юратма, тăшманран хӳтĕлеме вĕрентнĕ.

Çапла пулнă.

■ Страницăсем: 1... 697 698 699 700 701 702 703 704 705 ... 796