Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вăрман ачисемКулăшла калавсемКуçа-куçăнĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томВатă чĕре — çамрăк чунЯл калавĕ

Çылăхлă укçа


Çĕрĕпе дежурствăра пулнă хыççăн вырсарни кун ирхине ĕç пĕтерсе киле кайма пуçтарăннă Таиç, хула пульницин травматологи уйрăмĕнче медсестрара ĕçлекенскер, коридорта васкавлăн утса пыратчĕ. Тĕп алăка уçса урама тухас тенĕ чухне çурма тĕттĕм фойере хăйне такам ятранах чĕннине илтнипе чарăнса тăчĕ. Пăхрĕ те сасă илтĕннĕ енне — Вĕçелис ятлă пĕлĕш-ĕçтешне курах кайрĕ. Вăл та кунта медсестрара вăй хурать, хирурги уйрăмĕнче. Унăн та паян каçхи дежурство пулнă-тăр, халĕ кил еннелле пĕрле çул кĕскетесшĕн ĕнтĕ. Çапла шутлама кăна ĕлкĕрчĕ вăтăра çитсе те çемье çавăрма шăпа пӳрмен çамрăк хĕрарăм — Вĕçелис, çулĕпе Таиçрен çич-сакăр çул аслăрахскер, шавлăн калаçса ун умне çитсе те тăчĕ:

— Таиç, салам! Килелле пуль.

— Килелле ĕнтĕ, ăçта пултăр тата. — терĕ те Таиç тĕп алăка тĕксе уçрĕ.

Хĕрарăмсем урама тухса ĕлкĕричченех кăрлачăн çатăр-р сивĕ сывлăшĕ кĕлеткене пар-р! пырса çапрĕ. Иккĕшĕ те çӳçенсе илчĕç. Унтан пĕри çĕлĕкне пусарах лартса пальто çухавине тăратрĕ, тепри капюшонне тăхăнчĕ те, иккĕшĕ ура айĕнчи юра кăчăртаттарса хула транспорчĕ чарăнакан тĕлелле утрĕç.

— Апайтурах, кăтартать тăк кăтартать ку хĕл кăçал, — маларах пыракан Таиçĕн хăлхине Вĕçелис кăмăлсăрланса калаçни пырах кĕчĕ. — Эпĕ кутемĕн хĕл те хĕл пек пулма пăрахнă, кĕçех пирĕн патра та банан ӳсме пуçлать-и-ха тесе пурăнаттăм. Кĕтсех тăр... Каплипе улмуççисем те шăнса пĕтеççĕ пулĕ. Банан мар, хамăрăн панулмие те çисе кураймăпăр, э, Таиç...

Малалла

Ăс-кăмăлпа тирпейлĕ те йĕркеллĕ...


Ăс-кăмăлпа тирпейлĕ те йĕркеллĕ

пурăнакан ят-сумлă çын тем чул.

Тен, шухăш та ăмсанупа кĕркелĕ

айван пуçа, çĕткеленсе, хăш чух:

 

«Пурнăçунта çавраçилле ан тусăн,

выртан каска çеç мăкланать, ан ман.

Эппин, пăртак хакна пĕлесчĕ, тусăм, —

хăвна пăхса илесчĕ аякран!»

 

Ку шухăша эп çийĕнчех хăвалăп —

сăмахăм пулĕ татăклă, кĕске.

Кайран хама ӳпкелешмесĕр калăп:

ма курнăçса çӳрес суя тĕспе?

 

Тек бриллиант пуласшăн та ан суп:

алмазĕ пур та... ювелирĕ çук.

Сăпка умне телейлĕн ӳпĕнетĕп...


Сăпка умне телейлĕн ӳпĕнетĕп:

тапкаланса выртать ача — ман юн.

Пĕлмест пулин те калаçма, чĕнетĕп ăна

ятран: йăл куллинче — çĕн кун.

 

Тен, уншăн пурнăç тăратан проблема

çăмăлтарах та пулĕ маннинчен?

Пĕрех ăна сăн патăр ĕç илемĕ,

ан тухтăр вăл кунçулăн анинчен.

 

Вăл пуррипе-ши хам та çамрăк, чĕрĕ:

ӳсин çулсен хисепĕ, пурпĕрех!

Хыçа пăхсан, куçа хам ӳсĕм йĕрĕ

ӳкет те, сас паратăп:

— Чиперех!

 

Куçран шăлатăп вăхăт тусанне —

каллех куратăп çамрăклăх сăнне.

Вăрман çинчен час-час эп асăнатăп...


Вăрман çинчен час-час эп асăнатăп:

ак халь те тăтăм шухăша путса.

Çул тытнă кăткăсем таçта — сăнатăп

мăн экспедици иртнĕ пек туйса.

 

Йĕрсе вĕçет шаланкă: çумăра-ши?

Кунтах пуçланă кайăксем туй-çуй.

Эп ӳснĕ ку енче — вăрман чăвашĕ

сас памăп çĕлене курсан та: уй!

 

Хăй ытамне упасарриллĕ чăтлăх

чĕнет, туртать вăрттăнлăхне уçма.

Кăмпа шăрши саланнăран, пит хăтлă

пӳрnе кĕретĕп пек хăна пулма.

 

Манать вăрман тӳр пилĕке кăна,

лартмасть савса сĕтел умне ăна.

Картара


Ирхине, Хуçа пӳртрен тухиччен,

Ĕне Сурăха кăлт! тапрĕ уринчен:

— Илтрĕн-и, — тет, — кĕçĕр пӳртре мĕн турĕç.

Ĕçкĕ турĕç, çутăличчен шавларĕç.

Мĕн чул расхут тухмарĕ пуль унта?

Эс пур — мăшкăлтăк шыв çеç умăнта.

Пирĕншĕн тесен —

Чĕпкĕм çăнăх çук вĕсен.

— Çапла, çапла! — тет Сурăх Ĕнене. —

Манăн та мухтас килмест вĕсене.

Ăçтан мухтас ун пек Хуçана?

Ав пĕркун, пуçа çеç чикнĕччĕ ырçана,

Çапрĕ те, мур, пилĕкрен,

Аран сĕтĕрĕнсе тухрăм кĕлетрен!

— Вăл мĕн! Вăл мĕн! — тесе ячĕ кăшкăрса

Мăкла така, тислĕк тĕми çине тăрса. —

Картине пăхăр-ха эсир, карти мĕнле:

Унтан та кунтан çил вĕрет,

Умран та хыçран юр кĕрет.

Епле пурăнмалла кунта хĕлле?

— Чăн, чăн, чăн, чăнах! —

Тесе выртать Сысни улăм айĕнче.

Çапла шавлаççĕ аванах

Пирĕн Хуçан сивĕ картинче.

— Капла пулмасть, чимĕр-ха, юлташсем! —

Терĕ пĕри. — Ав, хăй килет, хăйне калас!

— Калас! Калас! Каламаллипех калас! —

Тесе кăшкăрса ячĕç ыттисем.

Ак Хуçа çитрĕ. Вăл пăхать сиввĕн,

Малалла

Качакан та çилли пур


Петровсен кĕçĕн ывăлĕ кӳршĕ кас хĕрĕ çине авланчĕ. Матви пиччепе Натали аппа çамрăках мар (утмăл пиллĕкрен каçнă) пулин те ачине сапăр туса чаплă туй ирттерчĕç. Вĕсен килĕнче çур ял хăналанчĕ пуль. Ятарласа ĕçкĕ валли кил хуçи центнер туртакан самăр сыснине, аран-аран утакан мăнтăр, çуллă кăвакалĕсене пустарчĕ. Ашĕ-пăшĕ, кăлпассийĕ, çăвĕ, шăрттанĕ, чăкăчĕ, ăнса пиçне кăпăшка çăкăрĕ куç тулли — çи кăна. Сĕтел урисем тутлă апат-çимĕçе аран йăтса тăраççĕ.

Пурнăçăн тути-масине туякан, самаях хыткукарланса çитме ĕлкĕрнĕ, мĕнпур вак-тĕвеке перекетлекен çын çиччĕмĕш, чи кĕçĕн ачин туйне анлăн ирттерес терĕ. Вĕреннĕ хĕр качча илет. Ăса хака хуни паха. Эппин ачи хăйне хывнă. Пулас кинĕн сăнĕ-пуçĕ те хӳхем, юратмаллискер. Унăн ывăлĕ те начар мар. Паттăр, вăйлă. Ĕçе ăна ашшĕ мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарнă. Хитрелĕх тенĕрен, Петровсен çичĕ ачине те пĕр кашăк шывпа çăтса яма пулать. Хăйсем те, ватăсем начар, сăнсăр çынсем мар. Халь аллисем куштăрканă та, пичĕсем пĕркеленнĕ, утти йăвашланнă. Ытти-хытти çамрăк чухнехиллех: веçех тĕпчесе пĕлме юратаççĕ, тепĕр чух 17-18 çулти яш-кĕрĕмрен ирттерсе ăмăртса ĕçлеççĕ. Кил-çуртĕнче яланах тирпейлĕ вĕсен, витисенче выльăх-чĕрлĕх кĕшĕлтетет, пахчисем ĕмĕрĕпех çум-курăксăр пулнă. Кивçен ыйтма килнĕ кӳрши-арши çеç, ытларах çамрăксем, пама тăхтаса тăнăшăн, хыт-кукар тесе янрашма пăхать. Укçана каялла илме çăмăлах маррине пĕлмеççĕ мар ватăсем, самаях чухлаççĕ. «Алăпа çăмăллăнах паратăн, каялла илес тесе çӳресе урасем ывăнаççĕ», — текелет Матви пичче.

Малалла

Ăртиван


Ĕç укçи илнĕ сăлтавпа

Ăртиван сыпнă лайăхах,

Авă вăл пырать урампа,

Хăй тайкаланать пĕрмаях.

Урисем ун утасшăн малалла,

Пĕвĕ туртăнать каяллах,

Ерипе шăвать хăй çапах.

Акă Ăртиван çавăнтах

Сулăнса та кайрĕ пĕр енне,

Ланк! кайса ларчĕ çул хĕрне.

Лупашкари пылчăкпа чӳхенсе,

Мăн Сысна выртать киленсе.

Ăртиван аран-аран тăчĕ те вăй пухса,

Сысна патне пычĕ вăл шуса,

Ишрĕ пылчăклă шывра,

Ыталасшăн пулчĕ Сыснана.

- Пакăç! — тет Сысни. — Пит-куçĕ хуп-хура,

Ман çума выртасшăн, пăх ăна!

Хăраса тармалла тĕсĕнчен,

Чим-ха, чим, тата хăйĕнчен

Эрех шăрши сăмсана çурать,

Çав шăрша епле тӳсмелле? —

Тет Сысна, тăрса тарать.

 

Ăртиванăн астума тивет:

Ӳсĕр çынтан Сысна та йĕрĕнет.

Мăшăрăма


Маншăн эс ан кулян, савнă тусăм.

Çыру çыртăм пулсан — эп чĕрех.

Çич юта аркататпăр хăюллăн.

Киле таврăнăп эп чиперех.

 

Кăмăлна ытлашши ан хуç эсĕ.

Çырăп-ха çырусем эп татах.

Фашистсен эшкерне çĕнтерсессĕн,

Хам та çитĕп часах сан пата.

 

1941, июль.

Кăнтăр-Хĕвел анăç фрончĕ.

Герой амăшне


Ан йĕрсем, кинемей,

Ан тăксам куççульне.

Эс чĕртеймĕн ăна

Йĕнипе.

Лекрĕ пуля.

Анчах унăн ячĕ çуллен

Çиçсе тăрĕ

Хĕвел шевли пек.

 

Вăл çĕршывăн чысне

Паттăр ĕçĕсемпе

Чĕнтĕрлерĕ.

Унран тĕслĕх илсе,

Фашистсен эшкерне

Çунтарса вут-хĕмпе,

Çитĕнеççĕ

Пиншер геройсем.

Чикĕре чухне


Кураттăм эпĕ чикĕре чухне

Çут уйăхлă, хитре, таса каçсем.

Умри сукмак урлах, пуçĕсене

Тая-тая, пуплетчĕç чăрăшсем.

 

Илтеттĕмччĕ çырма леш айккинчен

Ялти хĕрсен илемлĕ юррине,

Вĕсем хăйсен хавас вăййисенче

Пĕр чарăнмасăр алă çупнине.

 

... Шухăшпала эп хам та аякка,

Чăваш çĕрне васкаттăм ун чухне.

Ял-йыш аса килет-çке çамрăка,

Тăван уй-хир чĕнет-çке хăй енне.

 

Курас килет юратнă Кĕтеснер

Тӳр урамне, илемлĕ пӳртсене.

Шур хапхисем ĕречĕпех чипер,

Чĕкеç йăва çаврать карнис çине.

 

Хирте пиçсе саралчĕ пуль ыраш,

Хĕр-йыш кĕлте çыхать пуль савăнса,

Тăван колхоз ачи — маттур юлташ —

Жнейкăпала пырать пуль чашкăртса.

■ Страницăсем: 1... 618 619 620 621 622 623 624 625 626 ... 796