![](/ball_whi.gif)
![](/ball_whi.gif)
![](/ball_whi.gif)
Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
![](/ball_whi.gif)
Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
![](/ball_whi.gif)
![](/ball_whi.gif)
![](/ball_whi.gif)
![](/ball_whi.gif)
![](/ball_whi.gif)
![](/ball_whi.gif)
Тӗлӗнтермӗшсем вулакансемшӗн интереслӗ пуль тесе шутлатӑп. Уйрӑмах чи-чи ята тивӗҫнисем. Чи илемли, чи пысӑкки, чи пӗчӗкки. Тата ытти нумай чи-чисем. Планетӑри кашни кӗтесе ҫитсе курма пурин те укҫи-тенки ҫитмест пуль, ҫавӑнпа та хӑш-пӗр вырӑнсемпе паллаштарас килет. Ку хутӗнче чи хӑрушӑ картлашкасем пулӗҫ.
Ҫӳллӗ вырӑнсенче вырнаҫнӑ туризм объекчӗсем ҫине сайра хутра ҫеҫ пусма-картлашкасӑр ҫитме пулать. Хӑпарасса хӑпарӑн-ха, анчах кайран тата анма тивни пирки те манмалла мар. Анчах ҫӳле хӑпарнӑ хыҫҫӑн сирӗн ума тухса тӑракан сӑнпа киленни тем тесен те нушаланса хӑпарнипе аннине тӑратех.
Вӑл Кинтано-Роо штатра (Юкатан ҫурмаутрав). Вӑл Мексикӑри «пуянлӑх» тесен те йӑнӑш мар. Кукӑрӑлчӑкӗсем ҫӗр айӗнче – 215 ҫухрӑм. «Сан-Актун» майя чӗлхинчен куҫарсан «шурӑ ҫӗр хӑвӑлӗ» тенине пӗлтерет. Пӗтӗмӗшле илсен, юханшыв пин-пин ҫухрӑмпа танлашать. Вӗсенчен 1 процентне ҫеҫ тӗпченӗ-ха.