Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Таҫта инҫетлӗх тӗттӗмлӗхне чӗнеҫҫӗ, илсе каясшӑн унӑн ӳкерчӗкӗсем

  05.02.2020 13:27 | 5295 Пурĕ пăхнă

Литература тӗпчевҫи, критик, тавра пӗлӳҫӗ, вӗрентекен, Вӗрентекен, наци пурнӑҫне/юхӑмне ушкӑна йркелекен… Виталий Петрович Станьял ӳнере тарӑнран тарӑн курса хаклаканӗ те. Ҫакна юлташӑмӑрӑн куравне уҫнӑ чух (2003, ака, 29) хаклав кӗнекине ҫырнӑ тӗрленчӗк ӗнентерет.Владимир Енилин куравӗ халӗ «Чӑваш енри Халӑхсен туслӑх Ҫуртӗнче» (Хусанкай ур., 20) уҫӑлчӗ.. Эсир ӑна Станьял куҫӗпе/чунӗпе те курма пултаратӑр…

Юрий Яковлев

 

Таҫта инҫетлӗх тӗттӗмлӗхне чӗнеҫҫӗ, илсе каясшӑн унӑн ӳкерчӗкӗсем

(Владимир Енилин художник ӑсталӑхӗ пирки)

Тимӗр Енилин – Владимир Пантелеймонович Енилин – Тутарстанри паллӑ чӑваш ялӗ Рункӑ ҫуратса ӳстернӗ талантлӑ та хӑйне евӗрлӗ ӳнерҫӗ.

Далее...

 

Чӑваш ялӗн ӗҫри, шывпа вутри сӳречӗ

  15.01.2020 13:36 | 5945 Пурĕ пăхнă

Чӑваш пӑрасни (прози) хӗрарӑм ҫыравҫӑсен романӗсемпе ҫулсеренех пуянланса пырать. Юлашки вӑхӑтра Ульха Эльмен романне вуласа савӑннӑччӗ. Ку хутӗнче Людмила Сачкован «Сиксе юхать Хула ҫырми» историлле романӗн пӗрремӗш кӗнекине (Шупашкар, «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2019. — 368 с.) кӳнеҫнӗ кӑмӑлпа вуласа тухрӑм.

Людмила Николаевна Сачкова (28. 11. 1957; Патӑрьел, Ҫӗнӗ Ахпӳрт) ҫыравҫӑ чӑваш литературинче «Чӗкеҫӗм, Чӗкеҫ» (1996) халайӗпе (повеҫӗпе) палӑрса юлчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн ун пултарулӑхӗпе шкул ачисене тӗрлӗ классенче паллаштарма пуҫларӗҫ, республика театрӗсем пьесисене шилӗк ҫине кӑларчӗҫ.

Далее...

 

Симакур темтепӗр курса ҫӳрени ҫинчен

  09.01.2020 16:32 | 8679 Пурĕ пăхнă

(«Чӑваш халӑх сайтӗнчи» шӑрпӑклансене каласа пани)

Вӑл тӑван тавралӑха юратни, ӑна тӗпчени, хӑй шыраса тупнине ҫынсене пӗлтерме тӑрӑшни мана унпа паллаштарчӗ. Паллашнӑранпа нумай ҫул иртрӗ ӗнтӗ.

Чим-ха, паллаштарам-ха сире унпа. Ӑна эсир пӗлетӗр те пулӗ-ха, вӑл Тутарстанри Вырӑс Киреметӗнче пурӑнакан чӑваш ӑсчахӗ Виктор Симаков, ЧНК Мӑн канашӗн тата Чӑваш академийӗн пайташӗ, краевед, журналист, педагог, 15 кӗнеке кӑларнӑ ҫыравҫӑ.

Далее...

 

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра

  26.11.2019 13:34 | 21727 Пурĕ пăхнă

«Паттӑр тесен эпир арҫынна курма вӗреннӗ. Анчах та пурнан пурнӑҫра ҫепӗҫ хӗр, тӑлӑх арӑм арҫынран та вӑйлӑрах пулма пултарать иккен. Ӑна нимле нуша-хуйхӑ та, Тӗнче вӑрҫи те ҫапса ӳкереймен. Ку кӗнекене вӑрҫа чарма пикенннӗ улӑпла харсӑр чӑваш амӑшне асӑнса ҫырнӑ», — ҫапла сӑмахсемпе Наци вулавӑшне мана валли темиҫе уйӑх каяллах парнелесе хӑварнӑ пулнӑ хӑйӗн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекине Хусанта пурӑнакан чӑваш ҫыравҫи Николай Сорокин. Ӑна тав туса хурав парас терӗм.

Далее...

 

Энциклопедия — историко-культурный паспорт нации

  13.11.2019 22:35 | 11794 Пурĕ пăхнă

Цель энциклопедии – собрать знания, рассеянные по свету, привести их в систему, понятную для людей, ныне живущих, и передать тем, кто придет после нас.

Французский энциклопедист ХVIII века Дени Дидро

 

Завершается выпуск серии энциклопедий районов Чувашской Республики и чувашских национальных краеведческих справочников компактной диаспоры. Из «заграничных» чувашских энциклопедий похвальную оценку получили труды составителя, редактора и издателя Дмитрия Кузьмина («Пензенская, Саратовская и Ульяновская области», в 2-х томах, Ульяновск, 2009, 2012) и краеведа-журналиста Виктора Симакова («Чувашские населенные пункты Самарской области: краеведческий словарь», Чебоксары, 2005; энциклопедия «Чувашские населенные пункты Самарской области», Самара, 2014), коллективные энциклопедии «Чуваши Башкортостана» и «Знатные чуваши Татарстана».

Далее...

 

Пӗр роман — икӗ тӗрлӗ хак

  06.05.2019 12:17 | 39262 Пурĕ пăхнă

«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.

«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ.

Далее...

 

Любимые, как песни задушевные…

  21.04.2019 12:14 | 6769 Пурĕ пăхнă

Когда юношеским быстрым шагом проходит около нашего дома народный артист России Николай Григорьев или встречаю его супругу, тоже народную артистку Нину Ильиничну, непременно вспоминаю всю их труппу выпускников ГИТИС 1961 года и незабываемо триумфальные спектакли тех лет. Какие талантливые, одухотворенные, несказанно красивые были они, молодые наши Ромео и Джульетты, Тудимеры, Айдары, Нарспи и Сетнеры! Время неумолимо летит, молодость уходит, только светлые, окрылявшие душу образы минувшего надолго остаются в памяти.

Далее...

 

На грани ли миров находятся чуваши?

  13.04.2019 19:24 | 7733 Пурĕ пăхнă

На книжных полках скоро появится первая книга романа-фэнтези чувашского историка Сергея Щербакова «Грани миров: возвращение Чеменя» (Чуваш. кн. изд-во, 2019. 136 с.). С интересом прочитал ее электронный вариант и хочу вкратце выложить свое мнение о произведении.

 

Жанр художественной литературы «фэнтези» вычленился из фантастики и детектива в век интернета и теперь стал главенствующим в словесном и зрительном искусстве. Школьников разных классов невозможно оторвать от мультипликационных сказок экрана.

Далее...

 

Картсем суймаҫҫӗ

  06.04.2019 23:52 | Ŝanĝi | Forigi | 6525 Пурĕ пăхнă

Вӗренӳ институчӗн ректорӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Исаев нумаях пулмасть хӑйӗн пултарулӑхӗн тата тепӗр енӗпе палӑрчӗ – 50 ҫулхи юбилейӗ тӗлне «Картсем: калавсем» ятлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларчӗ.

Чӑн та, кӗнеки те хулӑнах мар, хайлавӗсене калав тесе палӑртни те тӗрӗсех мар, вӗсем пурте тенӗ пекех – аса илӳсем. Хӑшӗ-пӗри хӑй жанрӗпе тӗрленчӗке е эссене ҫывӑх, теприсене литература очеркӗ теме пулать. Ҫакӑ вӗсен ятӗнченех сисӗнет: калӑпӑр, «Вӑрманхӗрри Шӑхаль.

Далее...

 

Ҫакӑ-и илемлӗ литература?

  04.04.2019 18:52 | 28160 Пурĕ пăхнă

Тутарстанра пурӑнакан паллӑ журналист Николай Сорокин нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман пичетлесе кӑларчӗ. Хаҫат-журнал ҫийӗнчех асӑрхарӗ ҫакна, кӗнекери ӗҫ-пуҫ епле тӗвӗленсе аталанни, унти геройсен шӑпи пирки вырӑнлӑ сӑмах хускатрӗ.

«Тылра юлнӑ хӗрарӑмсем йывӑр ӗҫпе асапланни – литературӑра ҫӗнӗ тема мар. Ешӗл Йӑмраллӑ чӑваш ялӗнче те пӗтӗм пурнӑҫ вӗсем ҫинче тытӑнса тӑрать. Ҫапах та «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман авторӗ вӗсенче ӗҫ лашисене мар, хӗрсемпе хӗрарӑмсенех курать, вӗсен черчен чунне уҫса пама тӑрӑшать.

Далее...

 
Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)