Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Чӑваш чӗлхине хӳтӗлекен юлташлӑх (пӗрлӗх)

  13.03.2012 18:33 | 9241 Пурĕ пăхнă
Ман шутпа пирӗн, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ҫынсен Чӑваш чӗлхине хӳтӗлекен организаци (чӑвашла ӑна е «пӗрлӗх» е «юлташлӑх» темелле ӗнтӗ) тумалла (НКО шайӗнче). Чӑн та, шутласа пӑхсан, мӗнле кӑна пӗрлӗх ҫук пулӗ — «Чӗрчунсен прависене хӳтӗлекенсем» те, «Потребительсен союзӗ» те, тата ытти те. Теҫетки-теҫеткипе вӗсем Раҫҫейре. Чӑваш чӗлхишӗн ӗҫлекенни вара ҫук.
Мӗн тума кирлӗ?
1) чӑваш чӗлхи прависене кашни утӑмра пӑснине пурте куратпӑр. Чылайӑшӗ курмӑш пулса иртсе каять, теприсен чунне ыраттарать пулин те хӑй ӑшӗнче вӑрҫа илет те лӑпланать. Ара кашнин хӑйӗн ӗҫӗ — влаҫрисем патне кайма вӑхӑт та ҫук.

Далее...

 

Чӗлхе

  31.01.2012 01:25 | 7347 Пурĕ пăхнă
Ырӑ вӑхӑт пурне те канашлӑва хутшӑнма. Ҫуралнӑранпа чӑвашла калаҫатӑп, вырӑсла та аванах пӗлетӗп.Чӑвашсемпе чӑвашла, ытты халӑхсемпе вырӑсла калаҫатӑп.Анчах тӑван чӗлхепе пурнӑҫри пӗтӗм сӑлтава, пулӑма ӑнлантарса пама манӑн пӗлӳ ҫитместь,уйрӑмах ӗҫре...Е чӗлхене малалла аталантармалла, ҫӗнӗ сӑмахсем кӗртмелле кун-ҫула?
 

"Хыпар" сайчӗ

  27.12.2011 09:27 | 4411 Пурĕ пăхнă
Йӑхташӑмӑрсем! Пирӗн, чӑвашсен, тӗп хаҫат - "Хыпар". Анчах мана унӑн сайчӗ питӗ кӑмӑла пымасть: меллӗ мар, грамматика пирки те асӑрхаттарусем сахал мар тума пулать (мӗн тени пулать вӑл "чӑваш радиови"?). Сайтне ҫырса яма хӑтланса пӑхрӑм - вӑтам ӑслисем валли мар иккен, пӗр енлӗн кӑна ӗҫлеҫҫӗ. Нивушлӗ "Хыпарта" компьютера кӑшт лайӑхрах пӗлекен ҫын ҫук-ши? Хӑвӑрӑн шухӑшӑрсене пӗлтерӗр, тархасшӑн.
 

Вырӑсла юрӑсем

  04.11.2011 22:20 | 4702 Пурĕ пăхнă
Эпир, чӑвашсем, питӗ толерантлӑ халӑх. Ку пирӗнре ытлашшипех те. Сӑмахран, хӑна килсен чӑваш ун валли тем тума та хатӗр. Хӑй ҫимесен те хӑнине тӑрантарса ятарех.
«Аксар» дискӗсенче тӗл пулакан пӗр япала* мана ытла та кӑмӑла хуҫать. Юлашки вӑхӑтра тухакан mp3 пуххисенче шельмӑсем яланхи пекех вырӑсла юрӑсем кӗртме пуҫларӗҫ. Диска итленӗ чухне (уйрӑмах юрӑсен йӗркине ӑнсӑртран илмелле лартсан) ҫав вырӑсла юрӑсем тухсан мана, сӑмахран, питӗ тарӑхтараҫҫӗ.
Вырӑсла юрӑсене, тен, толерантлӑха кӑтартма лартаҫҫӗ? Тем тесен те вырӑслисене итлеме юратакансем тӑватӑ юрӑшӑн чӑвашла диск туянмаҫҫех ӗнтӗ.

Далее...

 

Наци политики кирлӗ

  21.10.2011 12:03 | 17590 Пурĕ пăхнă
Ак, каллех, пирӗн Элтепер халӑх патне Ҫырупа тухасшӑн. Официаллӑ сайтра та унта мӗн кӗртмелли пирки халӑхран сӗнӳсем пуҫтарма пуҫланӑ. Тӗп ыйту — ҫынсен пурнӑҫ шайне ӳстересси, пурнӑҫа лайӑхлатасси, хӑтлӑлатасси, меллӗрех тӑвасси. Тепӗр майлӑ каласан — вӗт-шакӑр ыйтусем. Пысӑк шайри ыйтусене ҫӗклемӗ ӗнтӗ. Мӗн тӑвӑн — суйлав-ҫке ҫывхарать. Ҫавах та ҫакна сиссе те пулин алӑ усса ларас мар, кӑшт кирлӗ ыйтусене те ҫӗклеме пулӑшас :)
Наци политики кирлӗ — чӑвашшӑн ман шутпа ҫак чи пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ыйту! Мӗн вӑл наци политики? Вӑл чӑваш чӗлхи, вӑл пирӗн Чӑваш ҫӗрӗ, халӑх интересӗсем.

Далее...

 

Ҫӑмӑл ӑслӑ

  01.10.2011 18:34 | 4555 Пурĕ пăхнă
Мӗнле кӑна сӑмахҫаврӑнӑшӗ шутласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ. Ак халӗ «Юрату.ру» хӑйӗн «Манаймастӑп» юррине шӑрантарать.

Каҫармастӑп, йӑлӑнсан та каҫармастӑп,
Каҫармастӑп, мана улталанине.
Каҫармастӑп, йӑлӑнсан та каҫармастӑп,
Каҫармастӑп, ҫӑмӑл ӑслӑ пулнине.

Сӑвӑ авторӗшӗн темшӗн «ҫӑмӑлттай» сӑмах тивӗҫтермен вара — ҫӗн сӑмахҫаврӑнӑш ӑсталанӑ.
 

ЧӐВАШ КОМПЬЮТЕР ТЕРМИНОЛОГИЙӖ (Mozilla Firefox программа куҫарӑвӗн тӗслӗхӗпе)

  25.08.2011 15:45 | 5321 Пурĕ пăхнă
http://docme.ru/dz8 — кунта хамӑн диплома вырнаҫтартӑм. Тен, хӑшне-пӗрне вӑл кӑсӑклӑ та пулӗ.

//асӑрханӑр, тен ку хатӗрлесе ҫитернӗ верси мар — лайӑх пӑхса тухма вӑхӑт ҫук...
//ку диплома эп кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче хӳтӗлесе :)
 

Ҫемен Элкер: «Тӑван халӑха хисеплемелле, тӑван чӗлхене лайӑх пӗлмелле»

  07.06.2011 22:30 | 5271 Пурĕ пăхнă
Халь Ҫемен Элкерӗн асаилӗвӗсене кӗртетӗп. Ак ҫакӑн пек ҫырни тӗл пулчӗ:
Пуринчен ытла чӑваш литературине юратмалла. Тӑван халӑха хисеплемелле, тӑван чӗлхене лайӑх пӗлмелле. Хамӑр тӑван чӗлхене хамӑр та юратмасан — ӑна кам юратӗ тата? Хамӑр тӑван халӑха хамӑр та хисеплемесен — ӑна кам хисеплӗ-ха апла?

Ҫемен Элкер. «Ҫамрӑксене хам ҫинчен» [1962]

«...каламасан та паллӑ» тенӗшӗн мар, Ҫемен Элкер сӑмахӗсем пулнӑран вырнаҫтарас терӗм. :)
 
Paĝoj: 1, ... 37, 38, 39, 40, 41, [42]
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)