Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Аслă Атилĕх вăрçи

Agabazar03.05.2015 20:2147171 Пурĕ пăхнă

<<Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).>> http://samah.chv.su/s/аттелĕх

Çавăн пекех тата ак çакăнта пăхăр: http://termin.chv.su/term/1120.html

Сасартăк шухăш пырса кĕчĕ: тен, аттелĕх мар, "атилĕх" е "аттилĕх" вăрçи темелле?

Аслă Атилĕх вăрçи. Е: Аслă Аттилĕх вăрçи

Калăпăр, вырăс чĕлхинче те "отец" сăмахпа çыхăннă (пĕр тымарлă) сăмахсем темиçе: Отчество, Отечество, Отчизна, Отцовство. Тен, шырасан татах та тупăнать пуль. Пĕр тымартанах пулсан та, асăннă сăмахсен сĕмĕсем çеç мар, пĕлтерĕшĕсем те тĕрлĕрен. Мĕншĕн чăваш чĕлхинче апла пултараймасть? Пултарать, питех те аван пултарать!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Айван // 4292.84.0894
2015.05.16 17:13
"...После полного провала празднования Дня Победы, когда парад фактически был показан для единственного гостя - главы Китая Си Цзинь Пина,Кремль прибывает в полном замешательстве.Остальные,так необходимые путинскому режиму мировые лидеры,категорически отказались принимать участие в параде и праздничном мероприятии"-тесе ҫырат Наталья Гулевская правовед-журналист. Вӑт мӗнлерех савӑнат ҫак майра.Кам кирлӗ ши Мускавра? Брикс пулнӑ,Пан Ги Мун пулнӑ. Ҫитет, ыттисем США ҫунатти айӗнчен тухма хӑюлӑх ҫитереймен. Хӑюсӑртарах пулнӑ эппин, хӑюсӑр этем никамах та илӗртмест, ҫапла мар и Agabazar тете?

Agabazar // 3558.82.6358
2015.05.16 20:16
Agabazar
Темĕскер ăнланаймарăм-ха, тăн çитмест ăнланса илме....
Ют Ҫын // 4219.92.5991
2015.05.16 23:47
Совеҫ пур и ҫынсен? тесе ыйтни витӗрех курӑнат,Agabazar тете. Совеҫ тени нумайӑшӗн ҫук, пулма та пултариман. Тӑнӗ Agabazarӑн ытлашшипех,провокаци валли те ҫитет.
Agabazar // 3726.70.2117
2015.05.17 00:35
Agabazar
"...Agabazar тете..."

Ăçтан пĕлетĕр? Тен, Акапасар шăллăм темелле? Тен, эп сиртен, кăштах та пулин, кĕçĕнрех? :-)
Ют Ҫын // 4219.92.5991
2015.05.17 08:54
Agabazar тете, тӗлӗкре те курӑнат пулӗ пӗрле е уйрӑм ҫырасси. Ку ытлашши пулех ӗнтӗ.Сӑмахран, акӑлчан империйӗнче халӑх ушкӑнӗсем пӗрле ҫыракансем те пур, уйрӑм та. Чи малтан тӑван чӗлхепе калаҫас текеннисем ытларах пулсан аван. Паянхи куна вӗсем сахаллансах пыраҫҫӗ. Вара чӗлхеҫӗсен урапи малта е лаши?
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.17 09:49
Акасапар кӗҫӗнрех пулсан та пирӗншӗн яланах ТЕТЕ пулмалла. Аттелӗх вӑрҫин уявӗсем иртсе кайрӗҫ.Куштан журналистсем ним ҫырайманнисӗр Бессмертный полк темине тапӑнаҫҫӗ.Ҫав акцине ҫынсене автоматпа хӑратса уттарнӑ имӗш.Леш портретсене купаланӑ вырӑна та Приморье тӑрӑхӗнче ҫапса илнӗ.Совеҫсӗр журналюгӑсем,чӑнах та одна из древнейших профессий.Мана Польшӑ территоринче Кукка 45 мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 31 мӗш кунӗнче ҫӗре кӗнӗ вырӑна тупса пачӗҫ,ҫавӑнта кайса килесшӗн.Мӗнле чунпа унӑн сӑнне эпӗ урнӑна пӑрахайӑп?Кӗҫҫе пит журналистсем!Ӑҫта пирӗн Ветеран труда Акташ?Ме пӗр сӑмах та ҫырмарӗ,намӑссӑр.Мӗн вӑл Путина валли ҫыратьим? Нуша курнӑ халӑха хисеплесе ӐшӐ сӑмах ҫырма юрамасть им?
Agabazar // 3014.08.7320
2015.05.17 16:50
Agabazar
"...Ҫав акцине ҫынсене автоматпа хӑратса уттарнӑ имӗш..."

Вăт тĕленетĕп хăш чухне. Автомат пирки, уттарни пирки, ахăртнех кунта никамăн та ни пуçра, ни урăх тĕлте пĕр шухăш та пулман ĕнтĕ. (Шухăшĕсем пур пулсан, пачах урăххи пирки....). Ак халь кунта бор килчĕ те — çапла пĕлтерчĕ. Вара çакăнта кĕрекен çын ирĕксĕрех тепĕр майлă шутласа илет:" Тен, чăнах та çавнашкал пулнă? Ку бор ахальтен мар вĕт пăчăртанать? Леш вăрă çинче çĕлĕк çуннă пек?"

Вăт мĕнлерех пуклак мелсемпе ĕçлеççĕ кунта этем чунĕн инженерĕсем!
А Тимĕр Акташ пеккисем "куштан", "кĕççепит", "намăссăр", "совеçсĕр" иккенне эпир тахçанах пĕлетпĕр, пире унпа тĕлĕнтереймĕн. Конччĕннăй чулавексем!
Атила // 3913.58.4645
2015.05.18 14:06
Акташ пит талантлӑ журналист.МГУра охмахсам вӗренме полтариман.Бор пичи.Пустоях ан тапӑн-ха Акташ пичи ҫине.Ӗҫ топса пар-ха лучшӗ.Тулькӑш шӑпӑрпа шӑлмаллине мар.Хаҫатах кӑлармалла поль.
Айван // 4292.84.0894
2015.05.18 18:19
Кунта ҫыракансем пурте талантлӑ. Эсир пӗлетӗр пулсан,гинийсем яланах "выҫӑллӑ-тотӑллӑ" пурӑннӑ. Тутлӑх вӗсен ҫемьисем патне самай кайрантарах ҫитнӗ.Пурин те пӗрне пӗри итлеме хӑнӑхмалла.
Agabazar // 1310.05.0209
2015.05.18 20:22
Agabazar
Ахăртнех чи генилли кунта Айван пулмалла.

Эппин ăна выçăллă-тутăллă пурăнма сунас. Нимĕнле хăлапкасемсĕрех! Çавна май тепĕр 250 çултан ун килйышĕ тĕлне реххет татăлса анĕ.

Мĕн итлеттересшĕн ыттисене ку ГЕНИ?

Кунта ыттисене итлеттересси пирки мар, Аслă Атилĕх вăрçи пирки шутламалла!

Paĝoj: 1, ... 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, ... 20

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj