Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Ҫырулӑх йӗркевӗсен КОНЦЕПЦИЙӖ пирки

Agabazar05.12.2014 12:2236113 Пурĕ пăхнă
<<...Виҫҫӗмӗш ыйту каллех тенӗ пек орфографи тавра пулчӗ. Чӗлхе комиссийӗ хӑй ҫумӗнче орфографи комиссине йӗркелерӗ (15 ҫынран), ҫитес ҫул ятарлӑ конференци ирттерсе унти сӗнӳсемпе килӗшӳллӗн орфографи правилисен тӳрлетнӗ вариантне хатӗрлеме пулчӗ.>> http://chuvash.org/news/7684.html

 

1)Чӑн малтанах палӑртса хумалалла: йӗркевсене кармаҫӑварсем, балбессем, бомжсем, ҫапкаланчӑксем валли мар, ЧӖЛХЕҪӖСЕМШӖН тата ЧӖЛХЕПЕ ҪЫХӐННӐ ТИЕКСЕМШӖН ӑсталаҫҫӗ. Йӗркевсене "аяларахри" шайсене ҫитересси — пачах урӑх ыйту.

2)Ҫырулӑх орфографирен ҫеҫ мар тӑрать. Унта ҫавӑн пекех графика, пунктуаци пур. Традици тӑрӑх, грамматика нормисене тата лексикологи ыйтӑвӗсене те унтах кӗртсе яраҫҫӗ. Вӗсене йӗркевсен официаллӑ текстӗнче пӗр-пӗринчен уйӑрма тӑрӑшмалла. Шкул ачисен ҫыру ӗҫӗсене тӗрӗс хаклас, йӑнӑшсене тӗрӗс палӑртас ыйту та ҫапла тума хистет.

3)Ҫырулӑх ҫыракансемшӗн тата вулакансемшӗн те МЕЛЛӖ пулма тивӗҫлӗ. Ӑна ҫапла, ҫав йӳтӗмпе ӑсталамалла. Малта —практика ыйтӑвӗсем, теори вара практика хыҫҫӑн пытӑр. Ҫыраканӗсем кӑрӑнташпа та, калемпе те, ручкӑпа та, клавиатурӑпа та ҫыраҫҫӗ мар-и?!

4)Тӗнче опытне тата хамӑрӑн пуян опыта шута илмелле.

5)Майӗпен чӑваш сӑмахӗсене ытти чӗлхесемпе (вырӑс, акӑлчан) транскрипцилес тата транслитерацилес ыйтусене те хускатас пулать.

 

P.S. Комиссие 15 ҫынна кӗртнӗ тенӗ. Ахӑртнех, кооптаци шучӗпе татах 1-2 ҫынна кӗртме пулать пуль пурӑна-киле. Шӑв-шав пырать. Хӑшӗсем ӑна (шӑв-шава) орфографин 75-мӗш параграфӗн асӑрхаттарӑвне катертес шутпа ҫеҫ усӑ курас тӗллевлӗ. Ҫавсенчен хытӑ сыхланас пулать.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.07 14:16
Акасапар хăта, мошет пыть сан халлĕхе "украински мова-на" хÿтĕлеме каймалла? Ку ыйту паян актуаллăрах мар-им?
Agabazar // 8423-9240
2014.12.07 18:05
Agabazar
Мошет пыть мар, "мошĕт-пыч" е "мушпĕт" темелле-тĕр.

Чăваш çырулăхне мухтав!

Сывă пултăр чăваш çырулăхĕ!

75-мĕш параграфа кăклама парар мар! Палăк лартса та пулин ăна упраса хăварар! http://chuvash.org/blogs/comments/2212.html

Paĝoj: 1, ... 10, 11, 12, 13, 14, [15]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj