Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4271484 Пурĕ пăхнă

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 4133.65.8389
2013.12.19 17:31
Agabazar
Ще не вмерла... Конгресс...

Хай живе! Геть руина!
Атнер // 3913.58.4645
2013.12.20 15:04
Акабазар зажигает!Маттур !
Agabazar // 3422.28.0861
2013.12.20 17:27
Agabazar
Атнер пĕрремĕш хут мар кунашкал "мухтав сăмахĕсем" пекки кăларать-ха...

Çавна май каласшăн: Ку тĕлĕшпе Акапасар "савăнать" тесе шутламалла мар.

Кунта блорум. "Сашикач" тумалли вырăн мар. Шухăшсемпе ылмашăнмалли вырăн.
Якур // 3827.36.3373
2013.12.21 00:43
Акасапар хушăран хăй мĕн çырнине, мĕншĕн çырнине манса пырать пулмалла.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.21 10:32
Акасапар:"Кунта блорум."Сашикач" тумалли вырăн мар.(ку мĕн çинчен пулнине ăнланма йывăр).Шухăшсемпе ылмашăнмалли вырăн.
<br>
<br>"Ще не вмерла Украйына,
<br>Хай живе и геть руина!"- ку йĕркесем Акасапарăн тарăн шухăшĕсене пĕлтереççĕ, ку шухăшсемпе ылмашăнма юрать.
Тимӗр // 9055-3295
2013.12.21 20:52
Акапасара мухтать-им Атнер?Зажигает тени поджигает тени мар тепĕр тесен.
Якур // 4162.42.4548
2013.12.22 00:28
Акапасара мухтамалла. Пит юратать мухтанине. Тата Эсир тесе мухтасан пит вырăнлă.
Атнер // 3913.58.4645
2013.12.23 10:12
Мулла пултăр.Эсир теме мĕнле министр вара вăл?Шÿтлен вара эсĕ тăванăм Якур.
Agabazar // 3275.14.9875
2013.12.23 12:50
Agabazar
Атнер // 3913.58.4645
2013-12-23 10:12
<<Мулла пултăр.Эсир теме мĕнле министр вара вăл?Шÿтлен вара эсĕ тăванăм Якур.>>

Тĕрĕс, Атнер, министр мар çынсене мĕн "эсир" тесе тертленмелле? "Эс" тени те çителеклĕ! Ун пеккисем тата хăйсене тăмпăшал теменшĕн те Атнерсене çĕре çити тайăлса пуç тайма тивĕçлĕ. :-)
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.23 19:33
Акасапар хăта,тавай пĕрне-пĕри хисеплесе"Эс"тенипех килĕшер. Ак шăматкун Наци Музейĕнче Балтай Микуçăн куравĕ пулчĕ.Унта пурте пĕрне-пĕри эс тесе чĕнчĕç те,никам та çилленмерĕ-няк.

Paĝoj: 1, ... 10, 11, 12, 13, 14, [15], 16, 17, 18, 19, 20, ... 27

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj