Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +29.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: ЧНК делегачӗ кам пуласшӑн? (ХӐВӐРТ ХУРАВ КИРЛӖ!!!)

Аçтахар Плотников07.10.2013 20:3416027 Пурĕ пăхнă

Юлташсем! Пӗлместӗп, ӗҫӗ пулса тухӗ-и, ҫук-и... анчах Чӑваш халӑх сайчӗ ятӗнчен ЧНК Аслӑ Пухӑвне депутат мандатне илме заявка тӑратасшӑн. Чӑваш халӑх сайтне ушкӑн пек палӑртма вӑхӑт ҫитрӗ пуль.

 

Кам ҫак ятпа ЧНК пухӑвне хутшӑнма хатӗр ман пата ҫырӑр-ха ( p-code@mail.ru е np@chuvash.org ) — тулли Хушамат, Ят, Ашшӗ ячӗ.

Кам ҫырма пултарать: енчен те эсир пирӗн пӗрлӗх ӗҫне менле те пулин тӳпе хывнӑ пулсан: Хыпарсемпе тултаратӑр, пӗр-пӗр проектра хастар хутшӑннӑ (словарьсем, илемлӗ хайлавсем сканерлани, тата ыт. те), Кун-кӗнеки пирӗн сайтра тытса пыратӑр (сахалтан та 10 ҫыру пулмалла унта), пӗр-пӗр аслӑ вырӑна йышӑнатӑр (администратор, модератор). Ҫак ҫынсем пурте пирӗн пӗрлӗх пайташӗсем шутланаҫҫӗ. Вӗсен йышне комментарисем кӑна ҫыраканнисем кӗмеҫҫӗ!

 

Хута эп юнкун кайса парасшӑн. Ҫавӑнпа та эсир хурава хӑварт парасса кӗтетӗп!!!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 2476.56.9943
2013.10.07 23:41
Agabazar
Ку çырури ыйтупа хирĕç çыру ятăм. Паллах эп вăл пухăва ытлашши "сĕкĕнместĕп". Анчах ĕçпуç вăл еннелле çаврăнса кайсан, эп пухăва хутшăнма хатĕр. Кăтартнă пĕрремĕш адреспа ятăм çырăва.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.08 14:42
Ай-уй мĕн пулнă Акасапара. Халăхăн Аслă Пухăвне те "сĕкĕнесшĕн" мар вăл(Акасапар:вăл пухăва ытлашши "сĕкĕнместĕп"). Вара мĕн пăтратан кунта, станокна чĕрт те ĔÇле. Продукци пар.
Agabazar // 2729.44.0185
2013.10.08 16:06
Agabazar
Чувашоргăн ытти пайташĕсем те хăйсем ЧНК пухăвĕн делегачĕ пулма хатĕррине палăртасса шанас килет. Сăмахран, "чиперкке" текенскер пур кунта. Кун кĕнекисенче 10 çыру çырнăскер. http://chuvash.org/blogs
2013.10.08 18:17
Аçтахар Плотников
Кама кĕртесси паллăртăнса çитрĕ — ыран ЧНК-на кайса парăп. Пурĕ 5 çынна тăратрăм: Эпĕ, Виктор, Улатимĕр, Эверкки, Акапасар.
Станьял // 3913.58.4645
2013.10.09 17:31
Питĕ тĕрĕс лартнă ыйтăва.Маттур Микула.Сахалтан та 5 делегата йышăнтарма ыйтатăп.
2013.10.09 21:03
Аçтахар Плотников
Çук çав, памаççĕ. Вырăнсене малтанах пайласа тухнă теç. Мăн канаш вырăнсене епле пайламаллине палăртни çине переççĕ...

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, [5]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj